Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Элӗк

ЭлӗкЭлӗк районӗн тӗпӗ, район администрацийӗ кунта вырнаҫнӑ. Элӗк ял тӑрӑхӗн тӗпӗ те ку ялтах.

Элӗк

Пурӑннӑ тет ҫак тӑрӑхра тӗне кӗмен Элӗк ятлӑ чӑваш. Унан 12 ывӑл пулнӑ тет, пӗри тепринчен маттур. Йӗри-тавара сӗм вӑрман кашлинӑ, унта упа чылай пулнӑ. Ҫак йӗкӗтсем час-часах сунара кайса упа тыта-тыта килнӗ тет. Элӗк старик 12 ывӑлне те пӗр кунтах авлантарнӑ та ҫав кунхинех вӗсене ҫывӑх вырӑнсене уйӑрса кӑларнӑ. Ҫапла вара Элӗк тӑрӑхӗнчи ялсем пуҫланса кайнӑ тет.

Ю. Терентьевӑн «Хӑҫан пуҫланнӑ Сарпӑлат»
статйинчен илнӗ. – Ленин ҫулӗпе. 1979. Чӳк, 27.


Элӗкре пурӗ 10 урам: Октябрь 40 ҫулӗн, Парк, Прохор Иванов, Коммуна, Тухӑҫ, Ҫурҫӗр, Колхоз, Совет, Сад, Хыр урамӗсем. Ялта пӗтӗмешле илсен ытларах пӗр хутлӑ ҫуртсем вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех икӗ-виҫӗ хутлисем те пур.

Тавралӑх

Сӑнсем

'>http://gallery.chuvash.org/v/chuvashia/elek/elek/DSCF0753.JPG.html_Элӗкри Перекет банкӗн уйрӑмӗ
'>http://gallery.chuvash.org/v/chuvashia/elek/elek/DSCF0767.JPG.html_Элӗк урамӗ
'>http://gallery.chuvash.org/v/chuvashia/elek/elek/DSCF0759.JPG.html_Пӗве
Элӗкри Перекет банкӗн уйрӑмӗ
Элӗкри урам
Пӗве

Вӗренӳ, культура, сывлӑх

Элӗкре И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул, музыкӑпа ӳнер шкулӗсем, литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ, икӗ вулавӑш, культурӑпа кану центрӗ пур.

«Пурнӑҫ ҫулӗпе» чӑвашла хаҫат тухса тӑрать.

Районӑн Элӗк районӗн тӗп пульници_тӗп пулници те кунтах вырнаҫнӑ.

Ҫул-йӗр

Элӗк ялӗ Шупашкартан 67 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Элӗке ҫыхӑнтаракан автомобиль ҫулӗсем: Шупашкар-Элӗк-Етӗрне, Шупашкар-Нурӑс-Элӗк.

Хуҫалӑх

Паллӑ ҫыннисем

Каҫӑсем


 
Категорисем: Элӗк
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Andrey_Algeshkin тӳрлетнӗ, информацие 2017-04-07 09:40:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 15706 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем