Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

:::: ~~Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ,

:::: Хӑй пурнӑҫпе вӑл пурӑнать.

:::: Ялан малти ретре вӑл пулӗ,

:::: Ялан пурнӑҫа вӑл ҫутатать.

:::: Артист — театрӑн пӗр пӗрчи вӑл,

:::: Анчах та унсӑр ним те ҫук.

:::: Артист — хӗвел, вӑлах ҫут ҫӑлтӑр,

:::: Вӑл ҫутатать хӑй ҫуннӑ чух!~~

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Орининти информаципе культура центрӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Кунта паян пурте пӗлекен, халӑх юратакан Оринин халӑх театрӗ 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Хӑйӗн тахҫанхи йӑли-йӗркипе __Оринин__ — чӑннипех те театр сали. Оринин халӑх театрӗ ял историйӗнче темӗнле уйрӑм, пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Ӗлӗкех, кино та, телевизор та пулман чухнех этемлӗх театр енне туртӑннӑ. Мӗншӗн тесен театр — илӗртӳ тӗнчи, театр — туйӑмлӑх тӗнчи, театр — асамлӑх тӗнчи. Шекспир каланӑ сӑмахсене аса илсе «Оринин ялӗ вӑл хӑй театр» тесе калас килет. Чӑн та, Оринин ялӗнче театр ӗҫне хутшӑнман ҫынна тупма та йывӑр. Театр чапӗ вара тахҫанах тӑван __Муркаш районӗнчен__ тухса пӗтӗм Чӑваш Республикипех сарӑлнӑ. Паянхи кун ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ Оринин халӑх театрӗн артисчӗсем.

Уяв программи Ф.Павлов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» спектакльти сыпӑкпа пуҫланчӗ. Палӑртса хӑвармалла, тӗп рольсенче 28 ҫул каялла ҫак спектакльте хутшӑннӑ артистсемех вылярӗҫ, массӑллӑ сценӑра вара __Мулкачкасси__ клубӗ ҫумӗнчи «Пучах» фольклор ушкӑнӗ пулчӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ҫулсенче лартнӑ, халӑха килӗшекен спектакльсен сыпӑкӗсене те курма май килчӗ. Уява Николай Григорьевпа Венера Васильева питӗ ӑста ертсе пычӗҫ. Саламлама килекенсем те сахал мар пулчӗҫ: депутатсен районти Пухӑвӗн председателӗн ҫумӗ, «Росгосстрах» районти уйрӑмӗн ертӳҫи В.И. Вязов, Оринин ял администрацийӗн пуҫлахӗ А.С. Волков, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫласа пыракан Т.А. Шамсеева, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗн театр искусствин методисчӗ В.Н. Григорьев, коммунистсен партийӗн Чӑваш Республикин уйрӑмӗн контрольпе ревизи комиссийӗн председателӗ, нумай ҫул хушши Оринин халӑх театрне хутшӑннӑ Ю.П. Васильев, Чӑваш академи драма театрӗн артистки Н.Кузьмина, паянхи кун Оринин халӑх театрӗн режиссерӗ пулса ӗҫлекен, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ А.Андреев, Чǎваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Андриян Павлов, «Районти ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ» муниципаллӑ бюджет учрежденийӗн информаципе методика центрӗн ертӳҫи Н.З.Егорова, __Москакассинчи__ информаципе культура центрӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Г.Г.Голубева саламларӗҫ. __Етӗрне районӗнчи__ __Асламас__ халӑх театрӗн артисчӗсем те хӑйсен тус-тантӑшӗсене саламлама килсе ҫитрӗҫ. Вӗсем А. Иванов пьеси тӑрах лартнӑ «Судра» камите питӗ ӑста выляса пачӗҫ.

Хӑнасем Оринин театрӗн артисчӗсене саламласа ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ. Артистсене тав ҫырӑвӗсем, хисеп грамотисем парса чысларӗҫ.

Уява пухӑннисем Оринин халӑх театрӗн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ, кунта тӗрлӗ ҫулсенче вылянӑ артистсене аса илчӗҫ. Паянхи кун та ҫак театрта чунне парса ӗҫлекен артистсен пултарулӑхӗпе савӑнчӗҫ. Сцена ҫинче ҫамрӑк артистсем выляни (А.Угольников, О.Сорокина, В.Порфирьева) пире савӑнтарать, театрӑн малашлӑхӗ пурри вара — куҫкӗрет. Уяв Н. Угарин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси» драмӑпа вӗҫленчӗ. Спектакль вӗҫленсен те куракансем килӗсене саланма васкамарӗҫ, ура ҫине тӑрса нумайччен артистсене саламласа тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ.

Ҫак уява ирттерме пулӑшнӑшӑн В.Г.Иванова, Е.Ф.Никитинӑна, В.А. Калинина, Г.Г. Михайлова тав сӑмахӗ калатпӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 22

1860
166
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ.
1902
124
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1912
114
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ.
1935
91
Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ.
1972
54
Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та