Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: Чӑвашла калаҫасси «Хаклӑ юлташсем» тенинчен пуҫланса унпах вӗҫленет-ши?

Таисия Ташней23.11.2014 13:4124271 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Краснодарти Куҫару бюровӗн сайтӗнчи ҫак информаципе паллашма тӳр килчӗ. Унта чӑваш чӗлхипе паллаштаракан справка илсе кӑтартнӑ. Унта епле ҫырнипе килӗшекенсем те, килӗшменнисем те пулӗҫ-тӗр. Акӑ епле ҫырнӑ унта (кӗскетсе куҫартӑм):

«Чӑваш чӗлхи – чӑвашсен чӗлхи, тӗрӗк чӗлхе тытӑмӗнче пӑлхарпа хасар ушкӑнне кӗрет, ҫак ушкӑнри чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр чӗлхе.

Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, ҫавӑн пекех Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенчи хӑш-пӗр облаҫре, крайра, республикӑра сарӑлнӑ.Чӑваш Республикинче вӑл вырӑс чӗлхипе тан патшалӑх чӗлхи шутланать.

Чӑвашла калаҫакансем – 1,3 миллиона яхӑн ҫын (ку вӑл 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх), ҫав вӑхӑтрах этнос чӑвашсен шучӗ асӑннӑ ҫырав 1 миллион та 637 пинпе танлашнине палӑртнӑ. Ҫак йышран 55 проценчӗ Чӑваш Республикинче пурӑнать. Вӑйлах уйрӑлса тӑман икӗ диалект пур: анатрисем (у-па калаҫаканнисем) республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пурӑнаҫҫӗ тата турисем (о-па калаҫаканнисем) – ҫурҫӗр районсенче, тепӗр майлӑ каласан, Атӑл юханшывӗн ҫывӑхӗнче.

Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин тӗнчин инҫӗшӗнче вырнаҫнӑ, «пӗтӗмӗшле тӗрӗк стандартӗнчен» чылай уйрӑлса тӑрать. Чӑваш чӗлхин фонетикинче тӗрӗк чӗлхинчи З тата Ш саспаллисем вырӑнне Р тата Л калаҫҫӗ. Юлашки сыпӑка та уҫӑмлӑрах палӑртаҫҫӗ .Сӑмахри ударени тури чӑвашсен тӗрлӗ вырӑна лекет, ҫавна литература чӗлхине йӗркеленӗ чух тӗпе хунӑ. Грамматика уйрӑмлӑхӗн шутне тӗрӗк чӗлхинчи тӗрлӗ фонетика варианчӗллӗ -ЛАР нумай хисеп аффиксӗ вырӑнне –СЕМ усӑ курни кӗрет. Кунсӑр пуҫне глаголсен, падежсен, кӑтартуллӑ местоименисен никӗсӗ тӗрӗк чӗлхинчипе пӗр килмест. Чӑваш чӗлхин фонетикинче, грамматикинче, лексикинче ытти тӗрӗк чӗлхисем витӗм кӳни сисӗнет. Чи малтанах – тутар чӗлхин (анатри диалектра), ҫавӑн пекех монгол, финн-угр (мари тата удмурт), иран тата вырӑс чӗлхисен. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен ик чӗлхелӗхӗ анлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра (1989 ҫулхи ҫырав чӑвашсен 88 проценчӗ чӑвашла ирӗклӗн калаҫнине кӑтартса панӑ) вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсем вырӑссен фонетика сӗмне упраса хӑварса кӗрсе пыраҫҫӗ.

Чӑваш литература чӗлхи анатри диалект ҫинче никӗсленнӗ. Литература чӗлхин йӗркеленӗвӗнче И.Я. Яколвев тата вӑл ертсе пыракан Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ (XIX ӗмӗр вӗҫӗ) пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш чӗлхине шкулта предмет евӗр вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне рсепубликӑри хӑш-пӗр аслӑ шкулта икӗ семестр вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче чӑваш чӗлхипе радио тата телевещани ҫукпа пӗрех, анчах чӑвашла периодика кӑларӑмӗсем кун ҫути кураҫҫӗ. Чӗлхене усӑ крумалли сфера питӗ ансӑр. Пӗтӗм хута вырӑсла кӑна ҫыраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе яллӑ вырӑнта ытларах йӑлара кӑна усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсенчен чылайӑшӗшӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи пулса тӑрать. Чӑваш Ен правительствин политики обществӑра чӑваш чӗлхине сахалтарах усӑ куртарас, чӑвашсене пӗтӗмпех вырӑслантарах тӗллевлӗ. Пӗр правительство сайтне те, шкул е район сайчӗсене те чӑвашла тытса пымаҫҫӗ. Элтепер тата правительство пайташӗсем тухса калаҫни «Хаклӑ юлташсем» дежурнӑй фразӑран пуҫланать та чӑвашла калаҫасси ҫакӑнпа вӗҫленет. Тухса ҫӳремелли вырӑнсенче е аслисене чӗнме «господин, госпожа» вырӑс сӑмахӗсен аналогӗсем ҫук. Шупашкарта илтекен чӑваш чӗлхи литература чӗлхинчен уйрӑлса тӑрать, вирьялсене ҫывӑхрах-тӑр, вӑл вырӑс сӑмахӗсемпе хутӑшнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Якур // 1281.57.8824
2014.12.15 00:54
Аре,Эрхипĕн халăхăн е конгресăн пурлăхне сутма юранă-иха? Эрхип вĕт чăвашлăхшăн юн юхтарнă тесе ĕнентерме хăтланаççĕ те мана, анчах тенкĕн-тенкĕн пуçтарнă укçана йăкăртни вăл сутăнни пулать пуль?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.15 09:34
Енчен те Акасапар халăх пурлăхне салатас тесе сăтăрла ĕçсем тунă пулсан-ăна явап тыттырмалла, Енчен те Бор халăх пурлăхне салатас тесе сăтăрла ĕçсем тунă пулсан-ăна явап тыттырмалла ... . Кунта нимĕнле вăрттăнлăх та,курайманлăх та çук.
Эль // 4117.51.7078
2014.12.15 11:07
Ытла та çăмăллăн çакатпăр ярлăксем, ытла та çăмăллăн. Элекпеле хĕнетпĕр йăхташах. Тĕшши çук хăмăлăн:
Çакна чухласчĕ чи малтан, тăванăмçăм,ентеш,
Апла тăк çиллÿне чарсамччĕ, ан эрлеш,
Çиччĕ шутла та - пĕрре кас эс, ан васка,
Васкакансем сикеççĕ тет вакка...
Хыпар-х // 4117.51.7078
2014.12.15 11:51
Туркай "Хыпара" Варнавăна чĕнсе илсе тасаттарнă хыççăн кашни ялта чиркÿ ларттарас пропаганда пуçланать ак.
Agabazar // 3434.7.3599
2014.12.15 12:25
Agabazar

"Тăшмансене —саккун, Туссене — мĕн кирли пурте!" ©

Атила // 3913.58.4645
2014.12.15 16:26
Тăшмансене шырамалла мар,Акапасар.Халăх шучĕпе тата чăваш темипе витĕнекен "паразитсене" тăрă шыв çине кăлармалла.Бор тĕрĕс калать.Мĕн каллех айккине пăран.
Agabazar // 4263.81.1415
2014.12.15 17:09
Agabazar
Паллă ĕнтĕ, чăваш халăхĕн тăшманĕсем (паразитсем паллах тăшманах ĕнтĕ) Левентейпе Эрхип. Çавсем тĕппипех пăчлансан пурнăç каять чăвашăн! 100% телей пуçланать!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.15 20:03
Якур:"Çав Эрхип киле валли Ильич лампочки,6 тенкĕ тăракан туалетра шăлмалли рулонсем илнĕ хыççăн чекĕсемпе конгресс бухгалтеринче укçа списать тунине кама каласа култарман ши ĕнтĕ?Ан тĕкĕнĕр Эрхипе,наци паттăрне"-кунта Якур тĕлĕнтермĕшĕн пĕр %-не те çырса кăтартман-ха".Эп те савăнмастăп Эрхипăн паянхи кунçулĕшĕн.Анчах та çав тери кулмалла мар вĕт тăван халăхран,çав териех йĕмне антармалла мар уш.Ку бездельниксен "закономернăй итогĕ" .
Agabazar // 2645.08.4105
2014.12.15 22:48
Agabazar
"Закономернăй итогах" пулайман пуль çав-ха. Ахальтен-им тĕрлĕрен шăна-пăван çав ик ят тавра сĕрлесе яванать.

Тĕнчере урăх япала юлман та тейĕн...
Якур // 3306.05.5591
2014.12.15 23:16
А Эрхиппе мĕн пулса тухассине эпир 15 çул каяллах пĕлсе тăнă, уççăн каланă. Итлеме никам та шутламан, илтнине илтменçи тунă. Мĕн тăвас ĕнтĕ, халăхăн пур "стадное чувство" текенни. Çавна сирсе яма пит йывăр.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем