Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Варнава «Хыпар» хаҫата килсе кайни халӑх куҫӗпе

Аçтахар Плотников18.12.2014 11:0913090 хут пӑхнӑ

«Хыпар» издательство ҫуртне ҫак кунсенче Варнава килсе кайнӑ тет. Ку пулӑма сайтҫӑсем епле хакланине уйрӑммӑн илсе кӑтартас терӗм (орфографие упраса хӑварнӑ):

 

Bor1959:
Паян,Конституци кунӗнче,Туркай хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнчен Леонтьев Алюшӑн шӑрши-маршине кӑларса ямашкӑн аш Варнавӑна чӗннӗ. "Таса" атте ҫутатса парать пӳлӗме, Хыпар вара аталанса каять. Паллах,ҫутатнӑ хыҫҫӑн Шӑрттан, Вӑлча,Кӑлпасси тата темтепӗр. Кӗтмелли нумай юлмарӗ ХЫПАР вӗҫсе хӑпарассине. Акасапар хӑта, кунҫул уттинчен юлмалла мар, Туркайпа хутшӑнмалла-Туркая пулӑшмалла!

 

Атила:
Васпӑти-васпӑти. Хыпар православи хаҫачӗ пулса каяссинчен Аслӑ Киремет хӑтартӑр пире.

 

Асар:
Никольский портречӗ вырӑнне ку Ҫерҫи Варнава сӑнне ҫакса ан хутӑрах тетпӗр эпир редакцире

 

Vyacheslavna:
Варнава редакцине килнинче ним япӑххи те курмастӑп. Хам та йывӑр чухне чуна тасатма чиркӗве каятӑп.Хамӑн та пачӑшкӑ ӗҫе килсен кабинета тасаттармалла-ха, усал-тӗсел ман ҫул ҫинчен тасалтӑр, кӗвӗҫ чунлӑ ҫынсем мана ан чӑрмантарччӑр.

 

Agabazar:
<<Варнава редакцине килнинче ним япӑххи те курмастӑп.>>

Маншӑн та пурпӗрех. Хуть те Константинопольри Патриарха Варфоломее чӗнсе илтӗр.

 

Bor1959:
Тинех куртӑм паян телевиденипе Туркайпа Варнава мӗнле редакцинче саркаланнине.Акасапар килӗштереть кун пек утӑмсене,редакцинчи клерксем-килӗштереҫҫӗ.Патшалӑх тахҫанах чиркӳпе пӗрле.Апла пулсан мӗн хумхантаратпӑр сывлӑша?

 

Тимук:
Хыпар хаҫата православи тӗнӗ ҫӗнӗ хӑват парасса иккӗленместпӗр. Чӑваш халӑхӗ Христос Турӑ чури! Ҫавӑнпа та Туркай Хыпара Христос пек чӗртсе тӑратма килчӗ! Аллилуя! Мухтав Турра! Мухтав пире ҫӑлакана — Туркая!! Редакцире ӗҫлекенсем эпир пурте пуҫ ҫапатпӑр ырӑ малашлӑха шанса! Пире ҫӑлакан вӑхӑтра килчӗ! Аллилуя!
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3620.10.2717
2014.12.22 16:48
Agabazar
Пĕлет кушак аçи кам хăймине çинине!...
Якур // 2093.1.5846
2014.12.22 18:05
Акапасар пичче чăвашсене пĕрлештермелли çинчен манса пырать иккен.Темле Варфоломейсене туртса кăларать. А хăй ни Киремете,ни Варфоломея та ĕненместь.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.22 20:01
Акасапар хăта, вула-ха!:"С приходом на «АвтоВАЗ» Бу Андерсон провел ряд реформ.В том числе он к началу декабря 2014 года перевел весь служебный автопарк топ-менеджеров завода на автомобили отечественного производства.Импортные авто распроданы"-вăт кама пуççапмалла.Аттун Тимĕр хăта Немцов Борис лаборанта пуç çапать.Кунта Борис близко не родня!
Agabazar // 2182.50.4332
2014.12.22 22:21
Agabazar
Эп хайхи çавăн пек Хăмпи ятлă пĕр çынна пĕлеттĕмччĕ.
Пĕçернĕ чăх çăмартисене шурататчĕ те пĕрерĕн-пĕрерĕн чăмламасăрах çатса яратчĕ. Ахăртнех, хур çăмартипе те çаплах тума пултаратчĕ пуль. Хăмпи çавăн пекчĕ вăл. Хут çинчи ячĕ — Варфоломей.
Якур // 3743.26.9711
2014.12.22 22:50
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентурӳ пур
Agabazar // 2182.50.4332
2014.12.23 00:17
Agabazar
Çапла çав Якур, Хăмпи Патриарха кÿрентерме юрамасть! Хăвăрах хакла ларать!
Якур // 1200.76.4259
2014.12.23 07:30
Пит кулăшла-акапасар пиччене каçса кайсах çырма юрать,Якура,паллах,шухăшлама та юрамасть иккен.
Agabazar // 3474.92.4753
2014.12.23 12:35
Agabazar
Хăмписем çинчен мĕн шухăшламалли пур! Çăварне хур çăмарти хыпаймасть теесшĕн-и? Хыпаять, хам курнă!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.23 16:34
Акасапар ухмаха персе Хăмпи çинчен çырать, пуласлăх çукрах пек туйăнать кун пек ухмаха персен.
Agabazar // 7012.9.3218
2014.12.23 17:31
Agabazar
I Варфоломей , Константинополь Патриархĕ.

Варфоломей ятлă çынна чăвашсем Хăмпи теççĕ. Николай Микулай пулса тăнă пек. Феокла — Хĕветле. Владимир — Тимĕр. Тата ытти те.

bor1959 // 1039.8.4424 2014-12-23 16:34: <<...туйăнать...>>

Туйăнать пулсан сăхсăхмалла.

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем