Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Муркаш районӗнчи__ __Кашмашри__ информаципе культура центрӗнче пушӑн 17-мӗшӗнче «Яланах театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ иртрӗ. Палӑртнӑ вӑхӑта халӑх та пуҫтарӑнчӗ, __Шупашкартан__ ятарлӑ комисси те килсе ҫитрӗ. «Халӑх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе __Кашмашри__ тата __Орининти__ халӑх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хӑйсенче хумханни палӑрать. Кашмашри культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ халӑх театрӗ жюрипе курма килнисене __Н.Угарин__ пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» драмӑпа паллаштарчӗ. Спектаклӗн режиссӗрӗ — Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Г.Федоров. «Шупашкарти артистсенчен пӗртте кая мар, питех те лайӑх вылярӗҫ хӑйсене шанса панӑ ролӗсене. Маттур артистсене ятранах асӑнса хаварас килет: Т. Цвыга, Н.Ершов, Г.Ершова, И. Майков, О. Сурикова, П. Борзаев, Р. Николаева, Е. Тихонова.

Оринин театрӗн артисчӗсемпе пӗрле ҫак курава ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.С. Волков та килсе курма кӑмӑл турӗ, кунта ҫитме машина та уйӑрса пачӗ. Орининсем те Н. Угарин драматург ҫырнӑ «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ. Спектакле тин кӑна __Шупашкари__ культура институтне вӗренсе тухакан ҫамрӑк режиссер — И. Щекурина лартнӑ. Каласа хӑвармалла, Оринин халӑх театрӗ кӑҫал, кӗркунне, хӑйӗн сумлӑ 95-мӗш юбилейне паллӑ тӑвать. Коллективра чылайӑшӗ нумай ҫул ӗҫлесе паянхи кун та хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтараҫҫӗ. Акӑ вӗсем: В.В. Васильев, Г.А. Иванова, Л.В. Родионова, В.П. Васильев. Оринин халӑх театрӗ Орининти вӑтам шкулпа питӗ тачӑ ҫыхӑну тытать. Аслисене кура шкул ачисем те сцена ӑсталӑхне кӗҫӗн классенчех туптама пуҫлаҫҫӗ. Паянхи спектакльте ҫакна кӑтартса пачӗҫ те ӗнтӗ ҫамрӑк, театр тӗнчинче хӑйсен пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан артистсем: А. Угольников, В.Порфирьева, О. Сорокина. Халӑха хӑйсен ӑсталӑхӗпе тыткӑнласа макӑртма та пултарчӗҫ. Куракансене Надьӑпа, Валеркӑн телейсӗр шӑпи шухӑша ячӗ. Валерка рольне вылякан А.Угольников ҫамрӑк артист калӑпланӑ сӑнар куракансене уйрӑмах асра юлчӗ. «Ку спектакле вӗҫне ҫити курса пӗтерес килетчӗ, спектакль мӗнпе вӗҫленет-ши? — тени илтӗнчӗ халӑх хушшинче килсене саланнӑ май.

__Тивӗшри__ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи артистсем сцена ҫине тухсан куракансен сӑн-пичӗ кулӑпа ҫиҫрӗ. Курава хӑйсене тӗллӗн вӗреннӗ артистсем хӑпартлансах хатӗрленни куҫкӗрет. Вӗсем __Николай Айзман__ ҫырнӑ «Ҫӳпҫипе хупӑлчи» пьеси тӑрӑх лартнӑ камитпе паллаштарчӗҫ куракансене. Кулӑшла самантсем чылай камитре. Курма-пӑхма питӗ аван. Куракансем халӑхран тухнӑ Тивӗш артисчӗсене ӑшшӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ.

Жюри председателӗ — В.Н. Григорьев, халӑх пултарулӑх ҫурчӗн методисчӗ, курава петӗмлетнӗ май, районти драма ушкӑнӗсенчи хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем ҫулран ҫул сӑнарсене лайӑхрах калӑплама хӑнӑхса пынине палӑртрӗ, артистсене кирлӗ сӗнỳсем пачӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 14

1880
144
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
105
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
86
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи