Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер Ҫатра-Лапсар шкулӗ 100 ҫул тултарнине хаваслӑн уявларӗҫ. Тӑван шкула ҫак ҫурхи кун вӗренсе тухнисем, вӗсене пӗлӳ панӑ учительсем тата ытти хӑнасем пухӑнчӗҫ. Ҫатра-Лапсар шкулӗнче пӗлӳ пухса чапа тухнисем те сахал мар пулчӗҫ: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки **__Фёдорова Любовь Владимировна__**, темиҫе кӗнеке авторӗ, ӳнер музейӗнче вӑй хуракан **Иванов-Орков Геннадий Николаевич**, режиссёр, чӑвашсен пӗрремӗш нумай ярӑмлӑ «Кӗпер» фильмне лартакан **Трифонов Леонид Павлович**, тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ **__Иванова Марина Владимировна__** тата ыттисем. Чыслав пайне ирттернӗ спорт пӳлӗмӗ, пӗчӗкех мар пулин те, пурне те вырнаҫтараймарӗ те — ларма-тӑма вырӑн ҫукччӗ.

Уяв чаплӑ иртрӗ — шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ, ятарласа килнӗ ушкӑнсем юрри-ташшисемпе савӑнтарчӗҫ. Нумай-нумай ҫынна хисеп хучӗпе, тав хучӗпе чысларӗҫ. Паллах, шкул кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пама та манмарӗҫ — ӗлӗкхи пирки те, паянхи пирки те.

Уява килнисем час саланмарӗҫ — концертпа чыслав пайӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле вӗреннисем пӗр-пӗринпе пуҫтарӑннишӗн савӑнчӗҫ, хӑйсем пирки каласа пачӗҫ. Вӗрентнӗ учительсене курни, шкул ҫулӗсене вӗсемпе пӗрле аса илни вара тем пекех паха пулчӗ. Сӑнсем ҫапни те ҫак куна тахҫанченех асӑнмалӑх хӑварӗ.

Ҫатра-Лапсар шкулне 1912 ҫулта уҫнӑ. Ваттисем аса илнӗ тӑрӑх унӑн кун-ҫулӗ тата та вӑрӑмрах — кунта 1868 ҫулта уҫнӑ __Лапсарти__ чиркӳ прихучӗн шкулне те кӗртме пулать. Ун пирки хутсем юлман ҫав, ҫавӑнпа та официаллӑ майпа 1912 ҫула йышӑннӑ. 100 ҫул хушшинче кунта кам кӑна вӗренмен пуль, вӗсем хушшинче чапа тухнисем те сахал мар.

Паянхи кун вара шкулта 11 вӗрентекен тӑрӑшать. Пӗлӳ пухма __Ҫатракасси__, __Вӑрманкас__, __Лапсар__, __Ассакасси__, __Чӑркаш__, __Хӗрлӗ Ҫыр__ ачисем ҫӳреҫҫӗ. Вӗренме кунта кирли пӗтӗмпех пур — вулавӑш та, спорт пӳлӗмӗ те, футболла выламалли лаптӑк та. Компьютерлӑ классемех — иккӗ! Шкул уйрӑмах спорт ҫитӗнӗвӗсемпе палӑрса тӑрать — вӗсен шутӗнче тӗнче шайӗнчи спорт ӑстисем те пур.

Шкулӑн тепӗр палӑрӑмлӑ вырӑнӗ — унӑн музейӗ. Ӑна 1987 (75 ҫул тултарнӑ тӗле) ҫулта Иванов Николай Иванович уҫнӑ. Вӑл шкула уҫакан Семёнов Михаил Семёнович пурӑннӑ пӳлӗмре вырнаҫнӑ. Музейра пурӗ 280 ытла экспонат упранать, вӗсемпе 16 пай паллаштарать. Ӗнер те, шкулӑн 100 ҫулне уявланӑ май, ҫӗнӗ экспонатсене сахал мар парнелерӗҫ.

Тӑван шкулӑм, тавтапуҫ сана! Ӗмӗр ытла тапакан пӗлӳлӗх ҫӑлкуҫӗ нихҫан та ан типтӗр! Хисеплӗ ҫынсене тата та нумайрах вӗрентсе ӳстӗрмелле пултӑр!

__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/137816/_**Сӑнсем**__ (248)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи