Елчӗк районӗ — Чӑваш Енӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ район, 1927 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5 туса хунӑ. Ҫурҫӗр, хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр енче Тутарстан Республикипе юнашар вырнаҫнӑ. Комсомольски районӗ хӗвеланӑҫ енче, Патӑръел районӗ — кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ.
Район лаптӑкӗ 567,2 км2. 1999 ҫулта 27, 5 пин ҫын пурӑннӑ (1979 — 35,2, 1989 — 28,5 пин ҫын). Ял ҫыннисем 53 ялта пурӑнаҫҫӗ. 97% — чӑвашсем, ҫавӑн пекех тутарсемпе вырӑссем нумай пурӑнаҫҫӗ.
Район администрациӗ Елчӗкре вырнаҫнӑ.
Тавралӑх
Елчӗк районӗнче ҫак кӳлӗсем вырнаҫнӑ:
Паллӑ ҫынсем
Тулли списока кунта пӑхӑр.
- Агеев Владимир Иванович, график, живописец.
- Бикулова Мария Григорьевна, драма актриси.
- Голубева Вера Ивановна, актриса.
- Демидов Андрей Демидович, график, живописец.
- Елен Нарпи, ҫыравҫӑ.
- Иванов Алексей Иванович, журналист.
- Корчакова Светлана Васильевна, актриса.
- Кузнецов Григорий Иванович, литература критикӗ.
- Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи.
- Молодов Игнатий Осипович, актёр.
- Мясников Александр Фёдорович, график, живописец.
- Петров Пётр Варфоломеевич, живописец.
- Турхан Якку, сӑвӑҫӑ, тӑлмач.
- Турхан Хветӗр, сӑвӑҫӑ.
- Турхан Энтри, сӑвӑҫӑ, тӑлмач.
- Христофоров Иван Иванович, юрӑҫӑ.
- Федорова Любовь Михайловна, ҫыравҫӑ.
- Шакова Лидия Александровна, актриса.
- Эктел Василий Петрович, ҫыравҫӑ, публицист, ӳнерҫӗ.
- Ятманов Николай Осипович, архитектор.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
ÐаÑÑç тӳрлетнӗ, информацие 2018-11-06 13:25:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 40689 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.