Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
goodfon.ruсайтри сӑн
goodfon.ruсайтри сӑн

Ҫулла, шел те, шывра путса вилекенсем нумай. Кӑҫал сезон пуҫланнӑранпа пӗрремӗш инкек пулнӑ ӗнтӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 50 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн кӗлеткине ял ҫыннисем туртса кӑларнӑ. Ҫав вӑхӑталла вӑл вилнӗ ӗнтӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пулӑ тытнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнман.

 

Пӑтӑрмахсем
pravoved-plus.ru сайтри сӑн
pravoved-plus.ru сайтри сӑн

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти пӗр каҫхи клуб умӗнче 33 ҫулти арҫын ӑна шала кӗртменнипе харкашма пуҫланӑ. Клуб ӗҫченӗсем полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Пакунлисем вырӑна ҫитсен хайхи арҫынна лӑпланма ыйтнӑ. Лешӗ пушшех те урса кайнӑ - полицейские питӗнчен чӑмӑрӗпе ҫапнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд пулнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта Наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ Иван Яковлев палӑкӗн облицовка плити 6 ҫулти хӗрача ури ҫине ӳкнӗ. Телее, ача аманнӑ ҫеҫ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, тухтӑрсем пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн киле ӑсатнӑ.

Палӑк "ЖКХ тата хӑтлӑх управленийӗн" балансӗ ҫинче. Килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӑна "Зеленстрой" пӑхса тӑрать.

Прокуратура икӗ организаци тӗлӗшпе те представлени ҫырнӑ. Ведомство ыйтнипе халӗ палӑка юсас ӗҫ пырать.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр хулинче пурӑнакан 17 ҫулти ҫамрӑк айфон туянас тесе ултавҫӑ капкӑнне ҫакланнӑ.

Колледжра вӗренекенскер телефона пӗлтӗрхи кӗркунне илме шухӑш тытнӑ, ҫавна май тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем вуланӑ. Ҫу каҫипе ӗҫленӗ укҫана перекетлӗ пухса пынӑскер хӑйне килӗшекен пӗр пӗлтерӗве асӑрханӑ. Телефона сутаканни Улатӑр ҫамрӑкӗпе часах ҫыхӑннӑ. Ҫав ҫын каччӑна телефон номерӗпе 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн телефон сутакан йӗп пек этем ҫухалнӑ.

Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл Липецк облаҫӗнчен иккен, Мускавра пурӑнать. 25 ҫулхи качча тытса чарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти шкулта пушар пулнӑ. Чӑваш Енӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм коррекци шкулӗнче сиксе тухнӑ.

Хусанкай урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш шкулӗнче пулнӑ. «Хӗрлӗ автан» ӗнер, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, кӑнтӑрла алхасма тытӑннӑ. Электрооборудованипе усӑ курас енӗпе йӗркене пӑснине пула кулер ҫунма тытӑннӑ. Пушар сӗтел-пукана сиенленӗ, стенасене хӑрӑмлатса пӗтернӗ. Тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Элӗк районӗнче пурӑнакан арҫынна хӗрарӑма чӗрӗлле ҫунтарса янӑшӑн суд тӑвӗҫ.

Пӑтӑрмах 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 32 ҫулти арҫын хӑй паллакан 30 ҫулти хӗрарӑмпа хӑйӗн килӗнче, Элӗк районӗнчи Чӑлкассинче, мунчара пулнӑ. Ӳсӗрскер хайхипе хирӗҫсе кайнӑ.

Диван ҫинче выртакан хӗрарӑма вӑл ҫунтарса яма шухӑшланӑ. Ампартан канистрӑпа бензин илсе килнӗ те хӗрарӑма сапнӑ, унтан — мунча пӳртемне кӗмелли алӑка.

Пиҫсе кайнӑ тата тӗтӗм-сӗрӗмпе чыхланса кайнӑ хӗрарӑм вилсе кайнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
inpavposad.riamo.ru сайтри сӑн
inpavposad.riamo.ru сайтри сӑн

Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Сосновкӑра «Травянка-1» сад юлташлӑхӗнче пушар пулнине те сӳтсе явнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пушар ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 8 сехетсенче пулнӑ. 1981 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑр хулинчи виҫӗ ҫамрӑк ҫӗрле киле таврӑннӑ чухне пушар тухнине, шар курнӑ ҫынна пулӑшнине пӗлтернӗччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти арҫын Гарри Поттер кӗнекисене сутатпр тесе ҫынсене улталанӑ. Унӑн серепине Мускав облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм лекнӗ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче ҫав хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче Гарри Поттер пирки ҫырнӑ кӗнекесене 3500 тенкӗпе сутнине курнӑ. Сутуҫӑпа ҫыхӑнса хайхискер калаҫса татӑлнӑ, укҫана лешӗ кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Анчах тавар ун патне ҫитмен.

Ку ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ тунӑ-мӗн. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн кӗнекесем чӑнах та пулнӑ, анчах харӑсах туянакан икӗ ҫын тупӑннӑ. Иккӗшӗнчен те укҫа илнӗ, кӗнекене вара тепӗр сутуҫа панӑ.

Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79378
 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Лебедев урамӗнчи 25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 30 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ку инкек ҫур ҫӗр иртни 10 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын 5-мӗш хутран ӳкнӗ. Вырӑна полицейскисем, следовательсем килнӗ.

Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79363
 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи8 сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи8 сӑн

Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑра икӗ пушар пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын суранланнӑ.

Каҫхи 7 сехетре Ҫӗмӗрле хулинчи Чехов урамӗнчи ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Пушар сарая, мунчана тӗп тунӑ, ҫурт фронтонне сиенлетнӗ. Инкекре 1971 ҫулта ҫуралнӑ арҫын аманнӑ, унӑн ӳчӗн 80 проценчӗ пиҫсе кайнӑ.

Паян ҫур ҫӗр иртсен Канашра Толстов урамӗнчи йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ку таранччен республикӑра 568 пушар пулнӑ. Вӗсенче 31 ҫын вилнӗ, 41 ҫын аманнӑ. 56 ҫынна ҫӑлнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, [89], 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, ...368
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем