Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
kubnews.ru сайтри сӑн
kubnews.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Вӑл 18 ҫул тултарман ывӑлне шар кӑтартнӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, амӑшӗ пӗр кунхине ывӑлне ҫӳп-ҫап контейнерӗ патне йӑтса пынӑ та унта перессипе хӑратнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм ачине пӑвма хӑтланнӑ.

Халӗ ача социаллӑ учрежденире пурӑнать. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, приговор саккунлӑ вӑя кӗмен. Кун хыҫҫӑн ӑна амӑшӗн прависӗр хӑварма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
8kubov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
8kubov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн илекен хака йӳнетӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ ӗнер республика Правительствинче Михаил Игнатьев Элтепер тӳре-шарапа ирттернӗ тунтикунхи канашлура. Хак йӳнелессине Тариф службин ертӳҫи Марина Кадилова ӗнентернӗ.

Хаксем 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен чакӗҫ. Ҫакӑ йӑлари хытӑ каяшӑн ҫын пуҫне тивекен нормативне чакарнипе ҫыхӑннӑ.

Ялта пурӑнакансенсен ҫитес ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче кашни ҫын пуҫне 49 тенкӗ те 72 пус тӳлемелле пулӗ. Утӑ уйӑхӗнчен вара ҫак виҫе хакланӗ. Ун чухне вӑл 60 тенкӗ те 60 пуспа танлашӗ.

Хулара пурӑнакансен нормативне те пӗчӗклетнӗ. Вӗсене ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 60 тенкӗ те 80 пус тӳлеттерӗҫ, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен вара — 73 тенкӗ ытларах.

 

Республикӑра
gtrk.tv сайтри сӑн
gtrk.tv сайтри сӑн

Упӑшки 11 ҫулти хӗрне хӗнени пирки амӑшӗ полицие пӗлтернӗ. Ку ӗҫ Следстви комитетне кӑсӑклантарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ҫемьерен уйрӑм пурӑнать, тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӑрӑшать.

Сӑмах – Улатӑрта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын пирки. Вӑл ҫур ҫулта 11 ҫулти хӗрне виҫӗ хутчен хӗненӗ. Малтан ача кавир ҫине сӗткен тӑкса янӑ, тепрехинче килти йытта кӑра арҫынран хӳтӗлеме тӑнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче хӗрача ашшӗне эрехрен писме ыйтнӑ. Ҫакӑншӑн пӗчӗкскере пӗҫерккӗ лекнӗ.

Амӑшӗ чӑтайман – кун пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем ытти тӗслӗхе те тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Халӗ ҫемьерен уйрӑм пурӑнакан арҫын эрех ӗҫме пӑрахнӑ-мӗн. Пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн судне ярса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61244
 

Республикӑра
"Россия — страна возможностей" пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗ
"Россия — страна возможностей" пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакан Артем Порфирьев «Зенит» команда футболла вылянине курма юратать, мӗншӗн тесен унта унӑн юратнӑ футболисчӗ Артем Дзюба пур. 11 ҫулти арҫын ача унпа куҫа-куҫӑн тӗл пулма ӗмӗтленнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Манпа пӗрле ӗмӗтлен» ыркӑмӑллӑх проекчӗ ӑна пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑ.

Артем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Хусана «Зенит» футбол клубӗн матчне курма килнӗ. Матчра «Зенит» ҫӗнтернӗ, юлашки гола Артем Дзюба тапса кӗртнӗ. Кун хыҫҫӑн Артем Порфирьев хӑйӗн кумирӗпе тӗл пулнӑ, унпа пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ, автограф илнӗ.

Сӑмах май, Артем Дзюбӑн амӑшӗ Светлана Александровна Ҫӗрпӳре ҫуралнӑ, Артем ҫак хулара кукамӑшӗ патӗнче ҫуллахи каникула ирттернӗ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Шупашкар районӗнче М-7 автуҫул ҫинче пулнӑ аварире 5 ҫын шар курнӑ. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 17 сехет те 20 минутра» Фольксваген» водителӗ руле итлеттерейменнипе ҫул ҫинчи карта ҫине пырса тӑрӑннӑ, унтан ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Аварире 56 ҫулти водитель, 53-ри хӗрарӑм, вӗсен 19-ти тата 17-ри ачисем суранланнӑ.

Ҫав вырӑнтах 18 сехетре тепӗр ҫынна ҫапса кайнӑ. 38 ҫулти арҫын ҫул варринчи карта патӗнче тӑнӑ, ун ҫине «Фольксваген Гольф» пырса кӗнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын авари вырӑнне килнӗ, унта ун ҫемйи шар курнӑ-мӗн. Хайхискере хӑйне те машина ҫапса кайнӑ. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/61225
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Виҫенер ялӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ҫухални пирки ҫӑлавҫӑсене ӗнер сӗм каҫхине пӗлтернӗ. Ӑна шырама «Лиза Алерт» отряд хастарӗсем те хутшӑннӑ.

Ӗнер ирхине 5 арҫын темиҫе ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пӗвене пулла кайнӑ, унта ҫитсен кашни урӑх вырӑн йышӑннӑ. Таврана каҫ сӗмӗ ҫапма пуҫласан пулӑҫсем машина патне тухма тытӑннӑ, анчах пӗри килмен. Хайхискерсем ӑна 4 сехет шыранӑ, унтан ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ.

Ҫур ҫӗр ҫывхарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем арҫынна шырама тытӑннӑ. Виҫҫӗ ҫитесси 15 минутра вӑйсӑр сасӑ илтӗнса кайнӑ. Ҫак сасӑ ӑҫтан пулнине ӑнлансан тинех пулӑҫа тупнӑ: вӑл шӑнса кӳтнӗ, вӑйсӑрланнӑ. Арҫын ҫакна пӑхмасӑрах виҫӗ ҫухрӑмри машини патне утма хӑтланнӑ.

Шӑнса кайнӑскере тухтӑрсем патне леҫнӗ.

 

Республикӑра
http://sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ
http://sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ

Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакан Николай Угаслова «Красноармейски районӗн хисеплӗ ҫынни» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ.

Ҫак ыйтӑва асӑннӑ районти Депутатсен пухӑвӗн ҫак эрнери ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ларӑва Красноармейски район пуҫлӑхӗ — Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Валерий Петров ертсе пынӑ.

Николай Угаслов Красноармейски районӗн пурнӑҫӗн аталанӑвне хастар хутшӑнать тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Угаслов пулӑшнипе Красноармейскинче, Мӑн Шетмӗре тата Алманчӑкра чиркӳсем тӑваҫҫӗ. Шкулсемпе ача пахчисенче котельнӑйсем тума стройматериал уйӑрнӑ. Ҫул-йӗр тума та, культура мероприятийӗсене ирттерме те Николай Угаслов пулӑшать иккен. Ҫавна шута илсе вырӑнти тӳре-шарапа депутатсем ӑна хавхалантарма йышӑннӑ.

 

Республикӑра
youtube.com сайтри сӑн
youtube.com сайтри сӑн

Куславкка хулинче пурӑнакан арҫын суд сакки ҫине ларӗ. 64 ҫулти арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, Атӑл хӗрринче пӑшал тупнӑ та ӑна хӑйӗн килӗнче упранӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ватӑ арҫын кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Атӑл хӗрринче полиэтилен хутаҫпа чӗркенӗ пӑшал обрезӗ выртнине асӑрханӑ та ӑна килне йӑтса кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл ӑна пӗлӗшне панӑ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, Куславкка районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ. Палӑртса хӑварар: куншӑн 4 ҫул таран колоние ӑсатма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫул ҫитиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Чылайӑшӗ уява хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкассинчи культура ҫуртӗнче Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫисем уҫӑлнӑ.

Палӑртмалла: асӑннӑ тӑрӑхра Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫисем виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлеҫҫӗ. Унта хутшӑнакансен шучӗ те ҫулра-ҫул ӳссе пырать. Ӑсталӑх лаҫҫине ҫӳрекенсем алӑ айӗнчи япаласенчен хитре япаласем ӑсталаҫҫӗ. Ав нумаях пулмасть вӗсем хутран юр пӗрчисем касса кӑларнӑ, пӗр-пӗрне тӗлӗнтернӗ.

Ӑсталӑх лаҫҫинче хатӗрленӗ япаласене вӗсем тӑванӗсемпе тусӗсене парнелеҫҫӗ, хӑйсем те усӑ кураҫҫӗ.

 

Республикӑра
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулинче пӗр арҫын нумайх хутлӑ ҫурт тӑррине хӑпарса кайнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Арҫын вӑйлах ӳсӗр пулнӑ-мӗн.

Иртен-ҫӳрен ҫурт тӑрринче ҫын пулнине асӑрхасан хӑраса ӳкнӗ, ҫӑлав службине шӑнкӑравласа чӗннӗ. Анчах арҫын унтан хӑйех анма пултарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кайран иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ, лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ.

Ҫурт тӑрринчен ансан ӳсӗрскере тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Медиксем ӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн психиатри экспертизи ирттермешкӗн янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61131
 

Страницӑсем: 1 ... 232, 233, 234, 235, 236, 237, 238, 239, 240, 241, [242], 243, 244, 245, 246, 247, 248, 249, 250, 251, 252, ...581
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 16

1989
35
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2002
22
Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ