Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Красноармейски-Ҫӗрпӳ

Аçтахар Плотников14.05.2007 21:155507 хут пӑхнӑ
Ку фотосессине эпӗ икӗ эрне маларах кайса килесшӗнчӗ. Анчах та ҫанталӑкӗ май памарӗ. Пӗр кунхине ирхи тӑрсан мана ҫумӑр кӗтсе илчӗ, кайран юрӗ те хӑйне кӑтартса илес терӗ /ҫӑвах эпӗ вӑл кун Туҫа ялне ҫитсе куртӑмах/... Тепӗр кунхине вара ирхине тӑрса утас килмерӗ.
Хальхинче вара, пӗрре шутласа хунӑ япалана пурнӑҫласах терӗм /ҫанталӑк прогнозӗпе ҫумӑр ҫӑвать тесе хӑратрӗҫ пулин те.../. Тӗрӗссипе каласан, шӑматкун 4 сехет ҫурӑра вӑраннӑ чухне ҫӗр йӗпеччӗ — ҫумӑр ҫуса кайнӑ.
5 сехет ҫурӑ тӗлне автовокзала ҫитрӗм те Красноармейскине ҫитмешкӗн билет туянтӑм. Вокзалта /сӑмах май каласан ӑна ҫӗнетнӗ, билет сутмалли чӳречисене лайӑхлатнӑ/ иртенпех халӑх нумай... кам яла, кам дачӑсене васкать. Вырӑс чӗлхи ытларах янратчӗ... Дачниксем ытларах пулнӑ май ӗнтӗ тесе шутларӑм.
Ултӑ сехет ҫурӑра эпӗ Юманлӑх /Дубовка/ чарӑнӑвӗнче тухрӑм та фотосессине пуҫларӑм. Эх! Епле илемлӗ чӑваш ҫӗрӗ-шывӗ! Таҫта та кайӑк-кӗшӗк чӗвӗлтетни ҫеҫ илтӗнет. Ир енне машинсем сахал пирки пӗтӗм тӗнче вӗсен аллинче! /Чулхулара кайӑк чӗвӗлтетнине ирхине анчах илтме пулать. Чӗвӗлтетнине те сайра хутра ҫеҫ илтӗн... Кӑнтӑрла вара пӗтӗм машин шӑв-шавӗ ҫех/.
Юманлӑха ӳкернӗ хыҫҫӑн Ӳсӗк /Исаково/ ялӗ еннеле уттартӑм. Ӳкерсе пынӑ вӑхӑтра мана пуҫламӑш классенче вӗренекен ача утса иртсе кайрӗ. Метеор пекех вӑшлатса кайрӗ... Улт сехет ҫурӑра Ӳсӗк ялӗнчи шкула васкать! Эпӗ ун ҫулӗсенче ку вӑхӑтра вӑраннӑ кӑна :) Утнӑ май кивӗ ҫӑва айӑккипе иртсе кайрӑм пулас. Унта ҫӑва малтан вырнаҫни ҫинчен йӑмрасем тата темиҫе сыхланса юлнӑ вил тӑпри ҫеҫ пӗлтерчӗ.
Ӳсӗк ялӗ мана пылчӑкпа, тата кӑтӗве кӑларакан ҫынсемпе кӗтсе илчӗ. Шкул автобусӗ ачасене шкула илсе ҫитермешкӗн тухса кайрӗ... Кӗҫӗн Шетмӗ ӑшшӑн кӗтсе илчӗ... Ӳсӗк ялӗ хитре вырӑнта вырнаҫнӑ! Пӗр мусор купи ҫеҫ ку ӳкерчӗке илемсӗрлетрӗ...
Ялтан тухнӑ чухне Кӑмакал (Кумагалы) ялӗнчи шкул ачисем тӗл пулчӗҫ. Мана «Здрасте» тесе иртсе кайрӗҫ. Мӗнле сӑпайлӑ ачасем тесе юлтӑм вара. Ӳсӗк ялӗнчен кӑш иртсен ӑна темиҫе хут аякран ӳкертӗм те Кӑмакала ҫул тытрӑм. Вӑл Кӗҫӗн Шетмӗ хӗрринчех вырнаҫнӑ. Кӑмакал ялӗ пӗчӗк /пӗр урам кӑна/, пуян ҫынсем сахал — ытти ялсенче капӑр ҫуртсем нумай вырнаҫнӑ пулсан, кунта вӗсем ҫуккипе пӗрех. Ытларах енӗпе йывӑҫ ҫуртсем лараҫҫӗ. Ӳсӗк ялӗпе танлаштарсан — самай чухӑнрах ял курӑнать. Анчах унта та хитре вырӑнсем тупӑнчӗҫ — Шетмӗ хӗрри, йӑмрасем... ерешленӗ хапхасем.
Очакассине /Очкасы/ утас темерӗм, инҫетрен ӳкертӗм те Пшонкӑ /Пшонги/ ялӗ еннелле утрӑм. Мана хирӗҫ Пшонкӑ ялӗнчи хӗрерӑм тата лашана ҫавӑтнӑ икӗ арҫын пулчӗҫ.
Пшонкӑна утнӑ май Улатимӗре шӑнкаравларӑм, эпӗ ҫула тухни ҫинчен пӗлтертӗм. Анчах та, вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, паян шкулта 9 сехетчен анчах пулать иккен. Ун хыҫҫӑн Шупашкара каяҫҫӗ. Шупашкартан вара 17 сехет тӗлне ҫеҫ таврӑнма тӳр килет терӗ. Ман вара кунта вӑхӑчӗ 8 сехет тӗлне ҫеҫ ҫитсе пыратчӗ. Сехет хушшинче Михайловкӑна нимӗнле те ҫитеймӗп...
Пшонкӑ ялӗнче мана пылчӑкпа кӗтсе илчӗ. Ҫу вӑхӑчӗ ҫитсе пырать, вӗсен урамӗнче вара халӗ те атӑсӑр тухаймӑн. Аран-аран ял витӗр йӑраланса тухрӑм. Ялта ҫӑлкуҫсем питӗ ҫиелте пулас — ҫавӑнпа та урам халӗ те типмен. Кашни килӗнче канав чавнӑ — вӗсем тӑрӑх шыв юхать. Сӑмах май каласан, Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче те ҫаплах — ҫуркунне, е ҫумӑр сунӑ хыҫҫӑн яла кӗреймӗнччӗ. Апла эпӗ ача чухнеччӗ, халӗ епле — пӗлместӗп.
Пшонкӑ ялӗнчен тухсан Вутлан /Вотланы/ еннеле утас терӗм, анчах ман ҫула пӗве пӳлсе лартрӗ. Карттӑ ҫинче вӑл ҫуккӑччӗ. Ман ҫул ҫинче вӑл пур пирки ирӗксӗр ӑна айӑккинчен иртсе кайма киврӗ. Пӗр ҫамрӑк қӗтӳҫ ҫул ҫинче пулчӗ, унран ҫулӗ ӑҫтан лайӑххине ыйтрӑм та вӑл мана ҫыран хӗррипе утма сӗнчӗ: «Берег хӗррипе» терӗ.
Ҫапла вара пӗве хӗррипе ҫаврӑнса Хусакасси /Хозакасы/ ялне ҫитрӗм. Вутлана ҫитес вырӑнне. Малтан Вутлана ҫитесех терӗм. Анчах та утрӑм-утрӑм... ялӗ пӗрре те ҫывхармасть. Аякран ӳкертӗм те Хусакасси еннелле уттартӑм. Ҫул ҫинче Красноармейски салине ӳкерсе тӑнӑ вӑхӑтра «Газель» чарӑнчӗ. Водителӗ мана салана ӳкерме памарӗ, хӑйне ӳкерттерчӗ...
Хусакасси ман асра икӗ карчӑкпа анчах юлчӗ. Пӗр кил умӗнче лартчӗҫ те вӗсемпе кӑштах калаҫрӑм. Ытлашши манран ан ыйтччӗр тесе вӗсен ялӗ мана питӗ хитре тесе калани пирки каларӑм. Ҫавна пула ӳкерме килтӗм те ӗнтӗ терӗм. Капла калани вӗсене килӗшрӗ пулас. Аякрах та мар пӗчӗк ача вылятчӗ. Эпӗ ыйтсан вӑл чӑвашла пелет терӗҫ. Эпӗ вара малалла утрӑм. Ӳҫкасси /Юськасси/ еннелле.
Ӳҫкасси мана виҫӗ пӳтекпе кӗтсе илчӗ. Эх, эпӗ ухмахскер, ӑна та тавҫӑрса илеймен иккен — килте сӑнӳкерчӗксене пӑхнӑ вӑхӑтра ҫеҫ курӑнчӗ — путеккисен канрисем ҫыхӑнса ларнӑ иккен... Хитре выртатчӗҫ те эпӗ вӗсене ӳкерсе илес терӗм. Анчах пӗри сиксе тӑчӗ...
Ӳҫкасси ялӗнче вара пӳрчӗсем питӗ илемлӗ. Ӗҫчен те пуян чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Пӗр кинемейпе калаҫрӑм та ялта лавкка ҫуккине пӗлтерчӗ, лавккисем Именкасси /Именево/ ялӗнче вырнаҫнӑ иккен. Кашни кун ҫӗт майри сӗт илме килет иккен. Сӗт илме килнӗ чухне хӑйӗнпе пӗрле япаласем илсе килет — вӗсене ял ҫыннисене сутать.
Эпӗ вара ҫул ыйтнӑ хыҫҫӑн Именкасси еннеле утрӑм. Именкасси еннелле Ҫавал урлӑ кӗпер хывнӑ /ӑна кинемей каскӑч терӗ/. Кӗпер урлӑ каҫасси пӗр хуйхӑ анчах пулчӗ. Маларах мана шыв тӑракан ҫаран кӗтсе илчӗ. Именкасси еннеле аран-аран каҫрӑм. Каштах йӗпентӗм те пулас...
Яла ӳқернӗ хыҫҫӑн каялла Ӳҫкассине ҫул тытрӑм. Ун витӗр эпӗ Чӑрӑшкассине тухасшӑнччӗ. Каялла та ҫав ҫаран хыҫҫӑн утма тиврӗ. Эх... Манран малта пӗр хӗрерӑм ҫӑмӑллӑн утнине курсан ун хыҫҫӑн утрӑм. Эх, ухмах! Ара хӗрарӑмӗ атӑпа-ҫке! Эпӗ вара крассовкипе ҫеҫ! Ҫапла вара урапа йӗпелсе ҫаран урлӑ каҫма тиврӗ — вӑл хӗрерӑм хыҫҫӑн каяс тесе...
Ӳҫкасси урлӑ тухнӑ хуҫҫӑн Чӑрӑшкасси (Чиршкасы) еннеле утрӑм. Ҫул ҫинче ача тӗл пулчӗ. Хула ачи пулчӗ пулас. Эпӗ чӑвашла мӗн ыйтнине ӑнланчӗ пулас та мана вырӑсла хуравларӗ. Кайран вара хӑйӗн велосипечӗпе Ӳҫкасси еннелле кайрӗ. Чӑрӑшкасси ялне эпӗ вара кӗрмерӗм — унсӑрах, тӑвайккинчен, ялӗ питӗ илемлӗ курӑнать. Хырӗсем, чӑрӑшӗсем вара йӗри-таврара вырнаҫнӑ — питӗ илемлӗ.
Чӑрӑшкассинчен вара ҫул тӑрӑх Аслӑ Тивӗш (Большие Тиуши) енне уттартӑм. Ҫул ҫинче мана хирӗҫ ҫынсем тӗл пулчӗҫ, хӑйсен ялӗнчи ҫын пек мана сывлӑх сунчӗҫ. Сӑмах май каласан ку фотосессинче пур ҫӗрте те ҫынсем мана ҫапла кӗтсе илчӗҫ. Ытти фотосессисенче апла марччӗ. Ку мана питӗ хытӑ савӑнтарчӗ.
Вӑрман урлӑ тухсан эпӗ Ҫавал енне ҫул тытрӑм — унта Кӑҫӗн Шетмӗ Ҫавала юхса кӗнӗ вырӑна ӳкерме кайрӑм.
Аслӑ Тивӗш те чаплӑ ял. Хитре ял. Пӗр урампа утнӑ вӑхӑтра мана хирӗҫ ыйтӑ сиксе тухрӗ та ҫула улӑштарма тиврӗ — тепер урам тӑрӑх уттартӑм. Вӑл урам вӗҫне утса тухсан фельдшер пункчӗ патне тухрӑм. Ӳкерес терӗм те, пӑхатӑп, ун умӗнче арҫын выртать. Ӳсӗр. Фельдшер пункчӗнчен пӗр хӗрарӑм хӑйӗн ачипе тухрӗ... эпӗ вара пӗве хӗррипе лавкка еннелле утрӑм. Мана хирӗҫ ӗҫкеленӗ арҫынсемпе пӗр хӗрарӑм пулчӗҫ. Ман алӑра фотоаппарата курсан арҫыннисем хӑйсене ӳкерме сӗнчӗҫ. Ӳкертӗм. Хӑйсем ӗҫнӗ пирки, мана ӑна каҫарма хушрӗҫ.
— Эсӗ ан ҫиллен, — терӗҫ, — эпир кунта ӗҫкеленӗ. Юрать-и?
— Юрать, — терӗм эпӗ. — Куртӑм. Тӑваттӑмӑшӗ унта йӑваланса выртнине куртӑм.
— Ӑна та ӳкертӗн-и вара?
— Ҫапла, — суйрӑм, — ӳкертӗм.
— Вара ӑна та кӑларатӑн-и?
— Аха. «Фельдшер пункчӗ умӗнче йӑваланакан арҫын» тесе.
Ҫапла вара эпӗ лавккана кайрӑм. Унта тата сутӑҫи вырӑс пулас... Эпӗ мӗн каланине ӑнланчӗ пулин те чӑвашла калаҫасшӑн пулмарӗ — вырӑсла анчах сӑмах чӗнчӗ. Лавккаран тухрӑм та пӗве леш анче, фельдшер пункчӗ енче, хӗрарӑм кӑшкӑрашни илтӗнчӗ: «Эсӗ мӗн кунта выртан?» — ҫухӑрать леш хӗрарӑмӗ пулас... Ыттине лайӑх илтеймерӗм. Ара, намӑсланччӑрах, тен, эрех ӗҫме пӑрахӗҫ. Тата ҫакан пек уяр ҫанталӑкра менле вара эрех ӗҫме пулать?
Эпӗ вара Кӗҫӗн Тивӗш /Малые Тиуши/ енне ҫул тытрӑм. Кунти ҫула вара юсаҫҫӗ иккен, ҫӗнӗрен сараҫҫӗ /асфальт ҫулӗ Мӑн Тивӗше ҫити ҫеҫ ҫитет/. Кӗҫӗн Тивӗшре те мана сывлӑх сунса кӗтсе илчӗ. Уйрӑмах пӗр арҫын ачи.
Пер виҫ-тӑватӑ кадр тунӑ хыҫҫӑн каллех Мӑн Тивӗш енне утрӑм — Ҫавал урлӑ каскӑчӗ /кӗперӗ/ ун ҫывӑхӗнче анчах терӗҫ — ман вара Ҫавалхӗрри Кӑнаша /Нижние Кунаши/ ҫитмелле. Кӗперӗ патне ҫитме пуҫланӑ ҫӗре ҫумӑр ӳккелеме пуҫларӗ. Эх, мӗн-ма кӑштах тӑхтаймарӗ-ха ӗнтӗ? Кӑнаша вара ҫумӑр айӗнче ӳкермелле пулчӗ. Кунаш ҫыннисем мана килӗшрӗҫ. Ҫумӑр ҫӑвать — вӗсем ҫавах пахчара ана пусаҫҫӗ. Маттур! Вӗсен лавккинчи сутӑҫи те чӑвашла калаҫать :)
Кунаша иртсен Улатимӗр патне каллех шӑнкаравларӑм. Пӗр-ик сехетрен Ҫерпӳне ҫитетӗп терӗ. Эпӗ вара ҫул хӗррипе Михайловкӑна уттартӑм. Маларах Тутар Кӑнашӗпе Тимӗрчкасси ялӗсем витӗр те тухасшӑнчӗ. Пӗр-ик сехет хушшинче Ҫӗрпӳне ҫитмелле пирки, тата ҫумӑр ҫунӑ пирки ҫул тӑрӑх тӳррӗн Михайловкӑна утрӑм.
Михайловкӑна ҫите пуҫласан ҫынсем вырӑслана пуҫларӗҫ. Чӑвашла калаҫни сахаланма пуҫларӗ. Михайловкӑран иртсен вара — пачах та вырӑс чӗлхи анчах янрама пуҫларӗ.
Молодежный, Рынкӑ сали урлӑ тухса вара Ҫӗрпӳне ҫитрӗм. Ку юлашки пая аран-аран утса тухрӑм — йӗпенсе кайрӑм, урасем ырата пуҫларӗҫ... Утнӑ май пӗр водитель мана шеллерӗ пулас, чарӑнчӗ — тав ӑна. Анчах ман вӑхӑта тӑсмалла пирки эпӗ килӗшмерӗм, ҫуранах уттартӑм.

Халӗ ман архивра пӗтӗмӗшле 5,6 Gb калӑпӑшлӑ сӑнӳкерчӗксем выртаҫҫӗ. 293 сӑнӳкерчӗк.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2007.05.14 22:02
Аçтахар Плотников
Эх... RAW конвертор ĕçлеме пăрахнă темшĕн... Те Фотошопа çĕнĕрен лартмалла. Те урăх конвертора усă курмалла.
2007.05.15 00:54
тусăмсем пĕлеççĕ
Кăсăкланса, хавасланса пĕтĕмпех вуларăм. Чаплă. Вуланă хыççăн хам унта пулнă пекех туятăп. Эсĕ талантлă çыравçă, Админ. Çакна пĕлтĕн-и?
2007.05.15 08:37
Аçтахар Плотников
Эпĕ хитре çырма пĕлместĕп. :(
Сувар С. // 7303.7.3248
2007.05.17 05:58
Эп те вуласа тухрăм. Сăмах ăсталăхĕ пур! Тав.
Эс темиçе хут усăкурна сас паллине

қ

хÿрепе,
қĕтӳç , Яла ӳқернĕ... Ма?

Кăсăк самант:
...хирĕç ыйтă сиксе тухрĕ ...
Chavash та @=пыйта теть,йыта мар. Е тĕрĕс мар , е юри. :)
Мана килешеть. :)
2007.05.17 09:01
Аçтахар Плотников

қ

— опечатка. Ман раскладкă /тĕрĕс: раскладка/ çинче тата хăш-пĕр саспаллисем пур /Alt урлă ĕçлеççĕ/ — эпĕ вĕсене ытти чĕлхесенчи текстсене кĕртмешкĕн усă куратăп. Сăмахран этимологи словарне кĕртнĕ чухне час-часах вĕсем кирлĕ пулаççĕ. Опечатки вара — хăвăр пичетленĕрен. Вĕсем вырăнне К пулмалла, ахальли.
"...хирĕç ыйтă сиксе тухрĕ ..." — кунта йытă сиксе тухрĕ таха, пыйти мар :) Пытăсем сиксе туха пуçласан!!! Пĕтрĕ вара! Вара леш юмахри пек ( http://yumah.ru/e/d0add181d180d0b5d0bb2028d18ed0bcd0b0d18529 )çынсене вĕсемпе хăратасси çĕç юлать :) //пыйтă — вошь, вши. Собака — йытă, Щенок — анчăк, йытă çури
Анонимла // 7303.7.3248
2007.05.17 09:49
Куна та "пыйтă тире" вуласа тухрăм.
Мĕн пĕр çын пĕлет, никам та пĕлмеç. Мĕн пĕлеç иккĕ çын , сысна та пĕлет. Ма пĕтĕм яла калаçмалаче тире пирки? :)
Сутăнчăк çынсам ялан тупăнаççĕ. :(

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем