Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Етĕрне районĕнчи|Етӗрне районӗнчи__ __Пĕрçырланти|Пӗрҫырланти__ культура ҫуртӗнче «Сӑр ен» фольклор ансамблӗ 25 ҫул тултарнине анлӑн паллӑ турӗҫ. Чӑвашра ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ пулнине 1986 ҫултанпа ҫирӗплетсе пыракан ансамбле саламлама хӑнасем йышлӑн килни те паха. Вӗсенчен Етӗрне район администраци тӗп специалист-эксперчӗ Нина Долгова, районти пенсионерсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ, «Калинка» халӑх ансамбль ертӳҫи Валентин Семяхин, Чӑваш республикинчи Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Лаврентьева, фольклор ӑсти Земфира Яковлева, «Содружество» фонд ертӳҫи Михаил Кузьмин, __Пĕрçырлан ял тăрăх|Пӗрҫырлан ял тӑрӑх__ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталия Степанова тата ыттисем те чӑваш юррине аталантарса пыракан «Сӑр ене» ӑшшӑн саламларӗҫ, авалхи юрӑсене иккӗмӗш хут чӗрӗ сывлӑш вӗрсе кӗртсе пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав турӗҫ. Уяв каҫӗнче юбилярсемпе пӗрле «Илем» ансамбль те савӑк юрӑсемпе кӑмӑла уҫрӗ. Фаина Михайлова, Елизавета Неопалимская, Алевтина Соколова юрӑҫсем те ҫепӗҫ сассисемпе курма килнисене тыткӑнларӗҫ.

Ансамбль 25 ҫул хушши халӑха чӑваш юррисемпе савӑнтарни ҫак ӗҫе чунтан парӑннӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ. 25 ҫул ансамбле Ю.Т. Еремкина ертсе пырать. Юлия Тихоновна юрӑра хӑйне тупнӑ, ыттисене те ҫапла пулма вӗрентсе пырать.

Ялти артистсем концертсемпе __Пĕрçырлан|Пӗрҫырлан__, __Чурпай__, __Орапакасси__, __Палтай__, __Сарьял__, __Нагорнăй|Нагорнӑй__, __Куславкка__, __Кĕçĕн Йĕкĕтпе|Кӗҫӗн Йӗкӗтпе__ __Мăн Йĕкĕт|Мӑн Йӗкӗт__, __Мăн Шемертен|Мӑн Шемертен__, __Мăн Сĕнтĕр|Мӑн Сӗнтӗр__ тата ытти ялсенче, __Етĕрнере|Етӗрнере__, __Элĕк районĕ|Элӗкпе__ __Муркаш районĕсене|Муркаш районӗсене__, __Шупашкарта__ пулнӑ. Чулхулари чӑвашсен акатуйне 3 хут ҫитсе килнӗ, Тутар республикинчи Нурлатра иртекен чӑвашсен уявне хутшӑннӑ. Коми республикинче пурӑнакан ентешсене те хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарма тӳр килнӗ вӗсен. Тулай чӑвашӗсем вара Сӑкӑт тӑрӑхӗнчи юрӑсене итлесе йӑла-йӗркепе паллашнӑ май «Сӑр ен» артисчӗсемпе пӗрле сӑн ӳкерттерме кӑмӑллаҫҫӗ, тенкӗсене, сарӑ, пиҫиххи тӑрри, енчӗк, хырмӑлли тата ытти чӑваш тумне тытса пӑхма юратаҫҫӗ. Раиса Федоровна Анюхина, Елизавета Дмитриевнӑпа Алексей Леонидович Козловсем ансамбль йӗркеленнӗренпех Ю.Т. Еремкинапа пӗрле ҫак тӑрӑхри чӑваш юррисене шӑрантараҫҫӗ, тӗрлӗ ҫӗрте пулаҫҫӗ.

2007 ҫулта халӑх коллективӗ ята тивӗҫет «Сӑр ен». Ансамблӗн халь хӑйӗн гимнӗ те пур. И.П.Ефимов сӑввипе Н.И.Александров кӗвӗленӗ юрӑ вӑл. «Сӗм вӑрманта, ай, тил чупать», «Олӑх утти, ай, ука мар», «Ҫил армань ҫунатти», «Сиксе вӗрет сӑмавар», «Эй, савнӑ тусӑм, ӑҫта каян» тата ытти юрӑсене ҫамрӑклатаҫҫӗ сӑренсем. Н.И.Александров, И.В.Любимов композиторсемпе пӗрле ӗҫлеҫҫӗ.

Пӗрҫырлан ял администрацинче ӗҫлекенсем, И.В.Федоров, З.А.Семенова, Т.Е.Дергачева культура ӗҫченӗсем, районти культура пайӗн тӗп специалисчӗ Н.А.Долгова, Палтайри чиркӳре ӗҫлекен Владимир атте фольклор ушкӑнӗпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑ та ансамбле нумай вӑхӑт хушши ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыма пулӑшать.

25 ҫул хушшинче мӗн чухлӗ юрра тепӗр хут чӗртсе тӑратнӑ-ши ҫак ансамбль? Шутласа та пӗтереймӗн. Тата ҫавӑн чухлӗ юрра халӑх умне кӑлармалла пултӑр сирӗн, — ҫапла сӗнчӗҫ коллектива юбилей каҫӗнче. Мӗнех, аван сӗнӳ. Ансамбле ҫамрӑксем хутшӑнса пынине шута илсен вӑл пурнӑҫланмаллах.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ака, 30

1909
115
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
110
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
95
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та