Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Тӗлӗнмелле 10 амӑшӗ

Софья Савнеш20.05.2014 16:583463 хут пӑхнӑ

Тӗнчере темӗнле ҫын та пур. Акӑ тӗлӗнмелле 10 амӑшӗ.

 

1. Чи пӗчӗк ача ҫуратнӑ амӑшӗ. Махаджабина Шейх Рамаша Рахмана 2004 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче ҫуратнӑ. Ача 243,81 грамм ҫеҫ тайнӑ. Ҫӳллӗшӗ – 10 сантиметр. Пӗчӗкскер 25-мӗш эрнере ҫуралнӑ. Унччен кунашкалли тӗнчере 1989 ҫулта ҫуралнӑ Мадлен Манн пулнӑ. Вӑл Рамашӑран 37 грамм ытларах тайнӑ. Рамашӑн йӗкӗреш хӑраххи те пур. Вӑл ҫуралнӑ чухне 567 грамм тайнӑ. Халӗ Рамаша сып-сывӑ. 2012 ҫулта вӑл 6,8 килограмм тайнӑ.

 

2. Чи ватӑ амӑшӗ. Инди хӗрарӑмӗ Райо Деви Лохан 70 ҫулта пӗрремӗш хут анне пулса тӑнӑ. Унччен вӑл 40 ҫул ача ҫуратма ӗмӗтленнӗ – анчах кӑлӑхах. Ача 2008 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑл хӑйне аван туять.

3. Чи нумай ача амӑшӗ. Гиннес рекорчӗсен кӗнекине ӗненес тӗк, чи нумай ачаллӑ амӑшӗ Раҫҫейри Шуя хулинче пурӑннӑ. Вӑл хресчен ҫемйинчен тата «Федор Васильев арӑмӗ» пулни ҫеҫ паллӑ. Ҫемье 18-мӗш ӗмӗрте пурӑннӑ. Хӗрарӑмӑн 27 хут ҫие юлнӑ, пӗтӗмпе 69 ача ҫуратнӑ.

 

4. Йӗкӗреш ҫуртанӑ чи ватӑ амӑшӗ. Пепке пирки ӗмӗтленнӗ 70 ҫулти Омкари Панвар икӗ хут телейлӗрех пулнӑ. Ара, ҫут тӗнчене харӑсах икӗ ача килнӗ-ҫке-ха. Хӗрарӑм искусственнӑй мелпе ҫие юлтарас тӗллевпе мӗн пур пурлӑхне тенӗ пек сутса янӑ. Унӑн икӗ хӗр, мӑнуксем пулнӑ-ха, анчах упӑшки Чаран Сингх Панвар ывӑл пирки ӗмӗтленнӗ-мӗн.

5. Чи нумай ача ҫуратнӑ суррогат амӑшӗ. Кэрол Хорлок 13 ҫулта 12 ача ҫуратма пултарнӑ. Вӗсен йышӗнче виҫӗреш те пур. Хӑй каланӑ тарӑх, вӑл суррогат амӑшӗ пӗр хут пулма ҫеҫ шухӑшланӑ, анчах пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн ниепле те чарӑнайман. Уншӑн паха енӗ – куншӑн укҫа нумай тӳлени. Япӑххи – ирхине хӑсас китни, кунӗпех вырӑн ҫинче выртни, ӳт тӑсӑлни тата ачана вартан касса илни. Кэрол пытармасть: суррогат уншӑн ӗҫ пулса тӑнӑ.

6. Чи ҫамрӑк амӑшӗ. Вӑл – Лина Медина. Вӑл 5 ҫул та 7 уйӑхра ача ҫуратнӑ. Пульницӑна хырӑмӗ ӳснӗрен кайнӑ: тен, усал шыҫӑ аталанать? Хӗрачан ҫие юлни 7 уйӑх пулнине пӗлсен тухтӑрсем епле тӗлӗннине калама та кирлӗ мар ӗнтӗ. Тепӗр 1,5 уйӑхран арҫын ачана хырӑмран касса кӑларнӑ. Тухтӑрсем ку тӗслӗхе тӗплӗн тишкернӗ. Хӗрача 4 ҫул тултарас тӗлнех пӗве кӗне иккен.

7. Харӑсах 8 ача ҫуратнӑ. Надя Дэниз Дауд-Сулеман Гутьеррес пирки сӑмах. Вӑл 2009 ҫулхи кӑрлачра тӳрех 8 ача ҫуратнӑ. Кунашкалли АПШра 1998 ҫулта та пулнӑ иккен. Хӗрарӑм ниҫта та ӗҫлемен. 8 ачана искусственнӑй мелпе ҫие юлтарса ҫуратнӑ. Килте ӑна тепӗ 6 пепке кӗтнӗ.

8. Ача ҫуратнӑ вӑхӑт уйрӑмлӑхӗ. Элизабет Энн Баттл тепӗр ачине 41 ҫултан ҫеҫ ҫуратнӑ. Пӗрремӗшне вӑл 19-та ҫуратнӑ. Иккӗмӗшне – 60-та.

 

9. Ача ҫуратнӑ арҫын. Кунашкалли те пулать-и вара? Томас тахҫан хӗрарӑм пулнӑ (хӗрача ҫуралнӑ). Вӑл Трейси Лагондино ятла пулнӑ. Анчах 10 ҫул тултарсан арҫын пулас килнине ӑнланнӑ. Тӗрлӗ операци, гормон терапийӗсем хыҫҫӑн вӑл арҫын пулса тӑнӑ. Анчах хӑйӗн «хӗрарӑмсен органне» улӑштарман. 2007 ҫулта Томасӑн искусственнӑй мелпе ҫие юлнӑ. Арӑмӗ Нэнси Бити донор пулнӑ. 2008 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче хӗрача ҫуралнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран арҫын ача ҫут тӗнчене килнӗ. Томас кунпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар-мӗн.

10. Чи пӗчӗк амӑшӗ. Виҫӗ ача ҫуратнӑ ӗнтӗ вӑл. Стейси Херальд ҫӳллӗшӗ – 72 сантиметр. Вӑл халӗ 37-ре. Тухтӑрсем ӑна варта аталаннӑ ача вӗлерме пултарасса асӑрхаттарнӑ. Анчах Стейси ҫакна хӑлхана чикмен. Вӑл остеогенезпа аптӑрать, чылай вӑхӑта кӳмере ларса ирттерет. Ҫавӑнпа пӗтӗм йывӑрлӑх упӑшки ҫине тиенет. Вӑл 1,73 метр ҫӳллӗш.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем