Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нумаях пулмасть __Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче|Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче__ иртнӗ конференцире асӑннӑ институтӑн, ҫавӑн пекех К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн, «Сувар» фондӑн тата __Чăваш Енри|Чӑваш Енри__ таврапӗлӳҫӗсен союзӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Ен территорийӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсене тӗпчес тата ҫӗнӗрен калӑплас ыйтӑва хускатрӗҫ.

Ҫакна палӑртса хӑварам: тухса калаҫакансем яланхи пек хут ҫине ҫырса хатӗрленине вуласа памарӗҫ, хӑйсен пуҫӗнче, чунӗнче пуррине уҫҫӑн пӗлтерчӗҫ.

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн директорӗ __Виталий Иванов__ Василий Николаев академикӑн чӑваш халӑхӗ пуҫланса кайнине тӗпченин паллӑрах уйрӑмлӑхӗсем пирки чарӑнса тӑчӗ. Виталий Петрович хӑй те, унпа юнашар вӑй хунӑскер, Василий Васильевичӑн ӗҫ мелне лайӑх пӗлнӗ. Ӑсчах комплекслӑ тӗпчеве, чӑваш пурнӑҫӗнчи «пушӑ вырӑнсене» «тултарас» меле тӗпе хунӑ-мӗн. Ҫав «тултармӑша» — халӑх кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ материала — кунта ҫеҫ мар, тӗнче архивӗсенче шыранӑ. Унти пуян документсемпе паллашнӑ май ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне ҫитсе тухнӑ: чӑваш халӑхӗ пин-пин ҫул каяллах пулнӑ, вӑл пуян, вӑрӑм кун-ҫуллӑ. Ӗмӗрсен хушшинче халӑх улшӑнма пултарнӑ, анчах та тӗшши — чунри, шалти — упранса юлнӑ.

«Сувар» фонд директорӗ Владимир Иванов-Алмантай тӗпчевҫӗ 2007-2008 ҫулсенче республикӑра, __Тутарстанра__ тата Чулхула облаҫӗнче ӑслӑлӑх экспедицийӗ ирттернӗ. Мӗне тӗпе хурса ӗҫленӗ-ха? Асӑннӑ территорисенче араб графикипе ҫырнӑ юпасене тупса палӑртнӑ, унта мӗн ҫырнине вуланӑ. Ҫапла тума ҫак ӗҫе пӗлекен тутар чӗлхеҫине Д.Мухаметшина явӑҫтарнӑ. Чылай юпа-палӑка хӗвел паллипе илемлетнине асӑрханӑ. Хӗвел — пӑлхар-сувар-чӑваш палли. Тутарсем — мӑсӑльмансем — ҫурма уйӑхпа (ислам тӗнӗн символӗ) усӑ курнӑ.

Владимир Николаевич палӑртнӑ тӑрӑх — унашкал юпасем республикӑн кӑнтӑр пайӗнче ытларах, ҫапах та __Элĕк районĕ|Элӗк__, __Шупашкар районĕ|Шупашкар__ районӗсенче, Чулхула облаҫӗнче те ҫук мар. Палӑксем ҫине чӑвашла-тутарла хутӑштарса ҫырни те пулнӑ, таса чӑвашла хайлани те. Экспедицие хутшӑннисем тепӗр чух Д.Мухаметшин каласа ҫитерейменнине те туйнӑ. Апла, чӑваш кун-ҫулӗнче «уҫман ҫерем» татах пур-ха.

Тӗпчев ӗҫӗсене тӗпе хурса Владимир Алмантай кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче тӑван ялӗнчи — __Елчĕк районĕнчи|Елчӗк районӗнчи__ __Хĕрлĕçырти|Хӗрлӗҫырти__ — авалхи (XVII ӗмӗрти) масар вырӑнӗнче пулнӑ сувар-пӑлхар палӑкӗсене ҫӗнӗрен ӑсталаса лартнӑ. Ун пирки «Хыпарта» ҫырнӑччӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи пайӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫченӗ Евгений Михайлов республикӑра сувар-пӑлхар палӑкӗсене тупса тӗпчесси пирки тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Ҫак ӗҫе 200 ҫул каялла пуҫӑннӑ-мӗн. __Аслă Таяпа|Аслӑ Таяпа__ хулашӗ пирки пуҫласа 150 ҫул каялла ҫырнӑ. Малтанхи тӗпчевҫӗсем, ӑсчах шухӑшӗпе, пирӗн палӑк-хулашсене «ватӑлтарни» сисӗннӗ. «Тӗрӗссипе, — тет Евгений Михайлов, — вӗсем XIV ӗмӗрте, __Аслă Пăлхар патшалăхне|Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне__ аркатнӑ хыҫҫӑн, ҫӗкленнӗ пулӗ. Республикӑн кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫ пайӗнчи, ҫавӑн пекех __Шупашкар__ тӑрӑхӗнчи масарсем ҫинчи юпасем ҫине ҫырнисем чӑвашсен пӗр пайӗ XVII-XVIII ӗмӗрсенче мӑсӑльман тӗнӗпе пурӑннине ҫирӗплетеҫҫӗ».

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ __Юрий Ювенальев__ Чӑваш Енри музей ӗҫне аталантарассин ыйтӑвӗсене хускатрӗ. Музейре экспозици хатӗрленӗ чухне истори экспоначӗсемпе тимлӗ ӗҫлемеллине, археологи пуянлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курмаллине палӑртрӗ. «Шел те, ытларах чухне вӗсем пирӗн витринӑсем ҫинче мар, музейсен путвалӗнче выртаҫҫӗ-ха», — терӗ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ __Николай Балтаев__ __Аслă Таяпа|Аслӑ Таяпа__ хулашӗ, «Чувашия» санатори территорийӗнчи скульптурӑсем пирки чарӑнса тӑчӗ.

Ӗмӗрсен чиккинче юпа юхӑмӗ аталанма пуҫланине нумайӑшӗ ас тӑвать ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑталла __Елчĕк районĕнчи|Елчӗк районӗнчи__ Аслӑ Таяпа ҫывӑхӗнче, ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла Аслӑ Таяпа хулаш пулнӑ вырӑнта, ас тӑвӑм палӑкӗсем ҫӗкленсе ларнӑ. Малтан Сувар паттӑр кӗтсе илме тытӑннӑччӗ, каярах хапха туса лартнӑ. Халӗ районти историпе таврапӗлӳ музей ӗҫченӗсем унта экскурсисем те ирттереҫҫӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнчи ачасем хӑйсен несӗлӗсен кун-ҫулне начар мар пӗлеҫҫӗ темелле.

Халӑх историне юпа культури урлӑ кӑтартса парассине «Чувашия» санатори ертӳҫисем те ырласа йышӑннӑ. Николай Балтаев пуҫарӑвӗпе 10 ҫулта 130 ытла скульптура «ӳссе» ларнӑ. Ҫак ӗҫе нумай ӳнерҫӗ хутшӑнать. Кашни вырсарни кун паркра экскурси иртет.

ЧР тавра пӗлӳҫисен ертӳҫине Эдуард Бахмисова __Тикеш__ хулашне упраса аталантарасси тахҫантанпах канӑҫсӑрлантарать. Хальхинче те ҫав ыйтӑва, чун-чӗрине ыраттараканнине, хускатрӗ.

Ҫӗр-шыври ҫар-истори енӗпе ӗҫлекен «Реконструкци» клубсен фестивалӗ те иртнӗ унта хӑй вӑхӑтӗнче. Ун чухне хулашра ҫав тапхӑрти тумпа, апат-ҫимӗҫпе, «хӗҫ-пӑшалпа» усӑ курнӑ, вучах чӗртнӗ, «ҫапӑҫусем» ирттернӗ. Ку - ҫамрӑксен шайӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫ тейӗпӗр.

Вырӑнти ертӳҫӗсем, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем ҫаврӑнӑҫусӑррине акӑ мӗнле тӗслӗхсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Кунти ҫулпа иртсе ҫӳрекенсене шута илме нимӗнле паллӑ та ҫук-мӗн. Хулашӑн проекчӗ те, ӑна ҫӗнетмелли план та ҫук. Мӗн тума пулать-ши? Район е ял тӑрӑхӗн шайӗпе ЧР Президенчӗн грантне ҫӗнсе илме проект тӑратмалла. Хулаш йӗри-тавра йывӑҫсем лартмалла.

**Надежда Смирнова**

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй