Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк самаях ӑшӑ. Кӑнтӑрла термометр 25 градус кӑтартать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ҫанталӑк юнкунччен тӑрӗ.

Кӗҫнерникун ӑмӑрланӗ. Эрне вӗҫнелле, канмалли кунсенче ҫумӑр ҫӑвӗ. Ун чухне ҫанталӑк та уҫӑрах пулӗ. Кӑнтӑрласерен 20 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ

 

Ҫутҫанталӑк
"Про Город" хаҫат архивӗнчи сӑн
"Про Город" хаҫат архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енре Кӗтне юханшывӗнче пулӑ вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Редакцие Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ҫывӑхӗнче ӳкернӗ сӑнсене те ярса панӑ.

Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑсем темиҫе ҫул каялла вилнӗ, вӗсем шыв ҫийне тухнӑ. Ҫыран хӗрринче те пулӑ нумай выртать.

Хырай Ӗнел ҫывӑхӗнче кӑна мар кун пек лару-тӑру-мӗн. Кӗтне тӑршшӗпех пулӑсем вилнӗ. Росприроднадзор, Рыбнадзор, Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем шыва тӗпчеме илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88047
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк ҫуллахи пек мар, ҫу уйӑхӗнчи пек кӑна ӑшӑ. Ӗнер Шупашкарта вӑтамран 13 градус пулнӑ. Кунашкал сивӗ ҫанталӑк эрнипех тӑрӗ.

Паян-ыран кӑнтӑрла 15 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле 6-7 градус пулӗ. Ытларикун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче 17-19 градус таран ӑшӑтӗ.

Эрнекунран уҫласа вырсарникунччен 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хӗвел пӑхӗ, ҫумӑр ҫумӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк ҫуллахи пек шӑрӑх тӑмасть. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, хальлӗхе шӑрӑх пуласса кӗтмелле мар.

Паян самай ӑшӑ-ха. Ыран 25 градус пулӗ, вырсарникун – 20 градус. Ҫумӑр ҫумӗ. Кӗҫӗр 11-16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Кайран вара палӑрмаллах сивӗтӗ: ҫӗрлесерен 5-10 градус кӑна пулӗ. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Ҫитес эрнере те уҫӑ ҫанталӑк пулӗ. Хӗвел ытлах пӑхмӗ, сывлӑш 18-20 градус таран кӑна ӑшӑнӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун 24 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере канмалли кунсем тӗлне каллех сивӗтӗ. Ҫумӑр та ҫукалӗ. Республика кунӗнче ӑшӑрах ҫанталӑк тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫулла сивӗ ҫанталӑкран пуҫланчӗ. Ҫӗрле зӑщ-пӗр вырӑнта тӑм ӳкнӗ. Кун пек сивӗ каҫсем ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченех пулман.

Ку эрнере ӑшӑтӗ. Сывлӑш температури 25 градус таран та ӑшӑнӗ. Кӑнтӑр районӗсенче кӗҫнерникунпа эрнекун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать.

Канмплли кунсенче каллех сивӗтет. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, вӑйланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Шӑматкун кӑна ӑшӑччӗ, ӗнер вара тӑрук сивӗтрӗ. Паян ҫӗрле 4-7 градус кӑна пулнӑ.

Ку эрнере сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрла нумайран та 20 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ.

Ҫӗртмен 9-мӗшӗ тӗлне самай ӑшӑтӗ. Анчах уяври канмалли кунсенче самай уҫӑ ҫанталӑк тӑрӗ – термометр кӑнтӑрла 15-17 градус кӑна кӑтартӗ, ҫӗрле – 4-5 градус ӑшӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ыран – ҫулла. Вӑл пӗлтӗрхи пекех шӑрӑх тата типӗ пуласси пирки калаҫаҫҫӗ.

Анчах синоптиксен прогноз урӑхла: ҫав тери шӑрӑх тата типӗ пулмӗ. Ҫапах ку ҫӗртме уйӑхне пырса тивмест. Ун чухне сывлӑш температури вӑтамран 17,5 градус ытларах пулӗ. Ҫумӑр 64 миллиметртан сахалрах ҫӑвӗ.

Пӗрремӗш декадӑра сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Унтан ӑшӑтма пуҫлӗ. Иккӗмӗш декадӑра термометр 30 градус таран кӑтартӗ. Ҫумӑр ытларах иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш декадӑсенче ҫӑвӗ. Ахӑртнех, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӑвакан аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере пирӗн республикӑра циклон хуҫланать. Пирӗн пата ҫурҫӗр енчен уҫӑрах сывлӑш килнӗ. Ҫак кунсенче кӑнтӑрласерен те уҫӑрах пулӗ: термометр 20-22 градус кӑна кӑтартӗ.

Юнкун ҫумӑр вӑйлах ҫума пултарать. Кӗҫнерникунран пуҫласа шӑматкунччен уяр тата ӑшӑ ҫанталӑк савӑнтарӗ.

Вырсарникун, Ҫимӗкре, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ енчен самай вӑйлӑ вӗрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк ҫуллахи пекех шӑрӑх тӑрать. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрах, ҫитес 10 кунра ӑшӑ пулӗ.

Ку эрнере кӗҫнерникунпа эрнекун термометр 30 граду кӑтартӗ. Ҫӗрлесерен те 16-18 градус ӑшӑ пулӗ.

Юнкун хӗвеланӑҫ районӗсенче ҫумӑр ҫума пултарать. Канмалли кунсенче аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ун чухне кӑштах сивӗтӗ те.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем унччен ку канмалли кунсенче ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара улшӑнусем пур. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫумӑр Мускав еннелле кайӗ, пирӗн патра вара шӑматкун кӑшт сивӗрех пулӗ кӑна: 18-23 градус ӑшӑ.

Ҫитес вӑхӑтра ҫумӑр ҫумӗ. Тунтикун 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче 30 градус таранах ҫитӗ. Ҫӗрлесерен те 14-16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрсе кӑшт уҫӑлтарӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗ вӗҫлениччен республикӑра типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче те ҫаплах пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ... 95
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй