Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -25.2 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Утӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтепӗрӗ __Михаил Игнатьев__ Раҫҫей пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ чӑваш спортсменӗсемпе тата вӗсен тренерӗсемпе тӗл пулнӑ.

Ҫуллахи ХХХ Олимпиада вӑййисем 2012 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 12-мӗшӗччен Лондонра иртеҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери тӗп ӑмӑртусене пирӗн республикӑран 5 спортсмен хутшӑнӗ:

**Ирина Калентьева**, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнче чемпионки, тӗнче кубокӗсен ҫӗнтерӳҫи, Европа чемпионачӗсен призерӗ, ХХIХ Олимп вӑййисен бронза призерӗ (маунтинбайк);

**Татьяна Архипова**, ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ХХIХ Олимпиада вӑййисене хутшӑннӑскер, 2007 ҫулхи тӗнче чемпионачӗн чӑрмавсем урлӑ 3 000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, Раҫҫейӗн 2011 ҫулхи чемпионачӗн 10 000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, Токиора 2011 ҫулта иртнӗ марафонӑн бронза призерӗ (ҫӑмӑл атлетика — марафон);

**Альбина Майорова**, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, XXVIII Олимпиада вӑййисене марафон чупӑвне хутшӑннӑскер, 2012 ҫулта Японире иртнӗ тӗнче марафонӗн ҫӗнтерӳҫи (ҫӑмӑл атлетика — марафон);

**Кристина Савицкая**, ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, 2011 ҫулта иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗн бронза призерӗ, 2011 ҫулта тӗнчери ҫамрӑксен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑскер, 2012 ҫулта Раҫҫейӗн ҫичӗ енлӗ ӑмӑртӑвӗн (ҫӑмӑл атлетика — ҫичӗ енлӗ ӑмӑртӑвӗ) чемпионки;

**Елена Наговицына**, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, 2011 ҫулта 10000 метра чупассипе Раҫҫей чемпионки, Раҫҫейӗн 2012 ҫулхи чемпионачӗн 5000 метра чупассипе кӗмӗл призерӗ, ҫӑмӑл атлетика (5000 метра чупасси).

Калаҫу вӑхӑтӗнче Михаил Игнатьев Олимпиадӑна хутшӑнакансене тата вӗсен тренерӗсене ырми-канми ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Лайӑх кӑтартусем спортсменсене Олимп вӑййисене хутшӑнмалли ирӗк панӑ. Республика пуҫлӑхӗ спортсменсем ӑнӑҫлӑ ӑмӑртни Чӑваш Республикинчи район-хуласенче спорта аталантарма пулӑшнине те палӑртнӑ.

__http://gov.cap.ru/home//49/album/2012/20120721%5fsport/index.htm_**Сӑнсем** (24)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 10

1892
134
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ вилнӗ.
1914
112
Эсхель Аркадий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Кенеш Мучи, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Фёдоров Георгий Иосифович, чӑваш литературин тӗпчевҫи, хаклавҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1943
83
Романова Зоя Васильевна, тӑлмач ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть