Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Арӑмӗпе упӑшки ҫӳпҫипе хупӑлчи тесе тӗрӗсех каланӑ ҫав ӗнтӗ ваттисем. Пӗрле ӗҫекенсем пирки те хӑш чух ҫапла калама юрать-тӗр.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пӗр кунӗнче Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче 39-ти хӗрарӑмпа арҫын хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ӳсӗрскерсене йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта йӗркеллӗ тытмалли пирки асӑрхаттарма пӑхнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе вӗсене шалти ӗҫсен пайне илсе кайма тӑнӑ. Ҫакӑншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ хӗрарӑм полицире ӗҫлекен хӗрарӑмпа ҫапӑҫма тапранса кайнӑ — пуҫран чышкӑпа темиҫе хутчен ҫапса янӑ.

Аллине ирӗке яракан ӳсӗр хӗрарӑм Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче кухня ӗҫченӗнче тӑрӑшаканскер пулнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Пирус тавраш сиенлӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет. Сывлахӗ те сиенленет, укҫи те тӑкакланать. Нумай пулмасть пӗр Шупашкар ҫыннипе укҫа енчен тӑкаклӑ пӑтӑрмах пулса иртнӗ иккен. Пируспа ҫыхӑннӑскер.

Хайхи усламҫӑ тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ — Мускав ҫынни пируса йӳнӗпе сутнӑ иккен. Унпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн пирусне Мускав кайса илмелли пирки пӗлтернӗ. Пирӗн усламҫӑ хӑварт кӑна тӗп хулана ҫитнӗ, анчах сутӑҫпа тӗл пулма май килмен, ҫавах та лешӗ шанчӑка ҫухатмалла мар тесе пӗлтернӗ имӗш — пирус туянас тесен укҫине куҫармалла ҫеҫ, вӑл вара тавара тарнспорт компанипе ярса парӗ. Шупашкар ҫынни килӗшнӗ, ахӑртнех усламне тӑвасшӑн ҫуннӑ пулинех.

Мускаври ҫын тавара чӑн та ярса панӑ, анчах та усламҫӑ кунта курупкасене уҫсан унта кирпӗч ҫеҫ пулнине курнӑ. Ҫапла май Шупашкар ҫыннин самай хаклӑ хакпа кирпӗч туянма тивнӗ.

Халь ку ӗҫпе тӗрӗслев пырать. Ултавҫӑна шыраҫҫӗ...

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти суту-илӳ вырӑнӗсенчен пӗринче наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем витрина ҫинче кантӑр ҫулҫине асӑрханӑ. Ун тӗлне «Cannabis» тесе ҫырса хунӑ иккен. Ку вара Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 6.13-мӗш стайине пӑснине пӗлтерет. Кантӑр наркотик йышне кӗрекен ӳсентӑран, апла тӑк ӑна рекламӑлама юрамасть.

Ҫак факт пирки суд та пулса иртнӗ ӗнтӗ. Унӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн лавккана ӗҫлеме чарма йышӑннӑ. Ҫавна пурнӑҫлассипе халӗ суд приставӗсем ӗҫлеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Полицейски сӗтев илме хӑтланни пирки тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен ӗнер кӑна эпир хыпарланӑччӗ. Паян, акӑ, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ йӗрке хуралҫипе ҫыхӑннӑ тепӗр ӗҫ пирки пӗлтерет. Ку тӗслӗх право хуралӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакан ҫын 13 хӗрача ҫумне ҫулӑхнипе ҫыхӑннӑ.

Усал ӗҫе Шупашкар районӗнчи 32-ри арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хайхи Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче кинолог-инспекторта тӑрӑшать-мӗн. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл мӑшӑрӗ опекӑна илнӗ хӗрача ҫумне ӳсӗр пуҫпа ҫулӑхнӑ имӗш. Ҫакӑн пирки хӗр пӗрчи усрав амӑшне систернӗ, лешӗ — йӗрке хуралҫисене. Ку ӗҫ пирки халӗ тӗпчев пырать.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫапах та хальлӗхе капла ҫирӗплетсе калама иртерех-ха, мӗншӗн тесен Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем капитан улталама пӑхнӑ тесе тӗпчев пуҫарса янӑ кӑна-ха.

Паянхи куна ҫакӑ паллӑ темелле. Тӗпчевҫсӗем шухӑшланӑ тӑрӑх, капитан кӑҫалхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчен тытӑнса раштавӑн 12-мӗшӗччен Шупашкрати пӗр усламҫӑран 135 пин тенкӗ илнӗ. Ӑна вӑл пулӑшса тата хӳтӗлесе пыма тесе сӑптӑрнӑ пулать. Укҫана черетлӗ хут илме тӑнӑ вӑхӑтра полицейские ярса илнӗ. Ҫав ҫын — Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче ӗҫлекен оперуполномоченнӑй.

 

Пӑтӑрмахсем

Выртан каска мӑкланӑ, ҫӳрен каска якалнӑ теме кӑмӑллатчӗ кукамай. Паян ку каларӑша темле йышӑнмалла ӗнтӗ?.. Ҫичӗ ҫӗре тухса каймасӑр та май ҫук теҫҫӗ те хӑшӗсем — аптӑравлӑ. Таса-сывӑ таврӑнсан тем мар-ха, анчах инкек-синкек курса ларасси те пулать-ҫке хӑш чух. Сарӑмсӑрлӑхран кунта та никам та шантарса калаймассине ӑнланатпӑр-ха, ҫапах та укҫа тума кайнӑ ҫын ют ҫӗртен тупӑкпа килни питех те кулянтарать-ҫке.

Ӗнер, акӑ, Коми Республикинче вӑй хуракан арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унта вӑл кранпа ӗҫленӗ. Сыктывкар хулине кӗрекен Човью текен тӑрӑхра вӑл «КомиЭкспоТрейд» компанире тӑрӑшнӑ. Инкек пирки тӗпчевҫӑсем ӗҫсыхлавӗн правилисене пӑснине пула ҫын вилнӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ют ҫӗре ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫынсем инкек курни унччен те пулкаланине аса илтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Чулхулари стройкӑра каменщик вилнӗ. Сочири Олимп стройкинчен таврӑнакан арҫынсем Пенза облаҫӗнче ҫул ҫинчи инкекре куҫ хупни те чылайӑшӗн асӗнче. Омск облаҫӗнче вӑрман касакан арҫын хурт-кӑпшанкӑ сӑхнипе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1560.html
 

Пӑтӑрмахсем

Республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи пайӗнче ҫын вилнӗ пирки тӗпчев ирттерет. Ҫакӑн пек хыпарлать ШӖМӗн пресс-служби.

Инкекӗ паян, каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче, пулнӑ иккен. Хӗрӗнкӗ арҫынна полцин пӗр пӳлӗмне тытса хупнӑ. Унта ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе илсе пынӑ иккен. Административлӑ майпа йӗркене пӑснисен пӳлӗмне илсе кӗртнӗ хыҫҫӑн кӗҫех вӑл унта ҫывӑрса кайнӑ имӗш. Каярах йӗрке хуралҫисем 41 ҫулти арҫын ҫакӑннине асӑрхаҫҫӗ.

Ҫак факт пирки ШӖМ служба тӗпчевӗ ирттерет-мӗн. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби полицейскисем хӑйсене епле тытнине те хак парасси пирки ӗнентерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/1393542/
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм тӑван амӑшне вӗлернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупмалла тунӑ. Суд ытла та кӑра йышӑну кӑларнӑ тесе вӑл пӗрремӗш инстанцири тӳрен йышӑнӑвне ҫӑхавласа та пӑхнӑ, анчах усси пулман.

Сӑра сакки ҫаврака теҫҫӗ те ӗҫӗ ҫапларах пулса тухнӑ. Кӑҫалхи ҫулла амӑшӗпе хӗрӗ эрех ӗҫсе ларнӑ. Тем пайлайман-ҫке иккӗшӗ — кӗҫӗнни аслине хӗнесе пӗтернӗ. Кайран халат пиҫиххипе пӑвса лартнӑ. Ҫакна 31-ри хӗрарӑмӑн 8 ҫулти хӗрӗ те курнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тахӑҫантанпах Ҫатракассинче вырнаҫнӑ пулнӑ. Анчах пӗринче вырӑнтисем ӑна Кашмаша куҫарма шут тытнӑ. Шухӑшпа шур пӳрт лартаймӑн теҫҫӗ те, пуҫ ватса нумай тӑман — куҫарса кайнӑ. Анчах ҫапла хӑтланнипе Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗсен пӗри килӗшме пултарайман, район прокуратурине ҫӑхавланӑ. Унта вара кӗҫех тӗрӗслев пуҫарса янӑ.

Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ӑҫта вырнаҫмаллине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх йӗркелессин пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ иккен. Асӑннӑ документра кун пирки вырӑнти йӑла-йӗркене тата социаллӑ инфраструктурӑна пӑхӑнса йӗркелемелли ҫинчен каланӑ.

Муниципалитет пӗрлешӗвӗсене куҫармалли йӗркене пирӗн республикӑра администраципе территори йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккунта пӑхса хӑварнӑ. Куҫарас йӗркене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ сӗннипе Патшалӑх Канашӗ йышӑнать. Анчах унччен вырӑнти халӑх шухӑшне пӗлмелле. Ҫатракасси ял тӑрӑхӗ ҫак самантсене шута илмен.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Суд приставӗсен мӗн кӑна тума тивмест пулӗ! Хӑш чухне вӗсен чирлӗ ҫынна пульницӑна та ҫитерме лекет. Паллаканне леҫнӗ пуль-ха тетӗр-и? Ҫук ҫав. Ют ҫыннах. Суд приставӗ ӑна хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ май илсе кайнӑ. Юрӗ, йӗркипе каласа парар-ха.

Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын ҫынна ерекен формӑллӑ туберкулезпа чирленӗ. Апла пулин те арҫын пульницӑна выртасшӑн пулман. Ҫавна кура ӑна прокуратура тухнӑ тавӑҫа пурнӑҫласа суд хайхине ирӗксӗр сиплеме йышӑну кӑларнӑ. Лешӗншӗн вара ик айкки те тӑвайкки тейӗн — пӗрех пульницӑна кайман. Ҫавна кура арҫынна суд приставӗ туберкулез пульницине ӑсатнӑ. Сӑмах май каласан, суд приставӗсен Калинин районӗнчи пайӗнче ҫавӑн евӗрлӗ ӗҫсем тата тепӗр саккӑр выртаҫҫӗ иккен.

 

Страницӑсем: 1 ... 354, 355, 356, 357, 358, 359, 360, 361, 362, 363, [364], 365, 366, 367, 368, 369
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ