Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Фермер ультрамарафонра епле çĕнтерме пултарнă?

Софья Савнеш04.05.2015 21:48887 хут пӑхнӑ

1983 çулта Австралири 61 çулти фермер Клифф Янг Уэстфилдри ультрамарафона хутшăннă. Супермарафон дистанцийĕ 875 çухрăмпа танлашнă. Стартпа финиш Австралире, Мельбурнра тата Сиднейра пулнă.

Унта яланах тенĕ пекех тĕнче шайĕнчи çăмăл атлетсем хутшăнаççĕ. Вĕсем кун валли ятарлă тренировка ирттереççĕ, вĕсене паллă брендсем спонсор пулăшăвĕ параççĕ.

Клифф Янг чупма тытăниччен прессăна интервью панă. Вăл унта сурăхсене хăваланăран икĕ-виçĕ талăк çывăрманни пирки пĕлтернĕ. Фермер майĕпен чупнă, малтанах ыттисенчен юлса пынă. Анчах вăл кашни талăкра ултă сехет çывăрма чарăнман. Çапла майпа вăл ыттисене хăваласа çитнĕ, иртсе те кайнă. Финиша чи пĕрремĕш, чылай маларах, çитнĕ. Клифф Янг каярахпа çакна пĕлтернĕ: вăл чупнă вăхăтра тăвăл тухиччен сурăхсене пуçтарса çÿренине куç умне кăларнă-мĕн.

Клифф Янг тупăшăва 5 кун та 15 сехет те 4 минут кăтартупа çĕнтернĕ. Вăл ытти ăмăртусен кăтартăвĕсене те лайăхлатнă: 2 талăк маларах çитнĕ вăл. Ăна укçан парса хавхалантарнă. Анчах вăл унта парнешĕн чупман-мĕн.

Клифф Янг вегетарианец пулнă. Сверхмарафонра çĕнтернĕ хыççăн вăл хăйĕнчен 39 çул кĕçĕнрех Мэри Хоуэлла качча илнĕ. Анчах вĕсем 5 çултан уйрăлнă. Клифф Янг 2003 çулта усал шыççа пула çĕре кĕнĕ. 81 çул пурăннă вăл.

 
Orphus

Радио (25.02.2017)

18:20
 
Ялтан яла (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Юрă вăчăри (12+)
19:20
 
Уйăхпи юмахĕсем (6+)
20:00
 
Каçхи микс (12+)
21:00
 
Каçхи микс (12+)
22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru