Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксар Чунтупай: "Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!" вӑйӑ конкурсӑн оргкомитечӗ ӑна тепӗр икӗ куна тӑсма шутларӗ.

Аксар Чунтупай14.04.2012 15:429200 хут пӑхнӑ
"Улӑп-2012: Эпир Улӑп йӑхӗнчен" вӑйӑ конкурса хутшӑнма заявка ярса памалли кунсен шучӗ сахаллансах пырать. Тепӗр 4 кун ҫеҫ юлчӗ. Аса илтеретпӗр: Вӑйӑ конкурс ака уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче иртет. Унта 5-7, 8-9, 10-11 класра вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫҫӗ. Унччен малтан учитель пуҫарнипе Microsoft Exsel формӑпа шкултан mixaj_58@mail.ru электрон почти ҫине заявка ярса памалла. Унта ҫак реквизитсене кӑтартмалла:
1. Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ
2. Шкул
3. Класс
4. Телефон
5. E-mail
6. Вӗрентекен
Конкурса пуҫлама вӑхӑт ҫитсен вӑйӑ ертӳҫи ачан е учителӗн электрон почти ҫине йыхрав ярать. Йыхравра конкурс иртекен http://www.make-test.ru сайт ҫине кӗме ыйтакан сӗнӳ пулать. Йыхравра кӑтартнӑ ятарлӑ кодпа сайтра регистрациленмелле те тест ыйтӑвӗсене хуравламалла (Асӑрханӑр: сайтри теста хуравлама тестируемый тесе ҫырӑнмалла!). Вӑйӑ конкурс пӗтӗмлетӗвӗ Виталий Михайловӑн чӑвашла сайтӗнче ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулма тивӗҫ.

Тӗплӗнрех
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2012.04.17 15:05
Аксар Чунтупай
Вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ Виталий Михайловăн чăвашла сайтĕнче ака уйăхĕн 26-30-мĕшĕсенче пулма тивĕç.
2012.04.20 17:11
Аксар Чунтупай
Тепĕр асăрхаттару: Регистрациленнĕ чухне пĕр e-mailпа пĕр хут çеç усă курма юрать. Иккĕмĕшĕнче сайт кĕртмест ăна. Атту хăш-пĕр вĕрентекен заявкăна пур ачине те пĕр e-mailпа тăратнă. Ку питĕ пысăк йăнăш. Вăйă конкурс йĕркине тĕплĕнрех вуламалла пулнă.
2012.04.21 23:52
Аксар Чунтупай
"Улăп" вăйă конкурс вĕçлениччен тепĕр 4 кун çеç юлчĕ. Вăл Чăваш чĕлхи кунĕнче вĕçленĕ. Заявка панисен хальтерех make-test.ru сайта кĕмелле те тест ыйтăвĕсене хуравламалла. Васкăр.
2012.04.23 19:25
Аксар Чунтупай
"Улăп-2012" вăйă конкурса заявка тăратманнисем кĕре пуçларĕç. Асăрхаттаратпăр: заявка тăратмалли вăхăт ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртсе кайнă.
2012.04.25 21:49
Аксар Чунтупай
Шкулсенче Чăваш чĕлхи эрни вĕçленменнине шута илсе "Эпир - Улăп йăхĕнчен!" вăйă конкурсăн оргкомитечĕ ăна тепĕр икĕ куна тăсма шутларĕ.
2012.04.25 21:50
Аксар Чунтупай
Аса илтеретпĕр: Конкурсăн вăйă ертÿçи малтан панă заявкăпа килешÿллĕн ачан е учителĕн электрон почти çине йыхрав ярать. Йыхравра конкурс иртекен http://www.make-test.ru сайт çине кĕме ыйтакан сĕнÿ пулать.
2012.04.25 21:50
Аксар Чунтупай
Йыхравра кăтартнă ятарлă кодпа сайтра регистрациленмелле те тест ыйтăвĕсене хуравламалла (Асăрханăр: сайтри теста хуравлама Тестируемый! (Создатель теста мар!) тесе çырăнмалла!). Регистрациленнĕ чухне пĕр e-mailпа пĕр хут çеç усă курма юрать.
2012.04.25 21:51
Аксар Чунтупай
Иккĕмĕшĕнче сайт кĕртмест ăна. Регистрациленнĕ хыççăн кăшт кĕтме тивет, мĕншĕн тесен конкурс ертÿçин вăйă конкурса хутшăнакана тест ĕçне лартса памалла. Камăн хушамачĕ заявкăра çук, ăна администратор тест лартса памасть, регистрацинчен кăларса пăрахать.
2012.04.25 21:51
Аксар Чунтупай
Вĕрентекенсен те сайта кĕрсе нушаланмалла мар. Ахалех пулать. Теста пĕр хут çеç хуравламалла, ик-виçĕ хуравланисенне пĕрремĕш хуравне çеç шута илеççĕ. Тимлĕ пулăр. Хуравланă хыççăн тест тăрăх каялла кайма пулмасть. Ăнăçу сире!
2012.04.25 21:52
Аксар Чунтупай
Вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕ Виталий Михайловăн чăвашла сайтĕнче ака уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче пулма тивĕç.

Страницӑсем: 1, 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем