Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫул-йӗр

Ҫул-йӗр

Паян Алексей Ладыков постановлени алӑ пусса хӑш-пӗр автобуссемпе маршруткӑсен ҫулӗсене улшӑнусем кӗртнӗ.

1-мӗш автобус малашне Ҫӗнӗ Кӑнтӑрпа Ҫурҫӗр Анӑҫ микрорайонсене ҫыхӑнтарӗ, Ленин Комсомолӗн урамӗпе иртӗ. 2-мӗш автобус малашне Алькеша тарин ҫӳрӗ (хальхи вӑхӑтра унта 7-мӗш ҫӳрет). 8-мӗш маршрут «Финская долина» (чӑв. Финн айлӑмӗ) микрорайонти ҫынсене транспортпа тивӗҫтерӗ, Шупашкарӑн Кӑнтӑр Анӑҫпа Ҫурҫӗр Анӑҫ микрорайонӗсене ҫыхӑнтарӗ.

Маршруткӑсене илес пулсан 30-мӗш тата 65-мӗшсем малашне Дементьев урамӗне «Садовӑй» микрорайон таран ҫӳрӗҫ. 26-мӗш номерли вара «Ҫӗнӗ хула» тата «Радужнӑй» микрорайонсене транспортпа тивӗҫтерӗ. 34-мӗш, 40-мӗш тата 53-мӗш маршруткӑсене вара пӗтерме йышӑннӑ — вӗсемпе халӑх сахал усӑ курать имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75463
 

Ҫул-йӗр

Тата тӗрӗсрех калас тӑк, пӗремӗкпе те мар-ха, канихветпе. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫуран ҫӳрекенсене пылакпа астарма шут тытнӑ. Канихвечӗ ахальли мар — «Хаваслӑ ҫуран ҫӳрекен» ятлӑскер. Ун хучӗ ҫине ҫул-йӗр правилине аса илтерекен тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑ ҫырса хунӑ. Пылак ҫимӗҫе вырӑнти кондитер предприятийӗсенчен пӗринче кӑлараҫҫӗ.

Ӑна инспекторсем ҫуран ҫӳрекенсене кӑна мар, водительсене те валеҫсе панӑ. Сӑмах май вӗсем ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмаллине те аса илтернӗ, шоферсене — ҫуран ҫӳрекенсене ирттерсе ямаллине.

Тимлӗх, чӑн та, кирлех. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫынсем ҫине машинӑсем республикӑра 65 хутчен пырса кӗнӗ. Вӑрмар, Улатӑр районӗнче пӗрер ҫын, Шупашкарта иккӗн вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.gibdd.ru/r/21/news/1353111/
 

Ҫул-йӗр

Кӑҫалтан пирӗн республикӑра ял урамӗсене тума тума пуҫлӗҫ. Ку шухӑша Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне ӗнер янӑ Ҫырура палӑртнӑ.

«Ял урамӗсен пахалӑхӗ начар тесе ман пата ҫынсем сахал мар ыйтупа тухнӑ. Вӗсен пӑшӑрханӑвне ӑнланатӑп. Ялсем патне ҫул сарнин социаллӑ-экономика тухӑҫлӑхӗ хысна тӑкакӗпе ҫураҫса тӑраймарӗ. Программӑна нумай укҫа хывни инҫетри ялсенчи производствӑна хӑвӑрт аталантарма май параймарӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Апла тӑк ял тӑрӑхӗсен хыснине налук ытларах кӗме тытӑнӗ тесе шухӑшлани те тӳрре килеймен-мӗн. Паян ял тӑрӑхӗсен ҫула тытса тӑма та, юсама та укҫа ҫук иккен.

Республикӑри лару-тӑрӑва тата ҫынсем ыйтнине кура Михаил Игнатьев Элтепер ял урамӗсен пахалӑхӗн регион стандартне йӗркелеме хушнӑ. Ӑна кура урамсенче ҫул тума тытӑнӗҫ.

Ку проект самай укҫа хывма ыйтать. Анчах ӑна тек тӑсса пыма та юрамасть тесе шухӑшлать Михаил Игнатьев. «Ял ҫыннисем йӗркеллӗ пурӑнма тивӗҫ», — тенӗ Элтепер.

 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енпе Чулхула облаҫӗпе пӑрлӑ ҫул ҫыхӑнтарать. Автоҫула иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех уҫнӑ. Анчах вӑл яланлӑхаха пулмасси ятӗнченех паллӑ: вӑл — пӑр ҫул. Вӑл Сӑр юханшыв урлӑ выртать.

Пӑр ҫул Ҫӗмӗрлене Чулхула облаҫӗнчи Пильна районти Нават ялпа ҫыхӑнтарать. Вӑхӑтлӑх трассӑпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫма ирӗк пур. Хӑвӑртлӑх пӗр сехетре 10 километртан пысӑк пулмалла мар. Пӑр ҫула ҫӑлмалли ятарлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ.

 

Ҫул-йӗр

Ырантан Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем вӗҫме чарӑнӗҫ. Самолетсене ку линипе ҫӳреттернӗ «АК БАРС АЭРО» компани хӑйӗн ытти вӗҫевне те чарса лартассине пӗлтернӗ. Ҫакна унӑн хуҫисем самолетсене вӗҫтерме тӑкаклипе сӑлтавланӑ.

Раштавӑн ҫурринче аэрокомпани билет сутассине кӑралчӑн 12-мӗшӗччен сахаллатма йышӑннӑ. Раштавӑн 29-мӗшӗнче вӑл асӑннӑ кун хыҫҫӑн вӗҫеве чарса лартма йышӑннӑ. Хыснаран субсидилекен программӑна хутшӑнма вӑл заявка тӑратманнине кура (Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве уҫнӑ маршрут шӑпах ҫав программӑпа килӗшӳллӗн пулса пыраканскер) рейссене вӑл ырантанах хутшӑнмасси пирки пӗтӗмлетме пулать.

«АК БАРС АЭРО» компани хӑй панкурта тухманнине, ӗҫе вӑхӑтлӑха кӑна чарнине ӗнентерет иккен. Тӗп сӑлтавӗ — тенкӗ хӑй хакне ҫухатни-мӗн.

Кӑҫал ҫав компани Шупашкартан 500 ытла рейс хутлаттарнӑ.

 

Ҫул-йӗр Ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫула тунӑ самантсенчен пӗри
Ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫула тунӑ самантсенчен пӗри

Ыран Шупашкарти Иван Яковлев урамӗнче ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫула уҫӗҫ-уҫӗҫех. Иван Яковлев проспектӗнчи сарса ҫӗнетнӗ ҫула ҫӗртме уйӑхӗнче уҫнӑччӗ. Ун сарлакӑшӗ — 23 метр. Машинӑсем 3-шерӗн ҫуммӑн иртееҫҫӗ. Тротуарсене ик енпе 3 метр хӑварнӑ. Шупашкарта ун пеккисем малтан ҫиччӗ пулнӑ. Ку вӑл — саккӑрмӗш. Ыттисемпе танлаштарсан халь уҫма палӑртни чи пысӑкки иккен.

Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремеллине тунӑ чух урапапа ҫӳрекенсен нуши-тертне те шута илнине пӗлтерет тӗп хула администрацийӗ.

Ҫула тума 679,4 миллион тенке кайса ларнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар хули аталанса пынӑ май унта ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленсе лараҫҫӗ. Унта пурӑнакансем социаллӑ маршрутсем кирлине палӑртаҫҫӗ. Ӗнер хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ертсе пынипе лару иртнӗ. Унта транспорт ҫыхӑнӑвне аталантарассипе тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комисси пайташӗсем кӑна мар, республикӑн Транспорт министерствинче, «Чӑвашавтотранс» предприятире, ШӖМӗн управленийӗн Шупашкар хулинчи пайӗнче, районсен администрацийӗсенче, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт, ҫыхӑну управленийӗнче тӑрӑшакансем пухӑннӑ.

Ларӑва пухӑннисем тӗп хулара социаллӑ маршрутпа ҫӳрекен автобуссем уҫассине сӳтсе явнӑ. Сӑмах кунта «Садовый», «Радужный», «Финн лапамӗ», «Кувшинка», «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсем пирки пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=127843
 

Ҫул-йӗр

Вӑрнар районӗнчи Юпшик ялӗнчи Малиновӑй тата Заречнӑй урамсем ҫуллӑ пулнӑ. 520 метр тӑршшӗ ҫула тума 15,3 миллиона яхӑн кайса ларнӑ. Ӑна икӗ тапхӑрпа тунӑ. Пӗр пайне — пӗлтӗр, теприне — кӑҫал. Ытти чухне йӗпе-сапара кӗрсе тухайман пулсан халӗ машинӑсем ҫӑмӑллӑнах чашлаттарса иртӗҫ. Транспорта кӑна мар, ҫул пурри ҫуран ҫӳрекенсене те лайӑх. Ара, камӑн пылчӑк ҫӑрасси килтӗр!

Ҫул уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара пухӑннӑ. Ҫав шутра чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов та, Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та, Аҫӑмҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров та. Ял ҫыннисене вӗсем ҫул уҫнӑ ятпа саламланӑ.

Вырӑнти ял клубӗнче иртнӗ тӗлпулура хуҫасем ҫынсене мӗн пӑшӑрхантарнипе кӑсӑкланнӑ, ыйтусене пӗлсен вӗсене татса пама пулать тенӗ.

Сӑнсем (16)

 

Ҫул-йӗр

Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче урамсене ҫул сарма тытӑннӑ. Укҫана комплекслӑ майпа тума тесе уйӑракан программа шучӗпе уйӑрнӑ. Проект хакӗ 54,3 миллион тенкӗ ытла тӑрать иккен.

«Кӗмӗле» асӑннӑ ялти Ҫул, Хӗвеллӗ, Ҫаран, Хӗвеланӑҫ урамсене ҫул сарма ямалла. Ӗҫе республикӑри пысӑк строительство предприятийӗсенчен пӗри, «Чӑвашатвоҫул» акционерсен уҫӑ обществи кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Строительсем строительствӑна килес ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ тӗлне, ку вӑл Республика кунӗ, ӗлкӗрме шантараҫҫӗ-мӗн.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкарти темиҫе миллиардлӑх транспорт проекчӗсем Чӑваш Енри малашлӑхлӑ инвестици проекчӗсен шутне кӗнӗ.

Чи пысӑкки — виҫҫӗмӗш ҫурма ҫул ҫаври тӑвасси. Вӑл тӗп хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр районӗсене ҫыхӑнтарӗ. Ку проектӑн хакӗ микрорайон тӑвассипе пӗр тана ларать-мӗн. Укҫа ҫине куҫарсан 37,4 миллиард тенкӗ пулать. Ун пек цифрӑсене Чӑваш Енӗн юсаса ҫӗнетнӗ инвестици стратегийӗнче пӑхса хӑварнӑ.

Транспортпа ҫыхӑннӑ малашлӑхлӑ пысӑк ҫак плана хула аталанӑвӗн тӗп планне кӗртнӗ. Проекта 2017–2030-мӗш ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле.

Ҫул Университет урамӗнчен пуҫланса Эльмен урамӗ урлӑ Б. Хмельницкий урамӗ урлӑ иртсе 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамне тухмалла. Ҫул ҫинче тӗрлӗ шайри транспорт ҫыхӑнтарӑвӗсем туса хӑвармалла. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкара тата «Вятка» ҫул ҫине тухма май туса парӗ.

Тепӗр проект — Мускав кӗперӗ. Унӑн хакӗ 1,4 миллиардпа танлашать. Ӑна 2015–2017-мӗш ҫулсенче тума палӑртаҫҫӗ.

Шупашкарӑн ҫулӗсене юсаса ҫӗнетмешӗн 3,6 миллиард тенкӗ кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне аэропортра авиаци терминалӗ тума ӗмӗтленеҫҫӗ. 600 миллиона ларакан ҫак ӗҫе 2020 ҫулччен пурнӑҫламалла.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, [66], 67, 68, 69, 70, 71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи