Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ»

Аçтахар Плотников10.07.2016 21:156396 хут пӑхнӑ

Иртнӗ вырсарникун, утӑн 3-мӗшӗнче, «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче «Хавал» уйлӑх (лагерь) ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те унта ҫитсе курчӗ, уйлӑха йӗркелекен Александр Блиновпа калаҫу йӗркелерӗ.

 

— Кӑҫал «Хавал» уйлӑх ҫиччӗмӗш хут пухӑнчӗ, ҫапла-и?

— Ҫапла.

— Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан мӗнле ҫӗнӗлӗхсем тата уйрӑмлӑхсем пур?

— Пӗтӗмӗшле илсен ҫавах ӗнтӗ. Анчах ман шутпа лекцисем пахалӑх енчен илсен лайӑхрах. Кӑҫал чӑн та кунта хӑйне евӗрлӗ университет пулса иртет. Ҫавӑнпа эпир кӑҫал футболкӑсем те турӑмӑр — вӗсем ҫине «Хавал — чӑвашлӑх университечӗ» ҫыртӑмӑр. Чӑнах та эпир нумай вӗренетпӗр, кунта интереслӗ хӑнасем пыраҫҫӗ. Сӑмах май, енчен те пирӗн хӑна чӑвашла пӗлет пулсан унӑн лекцийӗ чӑвашла иртет. Ыттисем валли эпир ӑна вырӑсла куҫарса паратпӑр. Пурте кунта вырӑсла ӑнлансан та лекцие чӑвашла ирттерни пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ — эпир хӑнасене те чӑвашла интереслӗ темӑсемпе калаҫма хӑнӑхтаратпӑр (хӑйсен специальноҫӗсемпе калаҫма), ҫав вӑхӑтрах эпир хамӑра та ҫӗнӗ терминологине хӑнӑхтаратпӑр. Пирӗн мӗнле йывӑрлӑхсем? Ҫынсем терминологине пӗлмеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем мӗн калаҫҫӗ? «Ой, айтӑр-ха кӑна вырӑсла сӳтсе яватпӑр, эпир чӑвашла ун пек терминологи пӗлместпӗр вӗт!» — теҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑнӑхтармалла. Хӑнӑхмалла пирӗн.

Тата мӗн ҫӗнни пулма пултарать? Вӗрентӳ енне илсен халь интенсивлӑ вӗрентетпӗр. Пирӗн вӗрентекенсем те кашни ҫулах хастарланса пыраҫҫӗ.

— Пурӗ чӑваш чӗлхине мӗн чухлӗ вӗренеҫҫӗ?

— Ирхине сехет ҫурӑ, каҫхине — пӗр сехет. Мӗн пурӗ вара кунне икӗ сехет ҫурӑ. Тата эпир нумай мероприятисене те чӑвашла ирттеретпӗр.

— Хавал ҫиччӗмӗш хут иртет. Кашни ҫул чӑвашла вӗренеҫҫӗ. Вӗсем чӑвашла вӗренсе ҫитеҫҫӗ-и? Кунти вӗрентӳ пулӑшать-и?

— Пирӗн кунта тӗп тӗллевӗ чӑваш чӗлхине вӗрентсе ҫитересси мар ӗнтӗ. Пӗр эрне хушшинче ҫавах вӗренеймӗн. Тем тусан та. Кунта эпир вӗсене ытларах чӗлхепе, культурӑпа тата историпе интереслентеретпӗр. Тата ман шутпа «Хавал» вӑл хӑйне евӗрлӗ платформа: кунта эпир чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫынсене пуҫтаратпӑр; ҫӗнӗ проектсем шутласа кӑларма тӑрӑшатпӑр; пӗр-пӗринпе паллашатпӑр.

— Кӑҫалхи программӑна пӑхатӑп та — кунта «Улах» текенни пур.

— Эпир унта культура енӗпе фильмсем пӑхатпӑр, кайран сӳтсе яватпӑр. Сӑмахран чӑвашсем ӗлӗк туйсем мӗнле ирттернӗ, хальхи вӑхӑтра мӗнле тума пулать. Юрӑ юрлатпӑр. Ҫапла май каҫхине пуҫтарӑнса улах пек япала ирттеретпӗр.

— «Хавал» уйлӑха ирттернӗ май ытти пӗрлӗхсемпе хутшӑнатӑр-и? Пӗрле ӗҫлетӗр-и? Ҫыхӑну тытатӑр-и?

— Ҫыхӑну тытатпӑр, паллах. Анчах пулӑшу пире нумаях кирлӗ мар. Пӗрремӗшӗ вӑл вырӑн тупасси. Тата программа йӗркелесси. Программа пирки каласан вӑл питӗ уҫӑ. Камӑн хутшӑнас килет — эпир вӗсем валли вӑхӑт уйӑрма пултаратпӑр. Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ. Анчах вӑл пирӗн вӑрҫӑнмалли вырӑн мар — кунта ӑслӑ та интеллигентлӑ калаҫу площадки. Калаҫу та ахальли пулмалла мар, ун хыҫҫӑн мӗнле те пулин результат юлмалла.

— Кӑҫалхи уйлӑха миҫе ҫын хутшӑнать?

— Хальлӗхе пӗтӗмӗшле шутласан, ватти-вӗттине шута илмесен, пӗр аллӑ ҫынна ҫитнӗ. Хӑшӗ-пӗри пӗр-икӗ куна пырать, ыттисем эрнипех пурӑнаҫҫӗ. Тата ҫитейменнисем нумай. Ытларах ӗнтӗ эрнекунпа шӑматкун килмелле, вӑл кунсенче пӗр 10-15 ҫын килессине пӗлтерчӗҫ.

— Ҫулсерен ҫынсен йышӗ ӳсет е чакать?

— Юлашки виҫӗ ҫулта ӳсмен тесе каламалла пуль. Мана та, йӗркелӳҫӗ пулнӑран, ытлашши нумай ҫын пулсан вӑл йывӑрлатать. Пирӗн тӗллев ытларах ҫын пуҫтарасси мар, результат тӑвасси. Ман шутпа ҫакӑ пӗлтерӗшлӗрех.

— Кӑҫал килнӗ ҫӗнӗ ҫынсем пур-и?

— Паллах пур. Сахал мар вӗсем. Шел те, хӑшӗ-пӗри тӗрлӗ сӑлтава пула килеймерӗ. Анчах хутшӑнас кӑмӑллисем нумай, пур. Ҫынсен йышӗ ӳсменнинче нимӗн япӑххи те ҫук. Вӑл пирӗн аталану пӗтнине пӗлтермест. Пурпӗрех ҫӗнӗ форматсем пуҫланаҫҫӗ. Ку йӗркеллӗ япала.

— Ҫак уйлӑх формачӗ тӗппипе илсен йӗркеленсе ҫитнӗ тейӗпӗр. Мӗнле те пулин ҫӗнӗлӗхсем кӗртес шухӑшсем ҫук-и?

— Шухӑшсем питӗ нумай. Хальхине илес пулсан эпӗ ӑна вӑхӑтлӑ формат тесе шутлатӑп. Пӗрремӗш уйлӑха ирттернӗ чухне ман ӑна уҫӑ площадка евӗр хатӗрлес килчӗ — тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан хастар ҫынсене пухса. Малашнехи формата ҫапла куратӑп та. Унта тӗрлӗ ҫынсем пулччӑр — юрӑ юрлакансем те, мультфильм хатӗрлекенсем те, дизайнерсем те, чӑваш чӗлхине ҫӗнӗ меслетпе вӗрентме пултаракансем те. Площадка пӗр ик-виҫ кунлӑх тӑсӑлмалла. Ҫав формата йӗркелесен вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗччӗ. Шел те тӗрлӗ енпе ӗҫлекенсем пӗр-пӗринпе сахал хутшӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, дизайнерсем юрӑҫсемпе пӗр-пӗринпе калаҫмалли пӗр тема тупаймаҫҫӗ.

— Тен, юрӑҫсене дизайнерсем кирлех те мар?

— Пӗр пӗрине эпир питӗ кирлӗ. Пирӗн тӗнче ҫав териех пысӑках мар. Пирӗн чӑвашлӑх тӗнчи пӗчӗккӗ. Пире пуласлӑха пӗр пек курни питӗ-питӗ кирлӗ.

— Тавах калаҫушӑн.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем