Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пирӗн ҫӗршывра та, ҫӗршыв тулашӗнче те __Василий Иванович Чапаев__ ҫинчен илтмен-курман ҫын ҫук тесен те пӗртте йӑнӑш пулмасть пуль. Мӗн ачаранпах пӗртӑван Васильев режиссерсем ӳкернӗ «Чапаев» кинори Борис Бабочкин ытла та ӗнентерӳллӗ вылянӑ начдив сӑнарӗ кашни совет ачи умӗнче пулнӑ. Д. Фурманов ҫырнӑ «Чапаев» кӗнекене вара тӑватҫӗр хут ытла ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак кӗнекесем, паллах, сентресем ҫинче тусан ҫӑтса выртман, вӗсене вулакансен йышӗ питех те нумай пулнӑ.

Чӑн та, Чӑвашран тухнӑ палллӑ ҫынсенчен пӗри вӑл — Чапаев! Нарӑс уйӑхӗн тӑххӑрмӗшӗнче Василий Иванович ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа __Комсомольски районĕнчи|Комсомольски районӗнчи__ __Хырхĕрри|Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче викторина тата конкурссем иртрӗҫ. Унта пӗрремӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекен кашни ачан хутшӑнма май пулчӗ.

Пӗтӗмлетӳсене тума ачасемпе вӗрентекенсем пурте пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ. Чӑн малтанах истори вӗрентекенӗ Г.Белкова легендарлӑ 25-мӗш дивизи ертӳҫин кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ. Василий Иванович ӑҫта ҫуралса ӳснине еплерех майпа пӗлни ҫинчен каласа пачӗ.

Конкурса хутшӑннисем хушшинче малти вырӑнсене ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Максим Минин, саккӑрмӗш класри Диана Ятмановапа Максим Белков тухса Хисеп хучӗсене тивӗҫрӗҫ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем те аслисемпе танах хутшӑнчӗҫ, тӑваттӑмӗш класра ӑс пухакан Люба Михеевапа Кирилл Лепешкин вӗсем хушшинче чи маттуррисем пулчӗҫ. Пӗрремӗш класра вӗренекен Таня Лепешкина та пултарулӑхпа палӑрчӗ, тин ҫеҫ шкул сакки ҫине ларнӑ пулсан, аслисенчен кая юлма шутламарӗ хӗрача.

Конкурсри пӗр ыйту: паллӑ кино вӗҫӗнче Чапаев Урал шывне ишсе каҫнӑ вӑхӑтра аманса путать, ҫак саманта сире тепӗр хут ӳкерме шанса панӑ пулсан, эсир ӑна мӗнле пӗтерме сӗнӗттӗрччӗ? Ҫак ыйту хуравӗсенче ачасенчен ытларахӑшӗ паттӑра чӗрӗ-сывӑ хӑварасшӑн пулни палӑрчӗ. Чӑн та, паттӑрсем нихӑҫан та вилмеҫҫӗ. Вӗсен ячӗсем яланах асра, чӗрере!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 13

1961
64
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
22
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та