Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.
Магницкий Василий Константинович — паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историк, халӑх йӑлине тӗпчекенӗ. 1839 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Етӗрнере ҫуралнӑ. 1901 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шӑматра (халӗ Етӗрне районӗн Советски ялӗ) вилнӗ.
Пурнӑҫӗ
Хусан университетне пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен йӑли-йӗркине тӗпчессипе ҫыхӑннӑ.
Ӗҫӗсем
Вӑл ҫырнӑ ӗҫсем:
- «Материалы к объяснению старой чувашской веры» (1881);
- «Нравы и обычаи в Чебоксарском уезде» (1888);
- «Чувашские языческие имена» (1905 ҫулта кӑларнӑ).