Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.1 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Комсомольски районӗнче__ «Яланах — театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ пырать. Ҫак тупӑшӑва __Вӑрманхӗрри Чурачӑк__ клубӗ ҫумӗнчи Е.Степанова ертсе пыракан драма кружокӗ те хӑпартлансах хатӗрленчӗ. Курава валли __Альбина Сухан__ драматургӑн «Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет» пьеси тӑрӑх хатӗрлерӗҫ. Чи пирвайхи курава __Хырхӗрри__ культура ҫуртӗнче лартма шутларӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑта халӑх та пуҫтарӑнчӗ, районти ятарлӑ комисси членӗсем те килсе ҫитрӗҫ.

Шӑппӑн та пӗр тикӗссӗн чаршав икӗ еннелле уҫӑлчӗ. Ҫцена ҫинче пысӑк пуҫлӑхӑн пӳлӗмӗ, курӑмлӑ вырӑнта — президент сӑнӳкерчӗкӗ. Паллӑ пулчӗ — ӗҫ-пуҫ хальхи вӑхӑтра пулса иртет. Пуҫлӑхӗ хӑй те (ун сӑнарне Г.Бормотина питех те ӑста калӑпланӑ) сӗтел хушшинче хутсем уҫкаласа-пӑхкаласа тем шырать, куҫлӑхне шӑла-шӑла хутран-ситрен ҫыркалать, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалать. Чӑн та, пуҫлӑхсен пурнӑҫне пит аван пӗлсе кӑтартнӑ автор: паянхи кун хутсене вӑхӑтра тӗрӗс-тӗкел туса пырсан — эсӗ лайӑх ӗҫлетӗн, хут тума пӗлеймерӗн, е ерҫеймерӗн — начаррисен шутне кӗртсе хураҫҫӗ. Пуҫлӑхсене питлени ҫеҫ мар, пурнӑҫри ытти кӑлтӑк-мӑкӑлтӑка та пит аван сӑнласа пачӗҫ ялти артистсем. Эрех-сӑрапа иртӗшни, пирус сӗрӗмӗпе чыхӑнни, наркотиксемпе ҫыхланни ырри патне илсе ҫитерменнине пурте чухлатпӑр вӗт ӗнтӗ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинчи ҫыхӑнусене ирӗке яни те пуҫа кастарать. Ҫӗршывӑмӑрти чылай ял-хуласенчи кил-ҫурт е ытти объектсене тӑвасси вӑраха кайнӑ тӗслӗхсене те (вырӑссем ҫак пулӑма валли питех те вӑхӑтлӑ «долгосторой» сӑмах шыраса тупнӑ) питлеме манмарӗҫ. Ҫак пулӑмсене эпир яра кун тенӗ пекех куратпӑр, анчах чылай чухне айккинчен иртсе каятпӑр. Пурте пӗлекен киревсӗр пулӑмсем ҫинчен культура ҫуртӗнче яр-уҫҫӑн калани вара пурне те тепӗр хут шухӑша ячӗ.

Артистен ячӗсене те асӑнмасӑр хӑварас килмест. Сӑмахсене вӗренсе, хӑйсене пӗлсе тыткаласа ял ҫыннисен умне тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хуракан Е.Степанова, Г.Бормотина, С.Белкова, М.Белкова, Ф.Кополухина, А.Пушкина, Л.Ятманова, М.Ятманова, Н.Хлебникова тухрӗҫ. Тӗлӗнмелле: арҫын ролӗсене те хӑйсемех калӑпласа пачӗҫ. Ахальтен каламан ӗнтӗ халӑхра: «ӳркенмен — ӑста», — тесе.

«Ятарласа вӗреннӗ артистсенчен пӗртте кая мар… Питех те лайӑх вылярӗҫ хӗрсем хӑйсен ролӗсене… Сӑнарӗсене те кашни хӑйнеевӗрлӗ калӑпланӑ… Ытти ялсене кайса кӑтартмалла ҫак спектакле…», — тени илтӗнчӗ халӑх хушшинче килсене саланнӑ май. Жюри те артистене лайӑх хак парасси куҫкӗрет.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 04

1932
94
«Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
92
Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ.
1973
53
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи