Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Android-лӑ смартфонсем ҫине GBoard сарӑма лартасси

GBoard — Google ӑсталанӑ нумай чӗлхеллӗ сарӑм. Вӑл пӗлекен чӗлхесен йышӗнче чӑваш чӗлхи те пур.

GBoard-а эсир чылай смартфонсенче тупма пултаратӑр. Ҫапла май ку сарӑм усӑ курма чи меллисен йышне кӗрет.

Лайӑх тата япӑх енӗсем

GBoard-ӑн лайӑх енӗсем:

  • Google хӑй ӑсталанӑ;
  • смартфонсенче хӑй тӗллӗн пулма пултарать;
  • ҫырнӑ чухне сӑмах варианчӗсене хӑй сӗнет;

GBoard-ӑн япӑх енӗсем:

  • пур саспалли те ҫук (Ц, Щ, Ъ, Ж, Б, Ё), вӗсене ҫырас тесен урӑххисене нумай пусса тӑмалла: Ц — Ч; Щ — Ш; Ъ — Ь; Ж — З; Б — В, Ё — Е.

Вырнаҫтарасси

Енчен те эсир усӑ куракан смартфонра ку сарӑм ҫук пулсан ӑна ҫак адреспа уҫласа илме пулать: play.google.com/store/apps/details?id=com.google.android.inputmethod.latin

Уҫласа илме йывӑр мар. Google Play Market-а кӗретпӗр те GBoard сарӑма тупатпӑр (е ҫӳлерех асӑннӑ каҫӑпа усӑ курма май пур). Тупнӑ хыҫҫӑн «Установить» пускӑч ҫине пусатпӑр та сирӗн смартфон ӑна хӑвӑрт кӑна вырнаҫтарать.

Ӗнерлесси

Чи малтанах, енчен те ку вӑл сирӗн пулман пулсан, ӑна сарӑмсен йышне кӗртес пулать. Кун валли «Языки и ввод» пайра унпа усӑ курма юранине кӑтартас пулать. Кайран ӑна яланхи сарӑм (выр. по-умолчанию) пек кӑтартма пултаратӑр.

Ҫакӑн хыҫҫӑн GBoarda чӑваш чӗлхине кӗртмелле. Кун валли сарӑмӑн ӗнерлевенче «Языки» пая уҫмалла, «Добавить клавиатуру» ҫине пусмалла та чӑвашлине суйласа илсе палӑртмалла.

Хушма ӗнерлевсем

Ку сарӑм ҫӗнӗ пулнине пула вал чӑваш сӑмахӗсене ытлашшиех пӗлсе каймасть. Ҫавӑнпа та ӑна лайӑхлатма пулӑшсан аван пулӗ. Кун валли «Дополнительно» пая кӗрӗр те «Отправлять фрагменты» текен куҫаркӑча (выр. переключатель) пусса ӑна ӗҫлеттерсе ярӑр.

Ытти сарӑмсемпе танлаштарни

AnySoftKeyboard (ӑна мӗнле вырнаҫтармаллине кунта кӑтартнӑ: Android-лӑ смартфонсем ҫине чӑвашла сарӑм лартасси) сарӑмпа танлаштарсан GBoard ҫырассине ҫӑмӑллатать. Унсӑр пуҫне «Х» саспаллине пусма кунта самай меллӗрех. Саспаллисен хушши пысӑкрах пулни ҫырма чӑрмантармасть. Анчах кунта хӑш-пӗр саспаллисем ҫук — вӗсене ҫырас тесен вырӑсла сарӑм ҫине куҫма тивет.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Чӑваш чӗлхи, Софт
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2023-09-20 18:03:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4124 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем