Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ешӗл мар, Ишлӗ (Г. Юмарт)

Вунӑ ҫул каялла «Хыпар» хаҫатра «Ӗшел хули» ятлӑ статьям тухнӑччӗ. Унта акӑ мӗн ҫинчен сӑмах пырать: 1220 ҫулта ушкуйҫӑсем /халӑхра вӗсене «шывҫи хурахӗсем» тесе каланӑ/ Теччӗ ҫывӑхӗнче ларнӑ хулана килсе аркатнӑ, ҫаратнӑ, ҫунтарнӑ. Хуларан вут витӗр юлан утпа хӑш-пӗр ҫын кӑна тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Хӑрушӑ ҫак ӗҫ ҫинчен вырӑссен ҫулленхи кӗнекисенче /летопиҫӗсенче/ тӗплӗ ҫырса хӑварнӑ. Халӗ ӑна А. Выйкин, Г. Григорьева, А. Никитин, В. Ткаченко хамӑр шкулсенче усӑ курма кӑларнӑ «История родного края» /1 пай, 1993/ кӗнекере те тупса вулама пулать. Пӑлхарсен хулине историксем ялан «Ошель» тесе асӑнаҫҫӗ. Ку сӑмаха Н.И.Егоров чӗлхеҫӗ «Ӗшел» тесе вуламалла тенӗччӗ. Ҫавӑнпа эпир те малтан ҫапла каларӑмӑр. Сӑнарах пӑхсан хулан хамӑр чӗлхепе калана ячӗ «Ишлӗ» пулса тухать. Ҫакна акӑ мӗн-мӗн ӗнентерет.
Ҫул ҫыравра хулан урӑхларах ятне те асӑннӑ, ӑна хӑлӑпкасен хушшине ҫырса хӑварнӑ, «Ошля» тенӗ. Тутар историкӗсем ку хулана «Исли» тесе калаҫҫӗ. Тутарсен «Этикей» /Идигей/ ятлӑ халӑх эпосӗнче «Хӗрлӗ вырӑс» «Ашлы» ятлӑ хулана ҫунтарса яни ҫинчен пӗлтернӗ. Пирӗн шутӑмӑрпа, ку хулана асаттемӗрсем «Ишлӗ» тесе ят пама пултарнӑ. Ҫакна халӗ те ҫав ятлӑ ялсем пурри ҫирӗплетсе парать. Патӑрьел районӗнче тата Тутарстанти Ҫӗпрел районӗнче «Ишлӗ» сӑмахпа ят панӑ ялсем пур. Анчах ку ялсем чылай каярах пуҫланса кайнӑ, вӗсене никӗслекенсем тури чӑвашсен хушшинчен тухнӑ. Ҫапла калаҫҫӗ историксем.
Эппин, ҫунакан хуларан тухса тарма ӗлкӗрнӗ пӑлхарсем /ҫул ҫыравра халӑх ятне ҫапла асӑннӑ/ ӑҫталла ҫитсе вырнаҫнӑ-ши? Пирӗн сӗмлену акӑ мӗнле: вӗсем Ункӑпа Муркаш енчи чӑтлӑх вӑрманта тӗпленме пултарнӑ. Эпир хальхи Ишлей ялне никӗслекенсем ҫав пӑлхарсен тӑхӑмӗсем тесе шутлатпӑр. Анчах ку яла пуҫласа яракансем малтан шыв урлӑ анӑҫарах пурӑннӑ-мӗн. В.П.Станьял пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ялӑн ӗлӗкхи вырӑнне Кивуй теҫҫӗ. Вулакан «Ишлей» ят «Ишлӗ» тени мар-ҫке тейӗ. Ялӑн ячӗ ҫапла пулса кайнине ӑнланма йывӑр мар. Чӑваш ялӗсен ячӗсене вырӑсла ҫырнӑ чух нумайлӑ хисепре кӑтартнӑ /Ишаки, Кугеси, Чиганары/, ҫапла вара «Ишлӗ» вырӑнне «Ишлей» ят йӗркеленнӗ. Ҫакӑ халӑхра ӗлӗкрех калана тӗрлӗрен ятран аванах курӑнать. Н.И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекинче» «Ишлӗ поххи» тени пур. Вӑл шӑпах Ишлейре ирттернӗ пухха /ярмӑрккана/ пӗлтернӗ. Ҫак кӗнекерех «Ишлӗкасси» тени те тӗл пулать. Халӑх халапӗсенче тата кулленхи калаҫура Ишлей ялне Ишлӗ тенине асӑрхарӑм. Эппин, «Ишлей» ят «Ишлӗ» сӑмахранах аталаннӑ. Ӗлӗкхи документсемпе хутсенче ҫакна ӗнентерекен тӗслӗх пайтах тупӑнма тивӗҫлӗ. Тавра пӗлӳҫӗсем манӑн сӗмленӗве чиперех тӳрре кӑларасса шанатӑп. Вара эпир шанчӑклӑнах ҫапла каланӑ пулӑттӑмар: 1220 ҫулта шывҫи хурахӗсем Ишлӗ хулине ҫунтарса янӑ пулин те — тарса хӑтӑлнӑ пӑлхарсем хӑйсен хулин ятне манман, ламран лама паян кунчченех илсе ҫитернӗ.
Кивуйра ларнй яла та Ишлӗ тесе калана ӗнтӗ. Унсӑр ҫав ят упранса юлаймӗччӗ. Ку яла та шывҫи хурахӗсемех ҫунтарса яни курӑнать. Теччӗ патӗнчи хулана пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫул ытла иртсен вӗсем Сӑрпа Муркаш тӑрӑхне ҫаратса ҫӳрени ҫинчен ҫырса хӑварнӑ. Ку хыпара та вулакан маларах асӑннӑ «История родного края» кӗнекере тупма пултарать.
Хӑш-пӗр историк тӗпченӗ тӑрӑх, хула малтан Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗнчи тӳрем лаптӑкра ларнӑ пек тухать. Ӑна унта X ӗмӗр тӗлнеллех никӗслеме пултарнӑ. Хурахсем хытӑ аптӑратнӑран хула ҫыран хӗрринчен аяккарах куҫса ларнӑ ахӑр. Тен, малтанхи вырӑнӗ ишӗлкелесе тӑнӑранах ӑна Ишлӗ тесе ят панӑ /Ҫарӑклӑ, Чартаклӑ тенӗ евӗр/. Ун пӗлтерӗшне Теччӗ ҫывӑхӗнчи вырӑнсен ячӗсемпе ытти сӑнавсем уҫӑмлатса пама пултарассӑн туйӑнать. Хальлӗхе Ишлӗ ятлӑ хулапа ялсен шӑпи ҫапла курӑнать.
1220 ҫулхи инкек ҫуллахи вӑхӑтра пулса иртнӗ. Вӑл кунхине вырӑс чиркӗвӗ сӑваплӑ Амоса асӑннӑ. Унтанпа 785 ҫул иртрӗ. Чӑваш наци конгресӗ хурлӑхлӑ ҫак куна асӑнса ирттерессине йӗркелесен аванччӗ. Вӑл Ишлейпе Ишлӗ ятлӑ ялсен ҫыннисемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулӗччӗ.
Хамӑн малтанхи статья ҫумне ятарлӑ сӑвӑ хушса панӑччӗ. Унта ҫул ҫыравӗнче пӗлтернине сӑвӑласа ҫырнӑччӗ. Халӗ вӑл сӑвва чылай ҫӗнетме тиврӗ: ум сӑмахне кӑларса пӑрахрӑм, вӗҫӗнче хушса ҫырни те пур. Ӗлӗк ҫырса хӑварнӑ хыпарсене сӑввӑмра улйштармасӑр пӗлтерме тӑрӑшрӑм.

Геннадий Юмарт,
«Хыпар», 86№, 2007, ҫу, 3

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ишлӗ хули


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-17 16:16:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3138 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем