Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.1 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, эпир тинех «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗнче мала тухнӑ ачасемпе вӗрентекенсене парнесемпе тата хисеп хучӗсемпе чысларӑмӑр. Мероприяти хальхинче __Красноармейски__ шкулӗнче иртрӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене эпир картинсемпе (пӗрремӗш вырӑна тухнисене — 60х40 калӑпӑшлӑ ӳкерчӗк, ыттисене — 30х20 калӑпӑшлине), кӗнекесемпе (эпир кӑларнӑ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» тата «Янавар юмахӗсем» кӗнекепе), календарьсемпе (кӗсье календарӗ тата __http://www.i-sum.su/t/93821.html_А. Розов юбилейӗпе__ кӑларнӑскер), «Пукане» ятлӑ __http://www.i-sum.su/t/44437.html_караоке__ дискпа наградӑларӑмӑр. Паллах, хисеп хучӗсемпе (мала тухнисене) тата ӗнентерӳ хучӗсемпе (ыттисене) те тивӗҫтертӗмӗр.

Юрӑ тӑхтавӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе «Юрату.ру» ушкӑн (ертӳҫи: Роза Беляева) хӗрӗсем савӑнтарчӗҫ.

%green%~~**Чыслава ҫитейменнисене пӗлме**: хисеп хучӗсене сире эпир электронлӑ вариантпа тивӗҫтерӗпӗр (amartu@chuvash.org адреспа ҫыру ҫырӑр), ӗнентерӳ хучӗсене вара Чӑваш республикин вӗренӳ институтӗнче илме май пулӗ. Парнесене илес тесен те ҫӳлерех асӑннӑ адреспа ҫырса ыйтмалла.~~%/green%

__«Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗ_**«Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ»**__ литература ӑмӑртӑвне эпир Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗпе пӗрле 2012 ҫулта ирттернӗччӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелесеччӗ.

Сӑнӳкерчӗксем: __http://odnoklassniki.ru/profile/169782361305/album/265020974297_**Олег Цыпленков тунисем**__ (1-мӗш пай, «Одноклассники» халӑх тетелӗнче, малтан кӗме тивӗ), __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/148360/_**Н. Плотников тунисем**__ (19), __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/148362/_**Олег Цыпленков тунӑ сӑнсен тулли йышӗ**__ (80)

Видеона ҫывӑх вӑхӑтра __http://www.youtube.com/user/suvartv_**«Сувар TV»**__ каналта курма май пулӗ. Ытти сӑнсене кӑшт каярах вырнаҫтарӑпӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 04

1932
94
«Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1934
92
Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ.
1973
53
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй