Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Вӗренӳ

Вӗренӳ

Хӗрлӗ Чутай районӗнче сывӑ пурнӑҫ йӗркине халалласа акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем районти 5-6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче интеллектуаллӑ марафон ирттерчӗҫ. Марафона Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӗн виҫӗ ушкӑнӗ, Питӗркасси тата Атнар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем, Шулю, Тури Ҫӗрпӳкасси тата Штанаш тулли мар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ.

Программӑна Наталия Артемьева ертсе пычӗ. Командӑсем пухӑннисене хӑйсемпе акӑлчан чӗлхипе паллаштарчӗҫ. Унтан кашни команда спорт тата сывӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ вӑйӑсенче тупӑшрӗ: Олимпиада символӗн пилӗк ункине парӑнтарма сӑвӑ калама, физкультура тума та тӗрлӗ конкурссем витӗр тухма тиврӗ ачасен.

Хӗрлӗ Чутайри 5-мӗш класра вӗренекенсем «Тухтӑр сӗнӗвӗсем» сценка лартса пачӗҫ, витаминсемпе паллаштарчӗҫ. 11-мӗшӗнчи Анжела Патьянова, Любовь Катюкова тата Юлия Инжебейкина хаваслӑ кӗвӗпе пухӑннисене ташлаттарчӗҫ. Командӑсенчи вӗренекенсем марафонта хӑйсем акӑлчан чӗлхине лайӑх пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.

 

Вӗренӳ

Республикӑн Вӗренӳ министерстви Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн логотипне палӑртма конкурс ирттерессине пӗлтерет. Унта камсем хутшӑнма юрассипе асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма пулать. Кӗскен каласан, унта хутшӑнма никама та чармаҫҫӗ. Кӑмӑл тата илеме туйма тата кӑтартма пӗлни, шухӑша уҫса пама пӗлни кӑна кирлӗ тесен те юрать.

Ҫӗнтерӳҫӗ-логотипа кайран интернет-сайтсене илемлетме, тӗрлӗ информаци, реклама тата парнелӗх япаласем хатӗрленӗ чух усӑ курӗҫ.

Конкурс ҫитес уйӑхӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 28-мӗшӗччен пырӗ. Ӗҫсене obrazov3@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех пӗлес тесен (8352) 64-21-77 номерпе шӑнкӑравлама юрать.

 

Вӗренӳ

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсен «Вӗри чӗресем» ушкӑнӗ «Ҫутҫанталӑк патне тунӑ ҫичӗ утӑм» республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ.

Тӑван тӑрӑха тирпейлесе илемлетес енпе пӗлтӗр епле ӗҫлесе пынине каласа кӑтартакан ӗҫсене пухас, вӗсен тӑрӑх конкурс йӗркелес шухӑша «Сӑрҫум» патшалӑх заповедникӗпе «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ пуҫарнӑ. Унта 1–11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултарнӑ. Хастарсем 9 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 26 шкул команди ӑмӑртнӑ. Финала ҫиччӗн тухнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗне «Контактра» тата Фейсбук халӑх тетелӗсемпе усӑ куракансене палӑртма май туса панӑ. Вӗсем чӑрӑшкассисене кӑмӑлларах панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш енри уйрӑмах сыхлакан ҫу ҫанталӑк вырӑнӗсем тӑрӑх виҫӗ кунлӑх курса ҫӳреме тӳлевсӗр путевка лекнӗ. Ҫулҫӳреве ачасем ҫу–авӑн уйӑхӗсенче, хӑйсене меллӗ вӑхӑтра, кайма пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=98151
 

Вӗренӳ

Вӑрнар районӗнчи 1-мӗш шкулта Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ Иван Никифоров ҫуралнӑранпа 104 ҫул ҫитнине хатӗрленме тытӑннӑ. Вӑл чылай ҫул педагогикӑра ӗҫленӗ. Вӑрнарта пурӑннӑ. 94 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ Иван Никифоров ячӗпе хисепленсе тӑрать.

Асӑну кунӗ тӗлне шкул вулавӑшӗнче «Эпир асра тытса пурӑнатпӑр» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта Никифоровпа ҫыхӑннӑ материалсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе, статьясемпе паллашма май туса панӑ.

Шкулта викторина, класс сехечӗсем, ҫавра сӗтелсем, математика олимпиада, хаваслисемпе тавҫӑруллисен конкурсне ирттерме палӑртаҫҫӗ.

Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Иван Никифоров ҫуралнӑ кун, мӗнпур класра ун пирки аса илсе калаҫу ирттереҫҫӗ.

 

Вӗренӳ Саминара хутшӑннисем
Саминара хутшӑннисем

Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине паха шайра тата тухӑҫлӑ вӗрентесси» семинар иртнӗ.

Семинарта чӑваш чӗлхине хальхи вӑхӑтра аталантармалли майсем пирки калаҫнӑ, ҫавӑн пекех «Г.Н. Волков академикӑн чун-чӗм еткерлӗхне шкулсенче вӗрентесси», «Ачасен пуплевӗн лексика пуянлӑхне ӳстересси», «Класс тулашӗнчи ӗҫсем чӑваш чӗлхине вӗренес туртӑма витӗм кӳни» тата ытти доклада итленӗ.

«2014 ҫул — Культура ҫулталӑкӗ. Ҫавна май пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем тӑван культурӑпа, историпе мухтанма-мӑнаҫланма тытӑнсан, йӑла-йӗркене тытса пырсан халӑхӑмӑр та, чӗлхе те сыхланса юлатех. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрса ӗҫлемелле», — семинара хутшӑннисем ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/50.html
 

Вӗренӳ

Паянтан Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри предмет олимпиадисен Чӑваш Енри тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӗренӳре уйрӑмах талпӑнуллисенчен пӗрисем 21 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ. Олимпиада ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗччен пырӗ. Паянпа ыран, сӑмахран, ачасем акӑлчан чӗлхипе олимпиадӑна хутшӑнаҫҫӗ. Унта 9–11-мӗш классенче вӗренекен 83 ача тупӑшӗ. Ҫавсенчен ытларахӑшӗ, 46-шӗ, Шупашкар ачисем, 6-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкартан, 31-шӗ — районсемпе ытти хула ачисем.

Регионти олимпиадӑна хутшӑнма тӗп хулари 4-мӗш лицейре вӗренекен 20 ача тивӗҫнӗ.

Муниципалитет шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна 7–11-мӗш классенче вӗренекен 35 пин ытла хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ, 2 730-шӗ, пӗлӗве математикӑпа тӗрӗсленӗ. Биологие кӑмӑллакансем те йышлӑ: 2 703 ача район е хула шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна хутшӑннӑ. Олимпиадӑна хутшӑннисен хисепӗ тӑрӑх хакласан, ҫавӑн пекех ачасенчен самайӑшӗ вырӑс чӗлхипе историе юратса вӗренеҫҫӗ тесе шухӑшламалла.

 

Вӗренӳ

Етӗрне районӗнчи шкул ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул ҫитӗнӳпе пуҫланнӑ. Вӗсем «Этем — историре. Раҫҫей — XX ӗмӗр» тӗпчев ӗҫӗсен республика шайӗнчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Палтай шкулӗнче вӗренекен Михаил Шуверов «Ҫын тата пӗчӗк тӑван ҫӗршыв» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Урпашри вӑтам шкулта вӗренекен Светлана Портнова «Этем, общество, ҫар» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Этем тата влаҫ» ятлинче Советски шкулти Ирина Игнатьева тата Тури Ачакри Елена Одикова 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫемье историйӗ пирки каласа панӑ Засурскинчи тулли мар вӑтам шкулти Михаил Иванов 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

Тӗпчев ӗҫне ачасем паян кӑна пуҫӑнман иккен-ха. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унччен те вӗсем тӑван тӑрӑх историйӗпе, паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Ӗҫе тӗплӗ тӑвас тесе вӗсем архиври материалсемпе те усӑ кураҫҫӗ паллах, музей-вулавӑшсенче те лараҫҫӗ, тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫса калаҫаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче студентсене пуйӑспа ҫур хакпа ҫӳреме ирӗк паракан йышӑнӑва ырланӑ.

Ҫӑмӑллӑх хулаҫум ҫыхӑнупа ҫӳрекенсене кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 15-мӗшӗччен тата авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗччен пуйӑс хакӗн ҫуррине кӑна тӳлеттерме йышӑннӑ. Йышӑну шкулта, вӑтам, аслӑ професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансене пырса тивет. Чукун ҫул предприятине тӑкака республика хысни шучӗпе саплаштарӗҫ.

 

Вӗренӳ

Топонимикӑн 1-мӗш олимпиадин ҫӗнтерӳҫисем паллӑ. Вӗсем ҫинчен инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче пӗлме пулать. 1-мӗш вырӑнсене вара виҫҫӗ ача ҫӗнсе илнӗ: Дарья Валиулина (Тутар Республики), Ксения Александрова (Канашри 3-мӗш шкул) тата Анастасия Федорова (Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкассинчи вӑтам шкул).

Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Тав ҫырӑвӗпе чыслать. Ачасем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Олипиадӑна хутшӑнннӑ шкул ертӳҫисем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн Хутшӑну сертификатне илме тивӗҫнӗ.

Чыслав хӑҫан пуласси ҫинчен хутшӑнакансене уйрӑм хыпарлӑпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://shkulta.ucoz.ru/
 

Вӗренӳ Максим Михайлов
Максим Михайлов

Нумаях пулмасть республикӑра «Театр юбилейӗсем — 2013» инҫет олимпиади иртнӗ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗскере хальхинче СССР халӑх артисчӗ Максим Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Олимпиадӑна хуласемпе районсенчи хушма пӗлӳ парас енӗпе ӗҫлекен музыка тата ӳнер шкулӗсенче ӑс пухакансене тата республикӑри культура училищинче вӗренекенсене явӑҫтарнӑ. Ӗҫсене тӗрлӗ ене пӑхса хакланине пӗлтереҫҫӗ: литературӑпа ӗҫлеме пултарнине, ӗҫсене илемлетнине кура, ыйтӑва хуравлани тӑрӑх, материала уҫса панине шута илсе...

Проекта Тӑвайӗнчи ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева хутшӑннӑ. Вӑл унта тӗп парнене — Гран-прие ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш композиторӗсемпе классик-композиторсен пултарулӑхӗпе ӑна Светлана Глухова преподаватель паллаштарнӑ иккен.

 

Страницӑсем: 1 ... 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, [126], 127, 128, 129
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 16

1989
35
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2002
22
Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи