Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Вунӑ ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ Афган вӑрҫине пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ 5 692 ҫын хутшӑннӑ, 176-шӗ аманнӑ, 117-шӗ вилнӗ, 4-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. __Хӗрлӗ Чутай районӗнчен__ Афганистан тата Чечен вӑрҫине 100 ытла ҫамрӑк каччӑ хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ: Геннадий Ивановпа Юрий Макаров Афган вӑрҫинче, Валериан Быковпа Сергей Эзенкин Чечен вӑрҫинче. Ҫак районти __Штанашри__ вӑтам шкултан 1981-мӗш шкулта вӗренсе тухнӑ Григорий Петрович Антонов (вӑл __Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Полярная Звезда__ поселокра ҫуралнӑ) та Афган вӑрҫине хутшӑнса пуҫне хунӑ, ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ, Штанашри шкул ҫурчӗ ҫинче ӑна асӑнса ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ. Ӑна тата ытти интернационалистсене асӑнса 5-мӗшсем ятарлӑ стена хаҫачӗ кӑларнӑ, шкулта класс сехечӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.

Районта кӑҫалхипе 9-мӗш хут Афганистанра тата ҫӗршывӑн ытти регионӗсенчи юнлӑ хирӗҫтӑрусенче куҫ хупнисем ячӗпе патриотизмла юрӑсен «Пусть живые запомнят и пусть поколения помнят» (чӑв. ~~Чӗррисем асра тытччӑр та пулас ӑрусем асӑнччӑр~~) фестивалӗ иртрӗ.

Малтанах пухӑннисем паттӑр интернационалистсене асӑнса пӗр минут шӑппӑн тӑчӗҫ. Унтан район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пухӑннисене фестиваль тӗллевӗсем пирки каласа пачӗ, Штанаш шкулӗнчи вӑй-хал культурине вӗрентекенне, 1984 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 1986 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен Афганистанра хӗсметре пулнӑ Иван Иванович Сатлайкина «В память 25-летия окончания боевых действий в Афганистане» юбилей медалӗпе чысларӗ. Фестивальте 40 ҫамрӑк юрӑҫ виҫӗ сехет хушши тӑван ҫӗршывпа паттӑрлӑх ҫинчен патриот юррисене чуна тивмелле шӑрантарчӗҫ. Хаклав членӗсем ҫамрӑк талантсене ҫулӗсене кура: 8–12 ҫул тултарнисем, 13–15 ҫулхисем тата 16–22 ҫулсем тӑрӑх хакларӗҫ. Фестивале хутшӑннӑ кашни юрӑҫах Хисеп тата тав хучӗпе чысларӗҫ.

Кӗҫӗннисем хушшинче чи пултаруллисен шутӗнче Мария Аливанкина 1-мӗш, Дарья Волкова тата Анна Сатлайкина 2-мӗш, Анастасия Мареева тата Екатерина Тверскова 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Вӑтам ушкӑнрисенчен пуринчен ӑстарах Татьяна Мурайкина пулчӗ, Лиана Аргандейкинӑпа Анна Сармандейкина 2-мӗш, Дарья Петровӑпа Татьяна Ефремова 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Аслӑ ҫулхисенчен чи хитре юрлаканни Екатерина Мурайкина, иккӗмӗш вырӑншӑн Татьяна Граченова парнепе Хисеп хучӗ тивӗҫрӗ.

Фестивалӗн тепӗр тапхӑрӗ районти __Атнар__ шкулӗнче иртӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 14

1914
112
Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1947
79
Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ.
2009
17
Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть