Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.4 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер, __Муркаш район__ судӗнче __Илле Иванова__ экстремизм енӗпе айӑплас тӗлӗшпе виҫҫӗмӗш лару иртнӗ. Пӗрремӗшӗ __/news/2935.html_ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче пулнӑччӗ__, иккӗмӗшӗ — ҫӗртмен 4-мӗшӗнче.

Аса илтеретпӗр: Илле Иванова «Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн явап тыттарасшӑн. Пуҫилле ӗҫе Сергей Трихалкин судья ертсе пырать, ҫыруҫи — Наталья Павлова. Патшалӑх айӑплавҫи — Алексей Чернов. Илле Иванова хӳтӗлекенсем: Николай Столбов, Николай Лукианов тата __Борис Чиндыков__ ҫыравҫӑ. Тимӗр Акташ журналист пӗлтернипе __Эдуард Мочалов__ та инҫе марччӗ — вӑл ҫурт умӗнче пӗчченле пикет йӗркеленӗ иккен. Суд пӳлӗмӗнче тата Юрий Сан ҫыравҫӑ, Юрий Кузнецов пенсионер, Шупашкартан килнӗ журналист тата видео-оператор пулнӑ. Илле Иванов чӑвашла калаҫнӑран унӑн сӑмахӗсене вырӑсла Ольга Шарипова куҫарса пынӑ.

Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх ӗҫе пикенсенех айӑпланакан маларах иртнӗ ларусенчи протоколсене пӗтӗмпех тӗплӗ ҫырманнине, вӗсенче йӑнӑшсем пуррине пӗлтернӗ — ҫак кӑлтӑксене тӳрлетме сӗннӗ. Ҫавӑн пекех калаҫакансене лайӑхрах илтме пултӑр тесе вӑл пӳлӗме микрофонпа тивӗҫтерни аван пулӗччӗ тенӗ. Ку сӗнӳсене судья йышӑнса ӗҫ ҫумне хушнӑ. Хӳтӗлевҫӗ ку хутӗнче те вырӑсларан чӑвашла куҫарма ыйтнӑ, анчах судья килӗшмен — айӑпланакан вырӑсла та лайӑх пӗлет имӗш. Пӳлӗмре ларакансем пӗлтернӗ тӑрӑх судья хӑй чӑвашла пӗлни курӑнать — хӑш чух вӑл та чӑвашла сӑмахсем перкелесе янӑ тет.

Ку ларура Илле Иванов ҫеҫ калаҫнӑ — вӑл тӗрлӗ саккунсене тӗпе хурса чӑваш чӗлхи вырӑс чӗлхипе тан пулнине пӗлтернӗ. Чӑваш чӗлхипе пӗр чӑрмавсӑр усӑ курма унӑн ирӗк пурри пирки каланӑ.

Ӗҫ вӑхӑчӗ вӗҫленнине шута илсе ӗнерхи лару вӗҫленнӗ, теприне ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ирттересси пирки пӗлтернӗ.

Тимӗр Акташ пӗлтернипе судри икӗ ен (айӑплаканпа айӑпланакан) те хӑйсене йӗркеллӗ тытнӑ — пӗр-пӗрне хисеплеменни курӑнман. Ҫак ӗҫ вӗҫленнӗ тӗле те ӗҫ-пуҫ ҫаплах пырсан суд тӗрӗс йышӑну тупасса шанать вӑл.

__http://fotki.yandex.ru/users/kzilsu1957/album/344367/_**Сӑнсем**__ (10)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 04

1932
94
«Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
92
Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ.
1973
53
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ