Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -22.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш халӑх сайтӗнчи чӑвашла версийӗнче пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 5 пин хыпар ытла. Юбилейлӑ хыпар шутне «Ют ҫӗршывра кӑларнӑ медицина хатӗрӗсене «хӗсесшӗн» ятли кӗчӗ — вӑл медицинара Раҫҫейре туса кӑларнӑ хатӗрсемпе ытларах усӑ курма шутлани пирки пулчӗ. Ун хыҫҫӑн тата та ҫырнине шута илсен ку 5 006-мӗш пулнине пӗлтерме пулать.

Аса илтеретпӗр, пирӗн сайтри чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче тухса. Ку вӑл — тепӗр движок ҫине куҫнӑ хыҫҫӑн. Унччен эпир 1 уйӑх хушши Друпал ҫинче ӗҫлесе пӑхсаччӗ те, анчах вӑл пире тивӗҫтерменнипе хамӑрӑннипе усӑ курма тытӑнтӑмӑр. Унтанпа вӑхӑт чылай иртрӗ, хыпарсем те пирӗн улшӑнса пычӗҫ. Тӗслӗхрен, чи малтанах вӗсен пуҫелӗк ячӗ те ҫукччӗ. Хальхи вӑхӑтра вара кашнин ячӗ те пур, рубрики те, тэгӗсем те. Унсӑр пуҫне тӑтӑш ҫырса тӑракан авторсен йышӗ пиллӗк ҫынна ҫитет — вӗсем кашни кун сире ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштараҫҫӗ. Ытларах эпир, паллах, республикӑри хыпарсене ҫутататпӑр, анчах та ун тулашне те тухмасӑр иртместпӗр. Ҫав шутра — чикӗ леш енчи кӑсӑклӑ хыпарсемпе те тивӗҫтеретпӗр. Пирӗн хыпарсемпе тӗрлӗ халӑх тетелӗсенче паллашма май пур. Кашнине тенӗ пекех эпир __https://twitter.com/ChuvashOrg|тӗвӗтлетпӗр__, ыттисене — чи кӑсӑклисене — Пӗркласрисем, Контрактра, Фейсбукра хыпарлатпӑр. Вӗсемпе вӑхӑтра паллашса тӑрас тесен пирӗн сайтӑн ушкӑнӗсене кӗрӗр.

Пӗлме: ҫулталӑк каялла пирӗн __/news/2779.html|икӗ пин ҫурӑ__ хыпар ҫеҫччӗ. Ҫичӗ ҫул хушши мӗн чухлӗ ҫырнине эпир ҫапла май ҫулталӑк хушшинче ирттерме пултартӑмӑр. Кӑна, паллах, «Хыпарла 2» проекта пурнӑҫламасӑр ниепле те тӑвайман пулӑттӑмӑр. Ҫавӑнпа та ҫыракан кашни хыпарҫа чун-чӗререн тав сӑмахӗ калас килет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 04

1936
90
Жирнова Людмила Васильевна, хор дирижёрӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1993
33
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи