Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.9 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шупашкар районӗн__ полици ӗҫченӗсем Дагестан Республикинчен килнӗ икӗ арҫынна чарнӑ. Вӗсем __Кӳкеҫри__ «Апат-ҫимӗҫ» лавккинче РФ суя банкнотне тыттарса хӑварнӑ. Сутуҫӑ хӗрарӑм туянакан тухса кайсан анчах парса хӑварнӑ укҫа чӑн маррине сиснӗ, хайхискер тӳрех пӑтӑрмах пирки Шупашкар районӗн полици уйрӑмне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Нумаях пулмасть ют регион номерлӗ автомашинӑна __Хыркассинчи__ постра чарнӑ. Тимлӗ инспекторсем пассажир сумкинчен 5000 тенкӗлӗх 2 укҫа курӑннине асӑрханӑ. Дагестан ҫыннисем тӳрре тухма хӑтланман, унсӑр пуҫне автомашинӑра пытарнӑ ытти купюрӑсене те кӑтартнӑ. Унта 5000 тенкӗлӗх 84 хут укҫа пулнӑ.

Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑскерсене РФ тӗп билечӗсене туса кӑларнӑшӑн, упранӑшӑн тата вырӑнтан вырӑна куҫарса ҫынсене улталанӑшӑн айӑпланӑ. Вӗсене 6 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ, унсӑр пуҫне 400 пин тенкӗ штраф тӳлеме йышӑннӑ.

Аякра пурӑнакансем __Чӑваш Ене__ килсе суя укҫа вырнаҫтарни тӑтӑшах пулать. Ҫакнашкал преступленисене тӑвакансенчен чылайӑшӗ Кавказ тӑрӑхӗнчен. ЧР ШӖМӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫалхи сакӑр уйӑхра кӑна суя укҫа тыттарса хӑварнӑ 314 тӗслӗх. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта кунашкал 388 преступлени пулнӑ. Иртнӗ ҫулхи суя купюрӑсен 80 проценчӗ 1000 тенкӗлӗххи пулнӑ пулсан, кӑҫал 5 пинлӗххисем ытларах.

Йӗрке хуралҫисем ҫынсене тимлӗрех пулма сӗнеҫҫӗ, иккӗленсенех полици уйрӑмне пӗлтермеллине асӑрхаттараҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 19

1968
58
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ.
2060
-34
Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем