Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
cap.ru каналтан илнӗ скриншот
cap.ru каналтан илнӗ скриншот

Чӑваш Енӗн тӗп хули кӑҫал 555 ҫулхине уявлӗ.

Паллӑ датӑна республика сумлӑн уявласшӑн. Ӑна хатӗрленсе ирттерме ӗҫлӗ ушкӑн туса та хунӑ ӗнтӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Ӗҫлӗ ушкӑна Павел Данилов вице-премьер ертсе пырӗ.

 

Культура
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхи (1934-2006) поэт ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк курав уҫӑлӗ.

Курав нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Вӑл поэтӑн хамӑр ҫӗршывра тата чикӗ леш енче пичетленнӗ кӑларӑмӗсемпе, поэтӑн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, кӑсӑклӑ тӗрлӗ фактпа паллаштарӗ.

Геннадий Айхин сӑввисене С. Губайдулина, В. Сильвестров, А. Айги тата ыттисем юрра хывнӑ хайлавсемпе, Гюнтер Юккер, Николай Дронников, Александр Маслов, Григорий Молчанов тата ыттисен ӳнер ӗҫӗсем те куравра пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_1516
 

Раҫҫейре
t.me/bbbreaking каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/bbbreaking каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Автостат» агентство эксперчӗсем Раҫҫей ҫыннисем автомобиль историне епле сервиспа тӗрӗслеме кӑмӑлланине палӑртнӑ.

Патшалӑх мар сервиссенчен «Автотека» сервис (ку вӑл – «Авито Авто» проекчӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

«Автотека» сервиса респондентсенчен 79 проценчӗ пӗлет иккен. Иккӗмӗш вырӑнта – патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗн сайчӗ (59%), унтан — «Про Авто» (40%), Федерацин суд приставӗсен служби (22%), «Номерограм» (19%) тата «Автокод» (10%).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/175008
 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Сочире Хӗллехи Олимп вӑййисем иртнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа «Раҫҫейри шкул ачисен спартакиади» иртнӗ. Спортмсенсем фристайл енӗпе иртнӗ.

Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Дмитрий Салмин биг-эйр дисциплинӑра мала тухнӑ. 15 ҫулти Дима Шупашкарта пурӑнать. Вӑл ылтӑн медальсӗр пуҫне чи вӑйлисен спартакиадине кайма путевка ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Миассе хулинче нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланӗ. Унта Лана Пусаковӑпа Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑсем те хушӑнӗҫ.

 

Хулара
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Эльмен урамӗнчи чарӑнура арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Арҫын чарӑнура сак ҫинче ларнӑ вӑхӑтрах вилсе кайнӑ. «Васкавлӑ медпулӑшу килчӗ. Арҫын ирхи 8 сехетренпех ҫапла ларнӑ теҫҫӗ», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/93550
 

Персона
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫи тата куҫаруҫи Аркадий Ӗҫхӗл (чӑн хушамачӗ – Александров) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитӗ. Вӑл 1914 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ, пурнӑҫран 1992 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.

Ҫыравҫӑн паллӑрах хайлавӗсенчен «Ырӑ кун», «Тарӑн суха», «Тӑван кил», «Ҫӗнтерӳҫӗсем», «Ҫӗрлехи тӑвӑл», «Ҫул хыҫҫӑн ҫул», «Йӑлӑмри юрӑ», «Хӗвеллӗ ҫумӑр», «Юратнӑ ҫӗр», «Виҫӗ туй», «Радуга над Волгой» ятлисене асӑнса хӑварма пулать.

Ӗмӗр иртсен те ҫыравҫӑна асра тытаҫҫӗ. Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче ҫак эрнере ятарласа мероприяти ирттернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_1518
 

Ял пурнӑҫӗ
vk.com/21shemursha сайтри сӑн
vk.com/21shemursha сайтри сӑн

Шӑмӑршӑ округӗнчи Тури Чаткас ялӗнче пурӑнакансем юр тыткӑнне лекнӗ. Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ вӗсем тухса ҫӳреймеҫҫӗ, лавккана ҫӑкӑр кӳрсе килмеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен унта ҫула юртан тасатман.

Халӑх тетелӗнчи «Про Шемурша» ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, лавккана виҫҫӗмӗш кун апат-ҫимӗҫ илсе килеймеҫҫӗ. Ялта пурӑнакан Алексей Мавеевӑн ачи чирленӗ, анчах ӑна пульницӑна илсе каяймаҫҫӗ, васкавлӑ медпулӑшу та килеймест.

Тури Чаткасра пурӑнакансем ҫула тасатса пама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/93549
 

Хулара
multiurok.ru сайтри сӑн
multiurok.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан ҫемье тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине Февралина ят панӑ. Ку ята Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ.

Пӗлме интереслӗ: революци хыҫҫӑн ачасене Февраль революцине халалласа ҫакнашкал ят пама тытӑннӑ. Вӑл «февральте ҫуралнӑскер» тенине пӗлтерет.

Ҫавӑн пекех Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче Мелания ята регистрациленӗ.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче Гоголь урамӗнче васкавлӑ медпулӑшу пациент патне ҫитеймен. Йӑлтах - юртан тасатман ҫула пула.

Васкавлӑ медпулӑшу машини тасатнӑ ҫул таран ҫеҫ ҫитейнӗ, малалла каяйман. Амӑшӗпе ачин машина патне хӑйсен утса тухма тивнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ.

Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав ҫулӑн участокӗ «Дорэкс» килӗшӗвӗнче ҫук. Епле майпа? Прокуратура ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Республикӑра
1pnz.ru сайтри сӑн
1pnz.ru сайтри сӑн

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗньял ялӗнче почтальона палламан арсын тапӑннӑ. Ку Тӗп урамри 2-мӗш ҫурта хаҫатсемпе посылка илсе килнӗ чухне пулнӑ.

Суранланнӑ почтальона пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ Раҫҫей Почтин тепӗр ӗҫченӗпе пулнӑ инкеке тӗпченине пӗлтерет. Вӑл Вӑрмар округӗнче ӗҫри УАЗпа пынӑ чухне ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Водителе пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, [80], 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, ... 3631
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...