Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Спорт

Спорт
t.me/Chuv_today канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
t.me/Chuv_today канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш чиперкки Александра Козлова — Йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗн виҫӗ хут бронза призерӗ.

В.С. Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗн воспитанници Александра Козлова Ҫӗнӗ Уренгой хулинче иртекен ҫӗршыври ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Хӗрӗн пулӑшса тата вӗренсе пыраканӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геннадий Иванов.

Йывӑр спорт инвентарьне йӑтса илессипе ӑмӑртнӑ чухне хӗр икӗ тӗрлӗ ӑмӑртура 195 килограма парӑнтарнӑ. Ку вӑл ӑна бронза медале ҫӗнсе илме май панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/9030
 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ери спортсмен Раҫҫей чемпионатӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ММА хутӑш кӗрешӗвӗ енӗпе иртнӗ тупӑшӑва хутшӑннӑ. Фарход Рахмоналиев чемпион ятне тӑваттӑмӗш хут тивӗҫнӗ.

Виҫӗ куна пынӑ ӑмӑртура 52,2 килограмм таякансен виҫе категорийӗнче пирӗн ентеш ытти регион спортсменӗсем валли нимӗнле шанчӑк та хӑварман – вӑл пурне те ҫӗнтернӗ.

Чӑваш Енри тепӗр спортсмен вара кӗмӗл медаль илнӗ. Вӑл – 47,6 килограмм таякан виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ Ольга Васеева.

 

Спорт

Чӑваш Енре Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, автокросс енӗпе чемпионат тата первенство ирттерме палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинче йӗркелӗҫ.

Классем «Д3-спринт», «Д3-мини», Д-2-юниор», «д2-1600», «Д2Н, «Д-2- классика» спортсменсем валли кӑна пулӗҫ.

Аса илтерер: Республика кунӗнче «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ маҫтӑрӗсем» фестивальсем, ытти мероприяти иртӗ.

 

Спорт

Чӑваш Енри УФСИН-ӗн кинолог ӑстисен команди Мускав облаҫӗнче иртекен Раҫҫей ФСИНӗн 2023 ҫулхи кинологсен нумай енлӗ ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Чемпионата 68 территори органӗнчи командӑсем килсе ҫитнӗ.

Чӑваш Енри УФСИН командин ертӳҫи вырӑнӗнче Алексей Шуряков пулнӑ, вӑл УФСИН-ӑн 1-мӗш юсанмалли колонинчи хурал пайӗн кинологи уйрӑмӗн начальникӗ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ хатӗрленӳ профилӗ енӗпе территори органӗн чысне юсанмалли 1-мӗш тата 4-мӗш номерлӗ колонисен ӗҫченӗсем хӳтӗленӗ.

«Шырав профилӗ» конкурса УФСИНӗн 1-мӗш юсанмалли колонин аслӑ инструктор-кинологӗ Иван Бахтин хутшӑннӑ. Андрей Чернов, 4-мӗш юсанмалли колонин хурал пайӗн кинологи уйрӑмӗн аслӑ инструктор-кинологӗ, «наркотиксене шырасси тата тупса палӑртасси» тупӑшура ӗҫтешӗсемпе чи маттуррин ятне илессишӗн тупӑшнӑ.

1-мӗш номерлӗ юсанмалли колоние сыхлакан уйрӑмӑн аслӑ инструктор-кинологӗ Аркадий Кириллов «сирпӗнекен япаласене шырасси тата тупса палӑртасси» ӑмӑртура хӑйне тивӗҫлӗ кӑтартни савӑнтарать — вӑл кинологсен нумай енлӗ ӑмӑртӑвӗн спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫланӑ.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинчи УФСИН команди 12-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Малалла...

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей ҫар искусствисен регионти уйрӑмӗн вӗренекенӗ Ева Митрякова Ӗпхӳре хутӑш кӗрешӳ енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ева 18-20 ҫулсенчи спортмсенсемпе ӑмӑртнӑ. 61,2 килограмм таякан виҫе категорийӗнче вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Пирӗн ентеш Ҫурҫӗр Осетири спортменкӑна парӑнтарнӑ. Финалта вара Мускаври спортсменкӑна ҫӗнеймен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86952
 

Спорт

Пирӗн ентеш, Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗн йывӑр атлечӗ Полина Андреева, ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Беларуҫре иртнӗ тупӑшура икӗ енлӗ кӗрешӳре 165 килограмм йӑтнӑ.

Ӑмӑрту Могилев хулинче иртнӗ. Унта йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланакан хӗрарӑмсем тата арҫынсем хутшӑннӑ. Пирӗн Полина Андреева 49 килограмм тайман спортсменсен ушкӑнӗнче чи маттурри пулса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86799
 

Спорт
Николай Плотников страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Николай Плотников страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Йӗп ҫинчи хӗвел» велоюхӑм хастарӗсем черетлӗ велосезона уҫнӑ. Туслӑ йыш велосипед ҫине ларса СССР лётчик-космонавчӗн Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхне, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла, ҫитсе килнӗ. Велочупӑва хастарсем Космонавтика кунне халалланӑ.

Велоюхӑм ертӳҫи Николай Плотников халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар — Шуршӑл» маршрутпа 200-е яхӑн ҫула тухнӑ. Вӗсенчен чи кӗҫенни 7 ҫулта пулнӑ, чи асли — 81-ре.

Велосипедпа ҫула тухнисене вырӑнти тӳре-шара кӗтсе илнӗ. Шупашкартан пырса ҫитнисене музейпа паллаштарнӑ, концерт кӑтартнӑ.

 

Спорт
«Новостоная барахолка» ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Новостоная барахолка» ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри спортсмен суккӑр ҫынсен пауэрлифтинг енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ.

Никита Линик (сӑнӳкерчӗкре – сылтӑмра) – Шупашкарти Спортпа адаптаци шкулӗн воспитанникӗ, спорт мастерӗн кандидачӗ.

Раҫҫей чемпионачӗ Челепир хулинче иртнӗ. Унта Никита ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ каччӑн тренерӗ — Александр Булатов.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Лана Прусакова фристайл енӗпе 9-мӗш хут Раҫҫей чемпионкт пулса тӑнӑ. Палӑртмалла, Лана 2018 ҫулта хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, 2019 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиадӑра ҫӗнтернӗ.

Хальхинче Лана Прусакова "слоуп-стайл" дисциплинӑра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫапла вӑл тупӑшӑвӑн юлашки кунӗнче палӑрнӑ.

 

Спорт
Ҫӑлкуҫ: Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗ
Ҫӑлкуҫ: Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗ

Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче ӗнер тӳре-шара хушшинче шашкӑпа шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Вырӑнти влаҫ органӗсен официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх ӑмӑртӑва мӗнпурӗ 19 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем: округ администрацийӗпе территори пайӗсенчи ӗҫченсем.

Ӑмӑртӑва администрацин вӑй-хал культури, спорт тата ҫамрӑксен политикин сектор заведующийӗ Николай Чангайкин чаплӑн уҫнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хутшӑнакансемпе паллаштарнӑ кӑна мар, ҫак спорт тӗсӗ ыттисем хушшинче 8-мӗш вырӑн йышӑннине те палӑртнӑ. Ӑмӑртун тӗп тӳри Сергей Иовлев хутшӑнакансене вӑйӑ йӗркине ӑнлантарса панӑ.

Шашкӑлла вылянӑ май пӗрремӗш вырӑна Хутар территори пайӗнчи Дмитрий Александровпа Анат Кӑмаша территори пайӗнчи Валентина Губанова йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн Юманай тӑрӑхӗнчи Олег Яковлева лекнӗ.

Шахмат енӗпе вара пӗрремӗш вырӑна Юманай территори пайӗнчи Сергей Измайлов йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑн Егоркино территори пайӗнчи Ольга Улисовӑпа Турхан территори пайӗнчи Вениамин Яскея лекнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ...102
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та