Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ|И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ__ студентсене пӗлӳ парас енӗпе ӗҫленисӗр пуҫне ӑслӑлӑхра вӑй хуракан ҫӗнӗ кадрсене туптас енӗпе те тимлет. Ҫак енӗпе университетра ҫулленех Диссертаци Канашӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, __В.Г. Родионов__ профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ертсе пыракан Диссертаци Канашӗ филологсене кандидат тата доктор ӗҫӗсене хӳтӗлетерессине тухӑҫлӑ пурнӑҫласа пырать.

Ҫак кунсенче тухтӑр ӗҫне ӑнӑҫлӑ ҫырса пӗтерсе М.Р. Федотов ячӗпе хисепленекен Тухӑҫ тата чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗ кафедрин докторанчӗ Алена Михайловна Иванова хӳтӗлеве тухрӗ. Унӑн ӗҫӗ «Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнчи морфосинтаксис ыйтӑвне танлаштаруллӑ-шайлаштаруллӑ тӗпчесси» (выр. ~~«Сравнительно-сопоставительное исследование проблем морфосинтаксиса в чувашском языкознании»~~) ятлӑ.

Алена Михайловна ку темӑпа чылай ҫул хушши ӗҫлет ӗнтӗ, тӗрлӗ журналсенче вуншар статья пичетлеме ӗлкӗрнӗ. Пултаруллӑ та хастар ҫамрӑк тӗпчевҫе __Тутарстан__, __Пушкăртстан|Пушкӑртстан__, Якут республикисенчи ӑслайсем те аван пӗлеҫҫӗ. Акӑлчан, нимӗҫ, тутар, пушкӑрт чӗлхисене ӑнланакан А.М. Ивановӑн диссертацийӗ, __Н.И. Ашмарин__ традицийӗсене аталантарса ҫырнӑскер, питӗ кӑсӑклӑ та пуян тӗпчев ӗҫӗ пулнине палӑртрӗҫ хӳтӗлеври шурсухалсем.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 13

1961
64
Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2003
22
Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем