Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Канашра пурӑнакан Глеб Семенов кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче маршруткӑна ларса парикмахерские кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хӗрарӑм водительпе ӳсӗр пассажир вӑрҫӑннине курнӑ. Арҫын билетшӑн тӳлемен, водителе темӗн те каласа хӑртнӑ.

11-мӗш класра вӗренекен Глеб арҫынна хӑйне йӗркеллӗрех тытма ыйтнӑ. Анчах лешне ку килӗшмен. Арҫын чарӑнура ун хыҫҫӑн тухнӑ та ӑна пӗҫҫинчен мӑйӑр катмалли хатӗрпе ҫапнӑ. Хӗрарӑм водитель тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Унччен те судпа айӑпланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Глеб Семенова вара ШӖМӗн тав хучӗпе чысланӑ.

 

Персона
«Тӑван Ен» хаҫат ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкӗсем
«Тӑван Ен» хаҫат ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкӗсем

Кӳкеҫре пурӑнакан Валентина Васильева балетмейстер нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ.

«Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Валентина Евлампьевна ача чухне тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн биологипе хими факультетӗнче вӗренсе тухсан Кӳкеҫ шкулӗнче ачасене биологипе хими вӗрентнӗ.

Мӗн пӗчӗкренех музыкӑна кӑмӑлланӑскер, ташлама юратнӑскер К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш музыкӑпа драма театрӗн балет студине вӗренме кӗнӗ.

«Эпӗ ташлама яланах юратнӑ. Манӑн сӑн-питре вӗренес туртӑм ялкӑшнӑ пулас, мана суйлав витӗр тухнӑ хыҫҫӑн тӳрех балет студине илчӗ», – аса илсе каласа кӑтартнӑ Валентина Васильева район хаҫачӗн корреспондентне.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-184970083_12695
 

Персона
vk.com/wall-172799082_8797 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/wall-172799082_8797 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Ишентей ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулта ӑс пухакансемпе тӗл пулнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнчи Г.Н. Волков академикӑн музей кӗтесӗнче 10-мӗш А класра вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ.

Музейри тӗлпулӑва Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Анисия Игнатьева йӗркеленӗ.

Николай Ишентей – ачасемпе аслисем валли ҫырнӑ 20 ытла кӗнеке авторӗ. Анисия Игнатьева ҫыравҫӑна хӑйӗн «Формирование этнопедагогической компетенции учителя» монографине парнеленӗ. Николай Ишентей та пушӑ алӑпа килмен – шкулти вулавӑша хӑйӗн кӗнекине парнеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-172799082_8797
 

Персона
vk.com/clubbksosh сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/clubbksosh сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар муниципаллӑ округне кӗрекен Атайкассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсем Раиса Сарпи сӑвӑҫпа тӗл пулнӑ.

Раиса Сарпи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш халӑх поэчӗ.

Паллӑ сӑвӑҫ хӑйӗн пултарулӑх кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ, университетра вӗреннӗ ҫулӗсене, ҫамрӑклӑха аса илнӗ. Чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсене вуласа панӑ. Ачасем вара композиторсем Раиса Сарпи сӑввисемпе хайланӑ юрӑсене шӑрантарнӑ.

Тӗлпулӑва Людмила Кинер сӑвӑҫ тата композитор та хутшӑннӑ. Унӑн пултарулӑхӗпе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.

 

Персона
Чӑваш наци музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш наци музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Лаврентий Таллеров паллӑ публицист, куҫаруҫӑ, чӑваш халӑх писателӗ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти Литература музейӗнче «Калав ӑсти те, сумлӑ романист та» ятпа литература каҫӗ иртнӗ.

«Лаврентий Таллеров Комсомольски тӑрӑхӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкул, библиотека техникумне пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн Урал патшалӑх университетне куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗнӗ. Район хаҫатӗнче яваплӑ секретарь тата редактор пулнӑ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш радио корреспондентӗнче тӑрӑшнӑ. 1969-мӗш ҫулта «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцине куҫнӑ, ҫавӑн пекех 10 ҫул «Тӑван Атӑл» журналта ӗҫленӗ. Лаврентий Таллеров тӑван литературӑра прозаик тата публицист пек палӑрнӑ», — тесе пӗлтернӗ «Чӑваш Ен» ПТРК.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Антонина Степанова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 17-ре пулнӑ.

Антонина Кирилловна Рязань облаҫӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче медсестрасем кирлӗ тесе медтехникума вӗренме кӗнӗ. Вӗренӳ хыҫҫӑн кашни кун госпитале аманнисене пӑхма ҫӳренӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Антонина Василипе пӗрлешнӗ. Малтан вӗсем Украинӑра пурӑннӑ, кайран - Абхазире. Мӑшӑр ывӑлпа икӗ хӗр ӳстернӗ. Упӑшкинчен тӑлӑха юлсан Антонина Ҫӗнӗ Шупашкара аслӑ хӗрӗ патне куҫса килнӗ.

 

Персона
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Тӑвай салинче пурӑнакан Зинаида Овчинникова 90 ҫул тултарнӑ. Тӑзхӑр теҫетке ҫула ҫитнӗ хӗрарӑм ҫамрӑк сӑн-питлӗ, йӑлтах астӑвать, шӳтлеме юратать.

Зинаида Овчинникова Елчӗк районӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫемьере пурӗ пилӗк ача пулнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӗрача вӑй ҫитнӗ таран колхозра ӗҫленӗ, унтан та вӑл колхозникра тӑрӑшнӑ.

Качча кайса ҫемьеллӗ пулнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм тӑхӑр ача ҫуратнӑ. Унӑн паян 11 мӑнук, мӑнукӗсен 14 ача.

90-ри хӗрарӑм ывӑлӗпе пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/5009
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан Нина Григорьева, 101 ҫул тултарнӑ. Ҫамрӑк чухне вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе ҫара кайнӑ, эвакуаци госпиталӗнче пулнӑ.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл Шӑхасанти госпитальте ӗҫленӗ. 1942 ҫулта хӑйӗн ирӗкӗпе ҫара лекнӗ, эвакуаци госпиталӗпе пӗрле фронтра куҫса ҫӳренӗ. Ҫӗнтерӗве Польша чиккинче кӗтсе илнӗ.

Качча кайсан, 1949 ҫулта, Йӗпреҫ тӑрӑхне куҫса кайнӑ. Упӑшкипе 7 ачана воспитани панӑ. Халӗ 14 мӑнукӗпе киленет.

Нина Григорьевна пурнӑҫӗнчи чылай саманта астӑвать. Кӑмӑлӗ лайӑх чухне такмакласа та юрлать.

 

Персона
cv.m.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ
cv.m.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Лавентий Таллеров (1929-2013) чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 95 ҫитнӗ.

Вӑл Комсомольски районӗнчи Нӗркеч ялӗнче ҫуралнӑ. Комсомольски районӗнчи «Октябрь ялавӗ» хаҫатра, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра, «Тӑван Атӑл» журналта ӗҫленӗ, Чӑвашрадио корреспонденчӗ пулнӑ.

Лаврентий Таллеров — паллӑ прозаик, очеркист, публицист, куҫаруҫӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенчи поэзине вӑл истори темине халалланӑ.

 

Персона

Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх писателӗн Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» кӗнекипе паллаштарӗҫ. Унта литераторсем, тӗпчевҫӗсем, педагогсем, ҫыравҫӑ пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем хутшӑнӗҫ.

Сергей Павлов – пултаруллӑ прозаик тата журналист. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче «Сӗлкӗш», «Авӑр», «Тан таппи», «Тӗтре», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Сулӑнчӑк» тата ыттисем. Унӑн ал ҫырӑвӗсем ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен республикӑри конкурсӗнче пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ.

«Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» роман никӗсӗнче — ҫыравҫӑн амӑшӗн аса илӗвӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_1495
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ...149
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем