Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.9 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче__ студентсен аслӑ шкулти вӗрентӗвне тарӑнрах тата тухӑҫлӑрах тӑвас енӗпе тӗрлӗ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, студент харӑсах икӗ специальноҫпа диплом илсе вӗренсе тухма та пултарать кунтан. Хастар та пур енлӗ аталанма тӑрӑшакан паянхи ҫамрӑксемшӗн ку питӗ меллӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче те хушма вӗрентӳ ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӗркунне пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, факультетра икӗ специальноҫпа хушма курссене ҫӳресе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳллӗ диплом илме майсем пур: пӗрремӗшӗ — секретарь-документовед специальноҫне (курс ертӳҫи — И.В.Мукина доцент), иккӗмӗшӗ — массӑлла информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен редактор специальноҫне (курс ертӳҫи — Е.П.Чекушкина доцент). Диплом илес текенсен 6 уйӑхлӑх курс программине вӗренсе диплом хӳтӗлемелле. Ҫапла вара, вӗренсе тухакансем харӑсах икӗ аслӑ пӗлӳллӗ специалистсем пулса тӑраҫҫӗ.

Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче массӑлла информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен редактор специальноҫне суйласа илнӗ студентсем хӑйсен квалификаци ӗҫне хӳтӗлерӗҫ те ӗнтӗ. Халӗ вӗсен тепӗр диплом ӗҫне — филолог пулса тӑнине ӗнетерекен квалификаци ӗҫне ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесси ҫеҫ юлать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 19

1968
58
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ.
2060
-34
Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем