Agabazar // 1483.21.1896
2022.05.27 09:23 | |
Вулакан // 3553.26.4142
2022.05.27 09:23 | |
Ах,мăнтарăн пĕлÿ тĕнчи?! Мĕн чухлĕ пăтрашуллă шухăш сараççĕ Юхма йышши тарăн пĕлÿсĕр çыравçăсем,хăйне историк текенсем! | |
Agabazar // 1483.21.1896
2022.05.27 09:40 | |
Цитата (С. Хамидуллин): << башкирское племя буляр, которое соотносится с «землей Булар», упоминаемой венгерской хроникой «Gesta Hungarorum» и ал-Гарнати (XII в.) в составе Волжской Болгарии.>> (Ну кунта Хамидуллин кăштах арпаштарнă, анчах пÿрнепе тĕллесе кăтартни вырăнлах)
Ал-Гарнати чăннипе кăшт урăхларах каланă теес пулать. Хамидуллин кăтартнă пек çеç мар. Çавăн пекех вырăсла википедири БУЛЯР статьяна пăхăр: «В восточных и западных средневековых источниках под билерами подразумеваются волжские булгары. Например, биларами называет булгар Абу-ль-Фида, билерами — Плано Карпини и т. д. Согласно венгерскому Анониму, bileres — являются выходцами из Волжской Булгарии, а по сообщению Notariy Bela, около 970 году в Венгрию (Паннонию) пришла группа волжских булгар-мусульман во главе с братьями Билла и Боксу, а несколько позже на Дунай переселилась другая группа bileres под начальством Хасана. По Н. И. Ашмарину, в китайских источниках столица волжских булгар упоминалась под именем Buliarh.» https://ru.wikipedia.org/wiki/Буляр | |
Agabazar // 1483.21.1896
2022.05.27 09:49 | |
Ал-Гарнати пăлхар тата пÿлер пирки мĕн каланине ак çак çăлкуçа пăхса пĕлме пулать:
Путешествие Абу Хамида ал-Гарнати в Восточную и Центральную Европу (1131-1153)» , М., 1971 — с.30-31 Ал-Гарнати кĕнекинчи цитата ак çапла: <<... А смысл слова булгар — ученый человек... А ученый у них называется балар, поэтому назвали эту страну «Балар», смысл этого — «ученый человек», и арабизировали это, и стали говорить «Булгар». Это прочитал я в «Истории Булгара», переписанной булгарским кадием, который был из учеников 80 Абу-л-Масали Джувейни 81, да помилует его Аллах.>> | |
Agabazar // 3868.27.1765
2022.05.28 09:29 | |
Ал-Гарнати каланă çак сăмаха (кунта унăн вырăсла куçарăвĕ) Геннадий Фёдорович Юмарт чăвашла куçарнă. Кама кирлĕ — çавă куçарăва тупса унпа паллашма пултарать.
Куçару патне панă комментарире Юмарт юлташ Ал-Гарнати сĕннĕ этимологие тиркет. Мĕншĕн тесен малтан çапах та «пăлхар» тени пулнă, вăл «араблатнă» япала мар. Кайран çеç пăлхар сăмах пăлар (пÿлер) тенине куçса кайнă. Анчах та ку самант кунта нимех те пĕлтермест. Чи кирли — ун вăхăтĕнче пÿлер евĕрлĕ сăмах пуррине Ал-Гарнати палăртни. Вăл сăмах пуррине палăртаканни вăл çеç те мар. Палăртакансем татах та пулнă. | |
Эрĕм // 2202.97.2877
2022.05.28 13:01 | |
Атăлçи Пăлхарăн малтан тĕп хули Пăлхар пулнă, çавăнпа пуль пурне те "пăлхар" тенĕ. Каярах тĕп хула - Пÿлер(Биляр) пулнă, çавăнпа пурне те çав вăхăтра "пÿлерсем" тенĕ...
| |
Agabazar // 3528.11.1279
2022.05.28 16:50 | |
Çапла вара, Атăлçи Пăлхар çыннисем хăйсене «пăлхарсем» мар, «пÿлерсем» тенĕ.
Анчах та «пÿлер» тени те маларах «пăлхар» тенинченех тухса кайнă. Атăлçи Пăлхарăн малтан тĕп хули Пăлхар пулнă, çавăнпа пуль пурне те "пăлхар" тенĕ. Каярах тĕп хула - Пÿлер(Биляр) пулнă, çавăнпа пурне те çав вăхăтра "пÿлерсем" тенĕ...Чăххи малтан пулнă-и, çăмарти малтан пулнă-и? Халăхĕ мĕн ятлă пулнине кура хулине çав ятлă тунă. Тепĕр майлă мар. | |
Евразиец // 3753.90.6577
2022.05.29 11:57 | |
Agabazar, чăвашăн тепĕр майлăта аван пулать, тата аванрахта пулать. |
Википедире:
Биләр — тутарла
Билярск — вырăсла
Пӧлер — улăх çармăсла.
Хăшĕ кунта пĕрремĕшли, хăшĕ унтан тухса пыраканни?
Атăлçи Пăлхарти халăх, юлашкирех тапхăрсенче, хăйсене пăлхарсем темен. Хăйсене вĕсем пÿлерсем тенĕ.
Çапла вара, пÿлер тени пăлхар тенинчен тухнă теес пулать.