Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Чӑваш Ене 12 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.

5 «ГАЗель Next» и 7 «Соболь-Бизнес» автомобильсем ял тӑрӑхӗсенче тата пӗчӗк хуласенче ӗҫлӗҫ. Вӗсене Етӗрнене, Канаша, Патӑрьеле, Ҫӗрпӳне, Ҫӗнӗ Шупашкара тата Шупашкара ярӗҫ.

Машинӑсене Раҫҫей правительствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Кашнин ҫинче реанимаци, интенсивлӑ терапи валли хатӗр-хӗтӗр пур.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре гриппа чирлекен йышлӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонра халӑхӑн 46,1 проценчӗ грипран прививка тутарнӑ. Ку, ытти регионпа танлаштарсан, сахал. Танлаштарӑмра ку енӗпе пирӗн регион хыҫалтан 8-мӗш вырӑн йышӑнать.

Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре 76 ытла миллион ҫын грипран прививка тутарнӑ. Ку 52,2 процентпа танлашать. Республикӑра пӗтӗмпе 13,6 пин ҫын ОРВИпе тата гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсен 48,6 проценчӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче пульницӑсем мӗнле ӗҫлени паллӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен канмалли кунсем пулӗҫ.

Амбулатори тата стационар условийӗсенче графикпа килӗшӳллӗ медпулӑшу парӗҫ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче тата 7-мӗшӗнче 8-13 сехетсенче тухтӑртан пулӑшу илме май пулӗ. Вакцинаци пӳлӗмӗ те ҫав вӑхӑтрах ӗҫлӗ.

Кӑрлачӑн 3-6-мӗшӗсенче тата 8-мӗшӗнче 8-20 сехетсенче васкавлӑ медпулӑшу илме май пулӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирленӗ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Иртнӗ эрнере унпа 41 ҫын чирленӗ.

Чӳкӗн 21-27-мӗшӗсенче 2 тӗслӗх пулнӑ, чӳкӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен 20 ҫын чирленӗ. Ытларахӑшӗ - ачасем.

Сысна грипӗпе чирленине мӗнле пӗлмелле? Ӳт температури пысӑк, апат лайӑх анмасть. Паллах, диагноз пирки тухтӑра чӗнсен кӑна тӗрӗс пӗлме пулать.

Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра ОРВИпе чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Юлашки талӑкра республикӑра 181 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Кун пек кӑтарту юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе пулман.

Иртнӗ талӑкра 59 ҫын пульницӑран сывалса тухнӑ. 15 ҫынна вара пульницӑна вырттарнӑ. Шел те, 1 ҫын вилнӗ. Кӑшӑлвирусран вилнӗ тӗслӗх 2,5 эрне пулман. Юлашки хутчен кун пек тӗслӗхе чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче шута илнӗ.

Чӳк уйӑхӗнче кӑшӑлвируса 3 ҫын парӑнтарайман.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян - СПИДпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи статистикӑна илес тӗк, республикӑра 2937 ВИЧ-инфекциллӗ ҫын пурӑнать. Пӗлтӗр 2784 ҫын пулнӑ.

2709 ҫын диспансер учетӗнче тӑрать. 107 ҫыннӑн чирӗ СПИД тапхӑрне куҫнӑ.

Кӑҫал 10 уйӑхра 242 ҫын ВИЧпа чирленине палӑртнӑ. 23-шне юпа уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Ҫак чирпе нушаланакансенчен ытларахӑшӗ 31-50 ҫулсенче. ВИЧ инфекциллисем ытларах Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ытларах.

 

Сывлӑх

Раштав уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ахӑртнех, юр нумай ҫумӗ, ытларах антициклон хуҫаланӗ, сивӗ те уяр кунсем тӑрӗҫ. Сывлӑш температури вӑтамран 8,5 градус пулӗ.

Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх тӑршшӗпе юр 3-4 хутчен кӑна ҫӑвӗ. Ҫапах уйӑх вӗҫнелле юр хулӑнӑшӗ 25-30 сантиметра ҫитӗ. Питӗ шартлама сивӗ ҫанталӑках пулмӗ. Каҫсерен термометр 20 градусран сивӗрех кӑтартмӗ.

Хушӑран ӑшӑтма пултарӗ, анчах нумайлӑха мар.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Кӑшӑлвируспа чирлекенсем юпа уйӑхӗнче нумай пулман. Паян ав статистика пӗлтерет: юлашки талӑкра 124 ҫын инфекциленнӗ. Кунашкалли юпа уйӑхӗнче пачах пулман. Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑна 102 ҫын чирленине палӑртнӑ.

Иртнӗ талӑкра чирлекенсене пульницӑна вырттарнӑ тӗслӗх пулман. 45 ҫын сывалнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне республикӑра 780 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланаҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Етӗрнере санитари вертолечӗ валли лапам тума пуҫланӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтермелле.

Пӗлтӗр Етӗрне тӑрӑхӗнче 70 пациента пульницӑна питӗ хӑвӑрт илсе ҫитерме тивнӗ. Вӗсене транспортпа илсе кайнӑ. Анчах пур пациент та кун пек чухне ҫула чӑтса ирттереймест. Уйрӑмах - выртакансем.

Ҫитес ҫул Етӗрнере ку енӗпе лару-тӑру лайӑхланмалла, пациентсене санавиаци илсе ҫӳрӗ.

Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче республикӑра санавиаципе 88 пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хальлӗхе вертолет вӗҫме пӑрахнӑ.

 

Сывлӑх
Владислав Павлов. cap.ru сайтри сӑн
Владислав Павлов. cap.ru сайтри сӑн

Тренажер залӗнче тренировка ирттерекен арҫын 70 килограмм таякан штангӑна пуҫӗ ҫине ӳкернӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.

18 ҫулти спортсмен выртса штангӑна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен тӗртнӗ. Ӑнсӑртран вӑл ӑна пуҫӗ ҫине ӳкернӗ. Унӑн куҫлӑхӗ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, ванчӑкӗсем куҫ хупанкине сиенлетнӗ. Спортзал администраторӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Тухтӑрсен бригади 8 минутран ҫитнӗ. Владислав Павлов ванчӑк куҫне кӗрсе кайманнине палӑртсан сурана ҫыхса янӑ. Пациента Республикӑри офтальмологи клиника пульницине илсе ҫитернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, ...170
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть