Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Иртнӗ вырсарникун, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Анне кунне анлӑн паллӑ турӗҫ. Ҫак уява нумаях пулмасть ҫеҫ уявлама пуҫларӗҫ пулин те, вӑл пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупрӗ-тупрех. Ҫӗршывӑн кашни кӗтессинчех аннесен ячӗпе концертсем, тӗлпулусем тата ытти мероприятисем ирттереҫҫӗ. __Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче вӗренекенсем те ҫак уява кашни ҫулах паллӑ тӑваҫҫӗ. Хальхинче Р.Т. Морозова музыка учителӗпе В.Ф. Лепешкина аслӑ вожатӑй хатӗрленипе ачасем ялти ӳнер ҫуртӗнче пысӑк уяв концерчӗ лартса пачӗҫ.

Малтанах саламлӑ сӑмахсемпе ялти хӗрарӑмсен Совечӗн ертӳҫи Вера Анатольевна Горбунова тухса калаҫрӗ. Ялти обществӑлла тата художество пултарулӑх ӗҫне хастар хутшӑнакан Галина Шикована тата Надежда Корнилована Хисеп хучӗсем парса чысларӗ, ӗҫре тата кулленхи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗ. Хырхӗрри ял поселени администрацин пуҫлӑхӗ А.Н. Воробьев та пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламларӗ. «Анне — хаклӑран та хаклӑ сӑмах. Ача ӑнланса калакан пӗрремӗш сӑмах та — «анне». Тӗп хуламӑрта «Анне-управҫӑ» палӑкӗ инҫетрен мӑнаҫлӑн курӑнса ларать. Волгоградри Мамаев курган ҫинчи палӑк та анне ячӗпех хисепленсе тӑрать… Упрас пулать пурнӑҫ парнелекен аннене», — вӗҫлерӗ Анатолий Николаевич хӑйӗн сӑмахне.

Ҫийӗнчех концерт пуҫланчӗ. Уяв программинче тӗрлӗрен юрӑ-кӗвӗ, сӑвӑсем, шӳтлӗ сценкӑсем пулчӗҫ. Куракансене Диана Ятманова тата София Никонова шӑрантарнӑ юрӑсем кӑмӑла кайрӗҫ. Луиза Нигматуллинапа Слава Васильев юратнӑ амӑшсем ҫинчен пӑхмасӑр сӑвӑ каласа пачӗҫ. Кӗҫӗн класра вӗренекен ачасем юрланине те итлеме кӑмӑллӑ пулчӗ. Ташӑ кружокне ҫӳрекен аслӑ тата кӗҫӗн хӗрачасен ушкӑнӗсем илемлӗ ташӑсем ташласа савӑнтарчӗҫ. Куракансем вара ҫамрӑк артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 31

1927
98
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
54
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
49
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
23
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ