Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Эрнекун, пушӑн 21-мӗшӗнче, Хусанта тухса тӑракан Тутарстан чӑвашӗсен «Сувар» хаҫӑчӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.

Чи малтанах «Чӑвашла тухакан пичет МИХӗсен аталану йывӑрлӑхӗсем» ятлӑ ҫавра сӗтел тата Тутарстанри хуҫатҫӑсем валли ятарлӑ семинар иртрӗ. Хаҫатҫӑсене семинар вулама Шупашкартан ЧПУ преподавателӗсем килнӗччӗ.

Ҫавра сӗтеле Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи чӑвашла тухакан МИХсен тӗп редакторӗсем хутшӑнчӗҫ: «Урал сассинчен» — Юрий Михайлов, «Сувар» хаҫатран — Константин Малышев, «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен — Михаил Арланов, Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатӗнчен — Николай Ларионов, «Асамат & Шевле» издательствӑран — Владислав Николаев, Чӑваш халӑх сайтӗнчен — Николай (Аҫтахар) Плотников тата ытти хӑш-пӗр хӑнасем. Вӗсем халӑх тӗтелӗсене (выр. ~~социальные сети~~) ытларах тухмалли пирки; чӑвашла тухакан хаҫатсем валли реклама таврашне епле пухмаллине; чӑвашла хаҫатсем валли пӗрлешӳллӗ материал кӑларас ыйтӑва тата ыттине сӳтсе яврӗҫ.

«Сувар» хаҫатра ӗҫленӗ тата хальхи вӑхӑтра тӑрӑшакансене парнесемпе чысланӑ тата ыр сӑмахсемпе аса илнӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасем Хусанти Ар масарне ҫул тытрӗҫ, __Николай Василевич Никольскийӗн__ вил тӑпри ҫине чечексем хучӗҫ. Ун хыҫҫӑн Хусан-Аренӑпа паллашрӗҫ те ҫамрӑксен «Ак парс» центрне ятарлӑ уява ҫул тытрӗҫ.

18 сехет ҫурӑра вара ятарлӑ концерт пуҫланчӗ — уява килнисене Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫумӗнчи «Ҫавал» ансамбль чӑннипех те пысӑк шайри пултарулӑхпа савӑнтарчӗ. Концерт пынӑ май тӗрлӗ тӳре-шара «Сувар» хаҫата тата унта тӑрӑшакансене хисеп тата тав хучӗсемпе чысларӗ.

**«Сувар» хаҫат тухнӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ ятпа эпир вӗсене саламлатпӑр, малашне те малта пыракан хаҫатсен шутӗнче пыма ӑнӑҫусем сунатпӑр!**

__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/156462/|**Сӑнсем**__ (358)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 10

1906
120
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1916
110
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1994
32
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть