Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫул-йӗр

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пассажирсене тата багажа хулапа хула хушшинче турттарассине унчченхилли йӗркепе ҫӗнӗрен пуҫарма йышӑннӑ. Ҫапла тӑвассине кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен республикӑри оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче ырланӑ.

Ҫапла вара ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн муниципалитетсем хушшинчи маршрутсем реестрти расписанипе килӗшӳллӗн ӗҫлӗҫ.

Аса илтерер: республикӑра хальхи вӑхӑтра ятарлӑ санитарипе эпидемиологи режимӗ вӑйра. Ҫавӑ ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗ алхаснипе ҫыхӑннӑ. Автобуссем унчченхиллех ҫӳреме тытӑнсан та хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалла мар тесе асӑрхаттарать ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ. Транспортра тата чарӑнусенче маска тӑхӑнмалла.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкарти аэропорт ҫывӑх кунсенче унчченхи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗ. Халӗ унтисем Мускавран каҫхине килекен рейссене йышӑнма ҫеҫ тухаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн «Победа» авиакомпани самолечӗсем кунсерен хутлама тытӑнӗҫ. Ирхи рейссене авиакомпани ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗ хыҫҫӑн уҫма палӑртать.

Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗ хыҫҫӑн «Smartavia» авиакомпани эрнекунсерен Симферополе илсе ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен «Победа» ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата вырсарникунерен Сочи хулине вӗҫме пуҫлӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ хыҫҫӑн «Nordwind» авиакомпани эрнекунсерен тата тунтикунсерен Симферополе хутлама тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗ хыҫҫӑн «Победа» самолечӗсем Шупашкара Питӗр хулипе ҫыхӑнтарӗҫ. Авиакомпани ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен хутлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CA97icLKKBx/
 

Ҫул-йӗр

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Мускава самолетсем вӗҫме тытӑннине эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтерер: икӗ уйӑх ӗҫлемен хыҫҫӑн аэропорт ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗрен уҫӑлчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мускавран килнӗ пӗрремӗш самолет тулли пулнӑ. Паян унтан черетлӗ рейс килмелле, 21 сехет те 45 минутра вӑл каялла вӗҫсе каймалла. Ҫапла, хальлӗхе самолетсем пӗр кун урлӑ ҫӳреҫҫӗ.

Шупашкарти аэропортри лармалли зал пӗчӗккине кура авиапассажирсене перрона тухмалли тепӗр зонӑра самолет кӗтме май туса панӑ. Маска тӑхӑнмаллине те аса илтереҫҫӗ. Кирлӗ пулсан ӑна аэропортра сутаҫҫӗ.

Хӑрушсӑрлӑх мерисене аэропорт ӑнланса йышӑнма ыйтать. Аэровокзал пӗчӗккине кура пассажирсене ӑсатма пыракансемсӗр пыма сӗнеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CA7L608q0V9/
 

Ҫул-йӗр

Ӗнер Шупашкартан самолет Мускава вӗҫме пуҫланине аэропортран инҫех мар пурӑнакансем асӑрхарӗҫех пулӗ. Ӗнер каҫхи вунӑ сехет ҫитеспе (тӗрӗсрех, вӑл 21 сехет те 45 минутра ҫула тухать) самолет Чӑваш Ен тӗп хулинчен вӗҫсе кайнине ҫак йӗркесен авторӗ те, мӗн пытармалли, хавасланса пӑхса юлчӗ.

«Победа» самолечӗ вӗҫме тытӑннине Шупашкарти аэропорт ҫӗр каҫах Инстаграмри страницӑри сториса вырнаҫтарнӑччӗ. Унта вӑл кӗске виҫӗ хыпар лартнӑччӗ. Пӗрремӗшӗнчен, самолетсем вӗҫме тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Иккӗмӗшӗнчен, аэропортра хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑннине ҫирӗплетсе паракан видео лартнӑччӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, самолет тулли пулнине хыпарланӑччӗ.

Аса илтерер: Шупашкартан самолетсем Мускава хальлӗхе кун урлӑ вӗҫеҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкарти «Лапсар проездне юсаса ҫӗнетес ыйту тинех вырӑнтан хускалчӗ», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра.

Паянхи куна илсен, ҫулӑн ҫав пайне республика харпӑрлӑхне куҫарасси юлнӑ. Ҫитес эрнере вӑл ыйту татӑлмалла. Ун хыҫҫӑн реконструкци валли проект хатӗрлӗҫ.

Лапсарти промышленность зонинче вырнаҫнӑ 40-е яхӑн предприяти-организаци проектпа смета документацийӗ валли 5 миллион тенке яхӑн пухнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ хыснаран та уйӑрма шантарнӑ. Проект экспертизине тӳлевсӗр ирттерме калаҫса татӑлнӑ.

Газ валеҫекен станцие  е куҫарӗҫ, е сӳтӗҫ. Унтан газ илсе тӑракансене тепӗр магистральпе ҫыхӑнтарма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ҫула юсамалли проектпа смета документацине кӑҫал, ҫула 2024-2025 ҫулсенче туса пӗтермелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CAh8kXDAPnj/
 

Ҫул-йӗр

«Раҫҫейре икӗ ыйту — ухмахсем тата ҫулсем», — теме юратаҫҫӗ ыттисенчен тӑрӑхлас килнӗ чух. Ку сӑмах ҫаврӑнӑшне япӑх ҫулпа ҫӳреме тивсен те аса илеҫҫӗ.

Раҫҫейри ҫулсен пахалӑхӗ пирки каланине Канаш хулинчен Йӗпреҫ поселокӗ енне каякансен те калама тивет пулӗ.

Ҫул ванса пӗтнине ӗнентермелле тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче унччен сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑччӗ. Халӗ вара «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал Инстаграмра видео лартнӑ.

Канашран Йӗпреҫе каякан ҫул хӑрушшине, анчах шӑтӑк-путӑка юсама васкаманнине пӗлтернӗ унта.

Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ муниципалитетри начар виҫӗ участока юсасси паха тата... вӑхӑтра пулса пынине ӗнентернӗ-мӗн.

Пост авторӗ пуҫлӑх шухӑшӗпе килӗшмест. Вӑл 50597-2017-мӗш номерлӗ ГОСТа аса илнӗ. Унта вара нормативпа килӗшсе тӑман шӑтӑк-путӑка (тӑршшӗ 15 см ытла, тарӑнӑшӗ 5 см ытла пулсан) 5 талӑкран пуҫласа 15 талӑкчен юсамаллине каланӑ. «Регион пӗлтерӗшлӗ трасса ҫинче йӑлт урӑхла. Мӗншӗн?» — пуҫ ватнӑ пост авторӗ.

 

Ҫул-йӗр
snip1.ru сӑнӳкерчӗкӗ
snip1.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» трасса Чӑваш Енри ултӑ район территорийӗпе иртӗ. Пирӗн республикӑра ҫав ҫул тӑршшӗ 94 километр пулӗ. Кун пирки ЧР строительство министрӗ Владимир Осипов республика ертӳҫине Олег Николаева пӗлтернӗ. Транспорт отрасльне республикӑра ҫитес пилӗк ҫулта аталантармалли стратегие ҫав трассӑна та кӗртнӗ.

Машинӑсене хӑвӑрт ҫӳреме саракан трасса Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсемпе иртӗ.

«Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» пӗтӗм тӗнчери транспорт коридорӗн «Мускав — Чулхула — Хусан» сыпӑкӗ пирӗн республикӑшӑн та меллӗ пулассине шанаҫҫӗ.

Халӗ яваплисем проект умӗнхи ӗҫсемпе тимлеҫҫӗ.

«Мускав — Чулхула — Хусан» трасса тӑршшӗ 729 км пулӗ, кашни енпе икшер полоса тума палӑртнӑ. Вӑл ҫулпа машинӑсем сехетре 120 километр хӑвалайӗҫ. Трассӑна тӑвассине тӑватӑ тапхӑрпа палӑртнӑ. Мӗнпур ӗҫе 2027 ҫул тӗлне вӗҫлесшӗн.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ тума пуҫланӑ. Ку ӗҫе «Дорисс» пурнӑҫлать.

6 ҫухрӑмлӑ ҫул ҫинче ҫӗр ҫийӗн каҫмалли икӗ каҫӑ пулӗ. Тепри – Хыркасси тӗлӗнче. Пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе 56 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

2023 ҫул тӗлне унти ҫул, Хыркассипе Явӑш хушшинче, тӑватӑ полосаллӑ пулмалла. Хыркасси патӗнче вара развязка тума палӑртнӑ.

Халӗ ҫул ҫинче ӗҫ хӗрӳ пырать. Водительсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Шупашкарта кашни ҫул валли харпӑр рецептпа асфальт суйлӗҫ. Асфальт мӗнрен пулассине автомобиль трафикне, ҫул мӗнле пахалӑхлӑ пулнине кура палӑртӗҫ.

Палӑртмалла: пӗлтӗр кун пек майпа Кривов урамӗнчи ҫула юсанӑ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Яноушек, Тукташ, Игнатьев урамӗсене, Трактор тӑвакансен проспектне юсама пуҫланӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнче бордюрсене илнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал ку урамра юлнӑ ҫул пайне – тасатакан сооруженисенчен пуҫласа Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ таран, юсаса пӗтерӗҫ. Унта ТУС компани ӗҫлет. Ҫула ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли туса пӗтермелле.

 

Ҫул-йӗр

2020 ҫулта Чӑваш Енре 3 метан автогаз заправки станцийӗ тума палӑртаҫҫӗ.

Станцисенчен пӗрне «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче Куславкка районӗнче тӑвасшӑн, теприне – «Вятка» автоҫул ҫинче Шупашкар районӗнче, 3-мӗшне – Шупашкарта. Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулта тата тепӗр икӗ заправка станцийӗ уҫасшӑн.

Газлӑ мотор топливин пасарне аталантарас тӗллевлӗ патшалӑх программине пурнӑҫласа ҫутҫанталӑк газӗллӗ заправка инфраструктурине сарма кӑҫал республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ, ҫав шутра федераци хыснинчен 112,8 миллион тенкӗ уйӑрмалла; 2021 ҫулта – 63,8 миллион тенкӗ, ҫав шутра федераци хыснинчен – 60 миллион тенкӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, ...71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи