Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗ — пӗтӗм тӗнчери поэзи кунӗ. Шӑпах ҫак куна халалланӑ та __Елчӗкри__ тӗп вулавӑшри «Чи нумай кӗнеке вулакан» конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗсене паллӑ тӑвассине. Вулавӑшӑн директорӗ Зайцева Л.А. палӑртнӑ тӑрӑх, кун йышши конкурса районта кашни ҫулах ирттереҫҫӗ, ҫапла майпа ҫитӗнекен ӑрӑва кӗнеке тӗнчине кӗрсе кайма пулӑшаҫҫӗ. Паллах, кун йышши конкурссене пӗтӗмлетнӗ чухне шкул ачисене ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу йӗркелесе панине мӗн ҫиттӗр. Хальхинче те районти тӗп вулавӑша __Шупашкар__ хулинчен ҫыравҫӑсем — __Марина Карягинӑпа__ __Елен Нарпи__ — тата __Шупашкарти__ ача-пӑча вулавӑшӗн библиотекарӗ Наталья Петроградская килсе ҫитрӗҫ. Ҫыравҫӑ ҫулне мӗнле суйласа илни, кӗнеке епле ҫырӑнни, хайлавсенчи ӗҫ-пуҫ аталанӑвӗ — йӑлтах кӑсӑклӑ ачасемшӗн. Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулни ачасемшӗн усӑллӑ пулассине библиотекарьсем те, вӗрентекенсем те аван ӑнланаҫҫӗ. Ачасем компьютерпа мар, кӗнекепе туслашни вӗсен чун тасалӑхӗшӗн чылай тухӑҫларах. Тата вулама юратакан ачара хӑйӗнче те ҫыравҫӑ пулас ӗмӗт вӑранма пултарать-ҫке. Кӗнеке ҫыракансемпе тӗл пулни вара ҫав ӗмӗте татах ҫирӗплетет кӑна.

Пирӗн литература пуласлӑхӗ — ҫамрӑксенче. Аплӑ тӑк ҫамрӑк ӑру таса чунлӑ та пысӑк пуласлӑха шанса ӳстӗр тесе пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле те пирӗн.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 13

1961
64
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
22
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть