Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Темӗн тӗрлӗ йывӑҫ та пур...

Софья Савнеш14.12.2014 13:104014 хут пӑхнӑ

Тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗлӗнмелле йывӑҫем ӳсеҫҫӗ иккен.

10. Кӗленче евӗр йывӑҫ Намибире ӳсет. Вӑл Ҫӗр ҫинчи чи хӑрушшисенчен пӗри. Унӑн кӑштах кӑна сӗткенӗ те питӗ наркӑмӑшлӑ. Тахҫан бушменсем ӑна ухӑ вӗҫне сӗрсе усӑ курнӑ. Ята йывӑҫ калӑпӑшне кура панӑ. Вӑл ытларах чухне Намибири пушхирсенче ӳсет. Унӑн чечекӗ кӗрен е шурӑ тӗслӗ.

9. Вована йывӑҫ, унчченхи Секвойя, - АПШри Йосемит наци паркӗнче. Вӑл ӳкнӗ хыҫҫӑн ӑна туннель тунӑ. 1881 ҫулта йывӑҫра шӑтӑк тунӑ, ҫавӑнтанпа вӑл туристсене илӗртме тытӑннӑ. Вована 1869 ҫулта юр нумаййине пула ӳкнӗ. Вӑл 2300 ҫулта тесе шухӑшлаҫҫӗ.

8. Мадагаскарта Баобаб ӳсет. Вӗсем 1000 ытла ҫулта. Баобаба ҫухалма пуҫланӑ тӗс йышне кӗртнӗ. Чылайӑшӗ 80 метр ҫӳлӗш ӳсет, вулли 25 метр сарлакӑш пулаять. Мӑнтӑрланнӑ вулли шыв ҫӑлкуҫӗ шутланать. Вӑл уйрӑмах типӗ ҫулталӑкра меллӗ. Ҫак йывӑҫ 24 сехетлӗхе ҫеҫ чечеке ларать.

7. Камбоджӑра Бомбакс йывӑҫа курма пулать. Анчах пур ҫӗрте те мар. Йывӑҫ тымарӗсем ӗлӗкхи храма явса илнӗ, хӑй йывӑҫӗ вара питӗ ҫӳллӗ ӳсет. Храма ЮНЕСКО списокне кӗртнӗ.

6. Калифорнири Гиперион тӗнчери чи ҫӳллӗ йывӑҫ шутланать. Вӗсем 1200-1800 ҫула яхӑн пурӑнаҫҫӗ. Вӑл 115,5 метр таран ҫӳллӗ ӳсет, диаметрӗ – 9 метр. Анчах йывӑҫӑн 95% касса пӗтернӗ. Халӗ вӗсене сыхлаҫҫӗ.

5. Персик пальмин ҫӗршывӗ - Коста-Рика тата Никарагуа. Анчах вӑл Тӗп тата Кӑнтӑр Америкӑра та ӳсет. Пальма вулли хура йӗплӗ. Вӑл 20 метра яхӑн ӳсет, ҫулҫи – 3 метр. Америкӑра пурӑннӑ ҫынсем унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ. Тӗрӗссипе, унпа халӗ те сӑйланаҫҫӗ.

4. Хӗвелтухӑҫ Польшӑра кукӑр вӑрман ӳсет. Хӑшӗ-пӗри вӗсене ҫын авнӑ тесе шухӑшлать. Теприсем вӗсене ятарласа сӗтел-пукан, кимӗсем валли ӳстернӗ тесе калаҫҫӗ. Апла-и, капла-и – Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче хуҫи ҫак вырӑнтан тарнӑ. Халӗ ку вӑрман – чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш, вӑрттӑнлӑх.

3. Баобаб Санлэнд Кӑнтӑр Африкӑра ӳсет. Вӑл хупах пулса тӑнӑ. Вулли хӑвӑл, 1993 ҫулта унта хупах туса хунӑ. Унта 15-20 ҫын кӗме пултарать. Ҫак тӑрӑхра вӑл чи ҫӳллӗ, чи сарлака йывӑҫ. Тата – тӗнчери чи ватти. Вӑл 6000 ытла ҫулта.

2. Бурмис Канадӑра ӳсет. Тӗлӗнмелле те – вӑл 1970-мӗш ҫулсенчех вилнӗ, анчах халӗ те ҫӗрмест. Вӑл 600-700 ҫулта пулнӑ. 1998 ҫулта йывӑҫа ҫил ӳкернӗ, анчах ҫынсем ӑна каялла тӑратса лартнӑ. Темиҫе ҫултан вандалсем туратне хуҫнӑ, ҫынсем каллех каялла ҫыпӑҫтарнӑ. Кунта ҫынсем сӑн ӳкерӗнме кӑмӑллаҫҫӗ.

1. Пурнӑҫ йывӑҫӗ (Бахрейн) 400 ҫулта. Вӑл пушхирте ӳсет, таврара нимӗн те ҫук. Ун ҫывӑхӗнче шыв та курӑнмасть. Тымарӗ питӗ аялалла кайнӑ, ҫапла майпа шыв илет ахӑртнех. Ку вырӑна туристсем кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫулсерен 50000 ҫын килет. Вырӑнти халӑх кунта Ҫӑтмах сачӗ пулнӑ тесе шухӑшлать. Йывӑҫа ЮНЕСКО сыхлать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 18:42
Agabazar
Бутылкăлла йывăçа "кĕленче йывăçĕ" темелле мар пуль ĕнтĕ.

Кĕленче савăт тем тĕрлĕ формăллă та пултарать. Вĕсенчен кашнинех "бутылка" теме çук.
Сÿленкке йывăçĕ. http://termin.chv.su/term/2155.html
Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 18:42
Agabazar
ЙЫВĂÇСЕМ

Йывăç йышĕ кашнине
Илентерĕ хăй патне.

Ялсенче ÿсет йăмра,
Çирĕк йывăç — çырмара.

Хурăн, ăвăс е йĕлме —
Пурте кирлĕ этеме.

Пархатарĕ пур çăкан,
Унăн чапĕ авалтан.

Чăрăш, хурама, тирек —
Пирĕн кÿршĕ ĕмĕрех.

Хисепре лаштра юман —
Чухăн унсăрăн вăрман.

.....................
Ах, йывăçăмсем, сире
Эпĕ юратрăм сĕре!
Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 18:16
Agabazar
Иринук юлташ!
Мĕнле-ха вăл çавăн пек: пĕр-пĕр тема кунта "акса" хăваратăр та, хăвăр таçта таратăр? :-)

Ну юрĕ, çывхарса килекеннипе (мĕн иккенне хăвăр пĕлетĕр) саламлатăп!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем