__Чӑваш наци конгресӗн__ Аслӑ пухӑвӗ ҫитеспе ҫак мероприятипе ҫыхӑннӑ хыпарсем йышлансах пыраҫҫӗ. Ӗнер, Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӑлкуҫ» кафере ЧНК Президенчӗ вырӑнӗшӗн тӑратнӑ кандидатсем ентешлӗх пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Каласа хӑварас пулать, виҫӗмкун, юпан 22-мӗшӗнче, хайхи тупӑшакансен йышӗ ӳснӗ иккен — Аслӑ Пухӑва ирттерме йӗркеленӗ оргкомитет ларӑвӗнче тепӗр икӗ кандидат пирки пӗлтернӗ. Муркаш район ентешлӗхӗ Тимӗр Тяпкина сӗннӗ, Чӑваш Республикин Вӗрентекенсен ассоциацийӗ вара — ЧНК ӗҫтӑвком председательне Константин Портнова.
Ӗнерхи тӗлпулура пур кандидатсем те пулчӗҫ — Валерий Клементьев, Николай Лукианов, Тимӗр Тяпкин, Константин Портнов. Ҫавӑн пекех ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «ТУС» АХО тӗп директорӗ, ЧНК вице-президенчӗ Николай Угаслов на хутшӑннӑ — сас-хура пелтернӗ тӑрӑх влаҫ тытӑменчисем наци конгресӗн пуҫлӑхӗнче шӑп та тӑп ӑна курасшӑн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |