Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2144866 хут пӑхнӑ

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3506.95.5386
2015.05.22 18:48
Agabazar
<<Пуйăс, тухтăр, лавкка, хаçат - чĕлхемĕрте майлашăннă варварисăмсем.>>

Майлашăннă хыççăн вĕсем варваризм пулма пăрахнă, ытти сăмахсемпе пĕр рете ларнă.

bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.22 20:41
Эпӗ ӑнланимарӑм. Акасапар хӑта вара "Майлашăннă хыççăн варваризм пулма пăрахнă" сӑмахсемпе килӗшет-ши? Килӗшет пулсан сирн Šyravşăпа ҫӗнӗрен сӑмахсем кашне кунах ҫуратма май пур. Акасапар Каланӑ-закон, вӑл каламан-вне закона.
Agabazar // 3506.95.5386
2015.05.22 20:56
Agabazar
<<ҫӗнӗрен сӑмахсем кашне кунах ҫуратма май пур.>>

Май пур, анчах çынсен пурнăçĕнче (калаçăвĕнче, çырăвĕнче) çук пулсан, вĕсен хакĕ ноль

Тепĕр тесен, варваризм та мăйракаллă шуйттан мар. Вăл та сăмахах.
Ют Ҫын // 1608.67.7452
2015.05.23 11:55
Agabazar капла калани-" Тепĕр тесен, варваризм та мăйракаллă шуйттан мар. Вăл та сăмахах."-бор каланӑ сӑмахсене ҫирӗплетет-"Акасапар Каланӑ-закон, вӑл каламан-вне закона". Эпӗ те ҫапла шутлатӑп. Agabazar саккунлӑ парламентарий в одном лице. Ӑна памалла всю полноту власти на территориях компактного расселения чувашей.Вӑт пулат тӑк пулат йӗрке.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.23 13:40
Акасапар хӑта, а эсӗ хирӗҫ марччӗ-и ха, пуплеместӗнччӗ-и вырӑссен,акӑлчансен,французссен сӑмахӗсене чӑвашлатса илемлетсе чӑваш сӑмахлӑхне кӗртме хирӗҫ? Паян мӗн пулчӗ пач улшӑнса кайрӑн?Кам тӑна кӗртрӗ, ахӑртнех Шыравҫӑ?
Agabazar // 4112.98.9922
2015.05.23 17:00
Agabazar
Мĕн ячĕшĕн янрашса тăратăр ĕнтĕ кунта?
Тĕрĕссипе вĕт сире пурте хуткупăс! Сирĕншĕн чăннипе вырăс чĕлхисĕр пуçне урăх ним те кирлĕ мар!

Кунта та ав, сайтра, чăвашлăхран мăшкăлласа юри апла-капла ("вырăсла-чăвашла") çăрса калаçатăр. Çапла хăтланни норма пек курăнтăр тесе те хĕрĕнетĕр. Хăвăрăн пĕтĕм пуплев сирĕн тулли "варваризм". Тепĕр хут калатăп:

...Май пур, анчах çынсен пурнăçĕнче (калаçăвĕнче, çырăвĕнче) çук пулсан, вĕсен хакĕ

ноль

Ют Ҫын // 3509.29.3189
2015.05.23 22:12
Ӑнланмалла,Agabazar варваризмпа калаҫат пулсан пӗтӗмпех йӗркеллӗ. Ыттисем калаҫсан-ноль. Ку позици пӗтӗмпех Agabazar позиципе килӗӳллӗн.
Victor // 4461.9.7955
2015.05.24 12:58
Victor
МШпа, кунти хăш пĕр этемсем хăйсем варвăр пулнине кура варварисăм сăмахран вăтанаççĕ.
Вĕсем валли питĕ лайăх çĕнĕ варварисăм пур - "неадекватнăй".

Agabazar варваризмпа калаҫат пулсан пӗтӗмпех йӗркеллӗ. Ыттисем калаҫсан-ноль. Ку позици пӗтӗмпех Agabazar позиципе килӗӳллӗн.
Кун пек логиккăна пуçпа ăнланма май çук, унсăр пуçне турри хасине тыттартăр - суйеçтерсе калаçнăшăн, çын çăварне каламан шухăш чикнĕшĕн. :)
Agabazar // 3395.0.1286
2015.05.24 15:20
Agabazar
Хама хам цитатăлатăп:

<<Хăвăрăн пĕтĕм пуплев сирĕн тулли "варваризм".>>

Тĕрĕссипе, паллă ĕнтĕ, хутăш çăрса калаçнине (бор пек!) варваризм мар, макаронизм теççĕ. Варваризм вăл чĕлхене, апла пулсан словарьсене те, кĕртнĕ саккунлă сăмах. Вăл ытти сăмахсенчен адаптациленменнипе çеç уйрăлса тăрать. <<Тулли "варваризм">> тени кунта шăпах макаронизма пĕлтерет.
Ют Ҫын // 3989.20.7605
2015.05.25 05:53
"варваризм",макаронизм Аслă Атилĕх вăрçи темӑпа ҫыхӑнман вӗт ман шутпа? Мӗн нушталанса ларатӑр?

Страницӑсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем