Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Варнава «Хыпар» хаҫата килсе кайни халӑх куҫӗпе

Аçтахар Плотников18.12.2014 11:0913086 хут пӑхнӑ

«Хыпар» издательство ҫуртне ҫак кунсенче Варнава килсе кайнӑ тет. Ку пулӑма сайтҫӑсем епле хакланине уйрӑммӑн илсе кӑтартас терӗм (орфографие упраса хӑварнӑ):

 

Bor1959:
Паян,Конституци кунӗнче,Туркай хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнчен Леонтьев Алюшӑн шӑрши-маршине кӑларса ямашкӑн аш Варнавӑна чӗннӗ. "Таса" атте ҫутатса парать пӳлӗме, Хыпар вара аталанса каять. Паллах,ҫутатнӑ хыҫҫӑн Шӑрттан, Вӑлча,Кӑлпасси тата темтепӗр. Кӗтмелли нумай юлмарӗ ХЫПАР вӗҫсе хӑпарассине. Акасапар хӑта, кунҫул уттинчен юлмалла мар, Туркайпа хутшӑнмалла-Туркая пулӑшмалла!

 

Атила:
Васпӑти-васпӑти. Хыпар православи хаҫачӗ пулса каяссинчен Аслӑ Киремет хӑтартӑр пире.

 

Асар:
Никольский портречӗ вырӑнне ку Ҫерҫи Варнава сӑнне ҫакса ан хутӑрах тетпӗр эпир редакцире

 

Vyacheslavna:
Варнава редакцине килнинче ним япӑххи те курмастӑп. Хам та йывӑр чухне чуна тасатма чиркӗве каятӑп.Хамӑн та пачӑшкӑ ӗҫе килсен кабинета тасаттармалла-ха, усал-тӗсел ман ҫул ҫинчен тасалтӑр, кӗвӗҫ чунлӑ ҫынсем мана ан чӑрмантарччӑр.

 

Agabazar:
<<Варнава редакцине килнинче ним япӑххи те курмастӑп.>>

Маншӑн та пурпӗрех. Хуть те Константинопольри Патриарха Варфоломее чӗнсе илтӗр.

 

Bor1959:
Тинех куртӑм паян телевиденипе Туркайпа Варнава мӗнле редакцинче саркаланнине.Акасапар килӗштереть кун пек утӑмсене,редакцинчи клерксем-килӗштереҫҫӗ.Патшалӑх тахҫанах чиркӳпе пӗрле.Апла пулсан мӗн хумхантаратпӑр сывлӑша?

 

Тимук:
Хыпар хаҫата православи тӗнӗ ҫӗнӗ хӑват парасса иккӗленместпӗр. Чӑваш халӑхӗ Христос Турӑ чури! Ҫавӑнпа та Туркай Хыпара Христос пек чӗртсе тӑратма килчӗ! Аллилуя! Мухтав Турра! Мухтав пире ҫӑлакана — Туркая!! Редакцире ӗҫлекенсем эпир пурте пуҫ ҫапатпӑр ырӑ малашлӑха шанса! Пире ҫӑлакан вӑхӑтра килчӗ! Аллилуя!
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2014.12.18 21:13
Аçтахар Плотников
Такам. Ананимлă, логинпа-электронлă адреспа çырман.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.19 10:00
Туркая ăнланма пулать.Киремет тивĕçĕсене туса пыраканни çуккипе вăл,паллах,таса аттене тĕрлĕ шăршă маршăна хÿтерсе яма илсе пынă хăйĕн кабинетне,редакцине.Ĕненет çын-ăна тыткăнлама пултаракан хура чунсенчен тасалмалла.Тата çармăс вăрманĕнчен илсе килмелле пулнă тĕрлĕ "карчăк-кĕрчĕке".
Иван // 4117.51.7078
2014.12.19 10:31
Бор, санăн сарказм питĕ çÿхе, пурте ăнланĕç-ши? Ма Хв. Мадурова илсе килмен, Микихвер мăчавара? Варнава чăваша юратманнине пурте пĕлетпĕр-çке
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.19 11:29
Иван хăта!Эп Туркай патне никама та илсе килме шутламан,шутламастăп та!Мадуров Туркай патне каймасан та пултарать,Микихвер чирлĕ,аран уткалать.Манăн сарказм пур тесе те каламастăп,эпĕ пурте ăнланма пултарияç тесе те шанмастăп.Редакцинче нумайăшĕ Туркая е Леонтьева хирĕç пулсан,мĕншĕн-ха вĕсем хăйсен позицине уççăн каламаççĕ?Ĕç вырăнĕ çухатасран хăраççĕ им?
Иван // 4117.51.7078
2014.12.19 12:11
Леонтьевне каланă уççăнах, вăл тавăрман. Ку вара...
Agabazar // 1417.90.5094
2014.12.19 13:50
Agabazar
Константинопольри Варфоломей Патриарха илсе килмеллле пулнă...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.19 14:50
Акасапар хăта,эсĕ мĕншĕн туркая кун пек канаш памарăн? Паян та кая мар, халь Туркай Мускава пресс-конференцие кайса килнĕ,вăхăт чылай. Тепĕр церемони туса ирттерĕр!
Алексей, Шупашкар // 4186.57.1361
2014.12.19 22:58
Вăт çĕленсем пекех чашкараççĕ кĕвĕç чунсем. Тургай çăмрăк, хастар, пултаруллă. Ма ыра сунас мар?!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.20 10:43
Алекçей хăта!Эпĕ ырă сунатăп вĕт-ха,ĕçлесе пăхтăр тетĕп.ПИАР пахчи анчах тумалла мар хаçатран,тар юхтарса ĕçлетĕр Туркай енчен кун пек ĕçлеме хăнăхнă пулсан,команди пулсан тата пултариять пулсан.Ĕçлесси вăл çÿллĕ кабинетсем тăрăх çÿресси мар вĕт.Тепĕр тесен,Хыпар анса ларнă тĕпне çитиччен.Туркайăн лачакаран туртса кăларма командăна мобилизовать(военнăй термин) тумалла та тар кăларма пуçламалла.
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.20 10:55
Пирĕн турăсем пулăшчăр Туркая сăваплă ĕçре.Туркай пултарасса ним иккĕленмесĕр шанса тăрать чăваш халăхĕ.

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем