Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шоркка__ ялӗ ҫумӗнчи икӗ арман пирки сахал мар ҫырчӗҫ ӗнтӗ — __Шупашкар район__ хаҫачӗ те, «Хыпар» та, ытти МИХсем те. Ӗмӗр ытла ларакан армансем чӑн та хӑйсен хӑвачӗпе тыткӑнлаҫҫӗ. Паян вара вӗсемпе паллашма Ҫатра-Лапсар шкулӗн ачисем ҫитрӗҫ.

Ӗнер кӑна __Шуршӑлти__ Космонавтика музейӗнче пулнӑ ачасемшӗн кунти армансем чӑнах та питӗ кӑсӑклантарса ячӗҫ. Хӑй арманӗсене ҫӑрапа питӗрнӗрен шала кӗрсе пӑхма май пулмарӗ пулин те таврари ытти ял хуҫалӑх ҫурчӗсем вара вӗсене самай илӗртрӗҫ — тырӑ типӗтмелли агрегатсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, вир тыррине епле суйланине курчӗҫ.

Армансемпе вара __Колешша__ ял клубӗнче ӗҫлекен вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Николаев Владимир Никонович паллаштарчӗ. Ачасем арман чӑннипе епле пулнине пӗлчӗҫ, ҫил арманӗсене халӑх мӗншӗн нумай лартнине ӑнланчӗҫ (вӗсене лартма патшалӑхран ятарлӑ ирӗк илмелле пулман имӗш). Схемӑпа та паллашрӗҫ — хӑш-пӗр пайӗсене __Шоркка__ арманӗсене сӑнаса хӑйсене валли палӑртрӗҫ. Каласа хӑварас пулать: пӗр арманне 1908 ҫулта лартнӑ (ӑна халь кӑштах юсанӑ, шӑвӑҫпа витнӗ), тепӗрне ывӑлӗ 1920-мӗш ҫулсенче юнашар вырнаҫтарнӑ. Кулаксемпе кӗрешес тапхӑр пуҫлансан хуҫисем вӗсене колхоза панӑ.

Владимир Никонович таврапӗлӳҫӗ Ҫатра-Лапсар ачисене ял тӑрӑхӗнчи ытти вырӑнсемпе те паллаштарчӗ — Шоркка ҫӑлӗпе, Шоркка ялне никӗслекенсене халалласа лартнӑ юпапа, __Колешша__ патӗнчи Киремет йывӑҫҫипе. Чӳк тумалли вырӑнта ларакан юман самай хӑрнӑ пулин те ҫавах ӳкмен-ха. Хӑй вӑхӑтӗнче ял халӑхӗ ӑна сыхласа хӑварнӑ — вӑрмана хӑрӑк йывӑҫсенчен тасатма пуҫласан чӳк вырӑнӗ тесе касма паман. Ачасем киремет йывӑҫҫине ҫупӑрласа пӑхрӗҫ — ҫапла май пиллӗксем илме вӑй-хӑват та илчӗҫ пулӗ.

Ачасене экскурсине илсе тухнӑ класс ертӳҫи Иванова Светлана Юрьевна каланӑ тӑрӑх кун пек вӗсем Хусанти аквапарка кайсан та хавхаланман — вӗренекенсемшӗн кашни кӗтес кӑсӑклӑ пулчӗ, мӗн пӗлменнине вӗсен ӑса хывас килчӗ. Хаваслӑхӗ те темиҫе кунлӑха ҫитӗ ӗнтӗ!

Армансемпе паллашас кӑмал пур пулсан __Сарапакасси ял тӑрӑхӗн__ администрацийӗ хаваспах йышӑнать — вӗсемпе ҫыхӑнмалла ҫеҫ. Экскурсие ирттерекене те тупса парӗҫ, тӑрӑхри ытти кӑсӑк вырӑнсемпе те паллаштарӗҫ.

__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/150674_**Сӑнсем**__ (39)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ