Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Никита Яковлевич Бичурин__ (Иакинф) Китайпа Монголи Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсене тӗпчекен пӗрремӗш ӑсчах пулнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Вӑл 1777 ҫулта __Шупашкар районӗнчи__ __Типнер__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Никитӑн аслашшӗпе ашшӗ те тӗн ҫыннисем пулнӑ, тен, ҫавӑнпах арҫын ачана та Хусанти тӗн семинарине вӗренме янӑ. Ҫак семинарине пулас манах лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ. 30 ҫула ҫитсен вара Иакинфа аякри Китай ҫӗршывне миссионер пулма, урӑхла каласан христиан тӗнне сарма янӑ. Анчах та вӑл ытларах тӗн ӗҫӗпе мар, ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫленӗ. Чӑн малтан кӗске вӑхӑт хушшинче китай, монгол, тибет чӗлхисене вӗреннӗ. Вӗреннӗ ҫеҫ мар, вӗсене тарӑннӑн тӗпченӗ, вырӑсла-китайла сӑмахсар кӑларма ӗмӗтленнӗ. Китай ҫӗрӗнче вунпилӗк ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн каялла Раҫҫее таврӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле тӗвесем ҫине тиесе калама ҫук пысӑк тупра: ултӑ пин те сакӑрҫӗр килограмм алҫырӑвӗсемпе кӗнекесем илсе килнӗ. Вӗсене тепӗр хут тӗпчесе йӗркелесе Ази халӑхӗсен историпе ӳнерӗ, этнографипе географийӗ ҫинчен кӗнекесем пичетлесӗ кӑларнӑ.

Хальхи вӑхӑтра паллӑ ӑсчах-ентеше асӑнса __Кукеҫ__ поселокӗнче музей уҫнӑ. Ҫак кунсенче __Комсомольски районӗнчи__ __Хырхӗрри__ тӗп тата __Асанкасси__ вӑтам шкулӗсенчи ачасен пӗр ушкӑнӗ Л.А.Катмакова тата Г.А.Белкова тӑван ен культури вӗрентекенӗсемпе музейе ҫитсе килчӗ. Экскурсийе ертсе пыракансем Никита Яковлевичӑн ачалӑхӗ, кил-йышӗ, Хусанти вӗренӗвӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, вӑл туса ирттернӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, тӗрлӗрен экспонатсемпе паллаштарчӗҫ. Курмалли-пӗлмелли чылай пулчӗ шкул ачисемшӗн. Ҫак музейрах вырнаҫнӑ ытти куравсемпе те тӗплӗн паллашма тӑрӑшрӗҫ вӗсем. Юлашкинчен паллӑ ентешӗмӗрӗн палӑкӗ патӗнче асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем турӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 19

1968
58
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ.
2060
-34
Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын