Ҫӗршыври 45 регионти пекех пирӗн тӑрӑхра та «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программа пурнӑҫа кӗме тытӑнмалла. 2017 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗччен 210 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартмалла. Вӑл программӑпа хӑпартакан ҫурт-йӗрӗн пӗр тӑваткал метрӗн хакӗ 30 пинтен иртмелле мар. Тӑкаксене йӳнетес тесе ҫурт тӑвӑм организацийӗсене патшалӑх хыснинчен кашни тӑваткал метр пуҫне 4 пин тенкӗ уйӑрӗҫ.
Эконом-класлӑ ҫурт-йӗр ӑҫта тата мӗнле организаци хӑпартассине палӑртнӑ ӗнтӗ. Тӑватӑ проекта ҫаксене суйласа илнӗ:
Шупашкарти «Соляное» микрорайонти «Алза» пӗр тӑваткал метра 30 пин тенкӗпе хӑпартӗ. Ҫӗрпӳри «Южный-2» микрорайонта «ПМК-8» пӗр тӑваткал метрне 27,8896 пин тенкӗпе тума шантарнӑ. Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнчи сахал хутлӑ ҫурт-йӗре пӗр тӑваткал метрне «Тус» общество 30 пин тенкӗпе ҫӗклесе лартӗ. Шупашкарти «Гремячево» микрорайонти хваттерсене 30 пин тенкӗпе «Устра» общество ҫӗклемелле.
Ҫӗрпӳри сипленсе юсанмалли 7-мӗш колонире (унта хӗрарӑмсем лараҫҫӗ) Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Ун пек кунсене тӗрмесенче йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Ытти чухнехиллех вӑл айӑпланнисемпе вӗсен тӑванӗсене курнӑҫма май туса панӑ. Тӗлпулӑва пынисем тӗрмери условисем пирки ыйтса пӗлнӗ кӑна мар, вӗсене производство участокӗсене, столовӑя, айӑпланнӑ хӗрарӑмсем пурӑнакан общежитие илсе кайса кӑтартнӑ.
Тӗрмене лекнӗ ҫын унтан епле тухасси ҫавсен тӑванӗсенчен те нумай килет тесе шухӑшлаҫҫӗ айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсем.
Сӑмах май каласан, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вара ун пекрех курнӑҫӑва Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗнче ирттернӗччӗ. Унта та айӑпланнисен тӑванӗсем пухӑннӑччӗ. Вӗсем асӑннӑ Управленире ӗҫлекенсенчен хӑйсене кӑсӑклантаракан самантсем пирки ыйтса пӗлчӗҫ. Тав тӑвакансем те тупӑннӑччӗ. Пӗри, сӑмахран, хӑй ларнӑ вӑхӑтра тӗрмере услови урӑхла пулнине пӗлтерчӗ. Халӗ унта унӑн тӑванӗсен хӗрӗ тата ывӑлӗ лекнӗ-мӗн те, вӑл вӗсене курма кайса ҫӳренӗ май халӗ услови самай лайӑххине асӑнса хӑварчӗ. Сӑмах май каласан, вӑл: «Эпӗ айӑпшӑнах лартӑм-ха, манӑн тӑванӑн хӗрӗ айӑпсӑр ларать», — тесе хучӗ.
Халӑх фрончӗн республикӑри уйрӑмӗн хастарӗсем Шупашкара тӗрӗсленӗ. Мӗн тӗллевпе? РФ Строительство министерстви хушнипе авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен авариллӗ ҫуртсем ҫине ятарлӑ хӑма ҫапмалла пулнӑ. Унта ку ҫурт авариллӗ пулнине пӗлтернине ҫырмалла-мӗн.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫак эрнере Шупашкарти авариллӗ ҫуртсем патне ҫитсе килнӗ. Анчах нихӑшӗн патӗнче те ятарлӑ хӑма ҫапман-мӗн.
Общество организацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ӳкерчӗк республикӑри ытти хулара та хуҫаланать. Тӗслӗхрен, Ҫӗрпӳ хулинче.
Хастарсем кашни ҫурт умӗнче мини-плакатпа сӑнӳкерӗннӗ. Унта ҫапла ҫырна: «Таблички нет» (чӑв. Хӑма ҫук).
Аслисене хисеплеме ачаранах вӗрентеҫҫӗ. Акӑ Ҫӗрпӳре пурӑнакан Матрена Петровна Кирилловӑна аслисем те, кӗҫӗннисем те хисеп тӑваҫҫӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.
Республикӑра пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ ҫынсем нумай мар. Акӑ Матрена Петровна та вӗсен йышне кӗнӗ. Ӑна сумлӑ юбилейпа саламлама Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Алевтина Широкова, районти Ветерансен канашӗн председателӗ Валентина Трофимова килнӗ.
Матрена хӑйӗн ӗмӗрӗнче сахал мар хури-шурине курнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче канмасӑр ӗҫленӗ, упӑшкине фронтран кӗтнӗ, пушар хыҫҫӑн ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленӗ, мӑшӑрне, ачисене пытарнӑ… Анчах вӑл чӑтнӑ, малалла пурӑнма вӑй тупнӑ. Матрена Петровна халӗ икӗ ывӑлӗпе пурӑнать. Хӗрӗ час-часах килсе ҫӳрет.
Юбиляр вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ. Кирек мӗнле пулсан та хӑвна юратма, хастар пулма, кулма-савӑнма пӗлмелле-мӗн.
Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче ӗҫлекенсем асӑннӑ хулари 1-мӗш вӑтам шкулта пулнӑ. Унта вӗсем Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин тытӑмӗнчи аслӑ шкулсене вӗренме кӗмелли йӗркепе паллаштарнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе тӑрӑшакансене епле ҫӑмӑллӑхсем кӳни пирки тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Форма тӑхӑннӑ ҫынсем хисеплӗ тесе ӗнентернӗ вӗсем ачасене.
1-мӗш шкул Михаил Силантаев ячӗпе хисепленсе тӑнине аса илнӗ май пяан та халӑх асӗнче пулнине палӑртнӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ Михаил Васильевич ҫав ялта ҫуралса ҫав шкула пӗтернӗ. Ачасене аслисем ун пек паттӑрсен ятне ямалла мар тесе хӑйсене те вӗсем пек пулма суннӑ.
Ҫӗрпӳри нумай хваттерлӗ ҫуртсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗрсем ҫине куҫараҫҫӗ. Анчах ӑна пула хулара пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫӗрпӳсем халӗ те, урамра 10 градус сивӗ чухне, ӑшӑсӑр лараҫҫӗ.
Хваттерсене чӑтма ҫук сивӗ. Хваттерсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗр ҫине куҫарма ака уйӑхӗнчех тытӑннӑ. Администраци ҫынсене ӑшӑтмалли хатӗрсемпе ӑшӑнма сӗннӗ. Тӳре-шара ҫак хатӗрсене хӑй те туянса пама сӗннӗ, анчах хӑш-пӗр ҫын килӗшмен.
Чылайӑшӗ халӗ ӑшӑтмалли хатӗрсем илсе лартнӑ. Ҫавна май хулара электричество та япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ-мӗн. Ҫӗрпӳре ватӑ ҫынсем те, ачасем те, амӑшӗсем те сивӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ хула администрацийӗ ҫак ӗҫе юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемеллине палӑртать. Хваттерсенче сивӗ пулнӑран ҫынсене 1-мӗш интернат шкулта, хӑна ҫуртӗнче пурӑнма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех «Асамат» спорт комплексӗнче мунча, душ тӳлевсӗр кӗме пулать-мӗн. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, ҫынсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлет: 8(83545)21-5-15, 8-919-653-69-16.
Ҫӗрпӳри сӗт савутне сӗт панипе чылай ҫын хӑй вӑхӑтӗнче шӑнман пӑр ҫине ларса кайнӑччӗ. Укҫине кӗтсе илеймен енне йӗрке хуралҫисем патне ҫыракансем те тупӑннӑччӗ, анчах сӗт пуҫтараканпа килӗшӳ-тавраш туман та усси пулмарӗ. Ҫапах та вӗренӗн те вӗҫӗ пур тесе ахальтен каламан-тӑр ҫав, асӑннӑ ҫын тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна налук тӳлеменшӗн тата ӗҫ укҫипе икӗ уйӑх ытла татӑлманшӑн айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе савут пуҫлӑхӗ, вӑлах «Мысль» сбыт кооперативӗн ертӳҫи, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен тытӑнса 2013 ҫулхи кӑрлаччен налукпа 2,1 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. 2013 ҫулхи ҫу–ҫӗртме уйӑхӗсенче вара хайхи предприятин газ операторне 21 пин тенкӗ ытла шалу тӳлемен.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта чӑваш халӑхӗн юррисене халалланӑ урок ирттернӗ. Унта 8-мӗш классем хутшӑннӑ.
Ачасем чӑваш халӑх юрри аслисене хисеплеме вӗрентнине пӗлнӗ. Ӗлӗк чӑвашсемшӗн юрӑ сывлӑх, савӑнӑҫ, юрату ҫӑлкуҫӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем халӑх юррисене хисепленӗ.
Шкул ачисем урокра кӑсӑклансах итленӗ. Вӗсем «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан», «Вӗҫ, вӗҫ, куккук», «Пиҫ, палан», «Ан авӑн, шӗшкӗ» юрӑсене итленӗ, хӑйсем те юрланӑ. Вӗсем урокра ташланӑ та.
Ачасене чӑваш халӑх юррисене халалланӑ урок питӗ килӗшнӗ. Вӗсем халӑх юррисене ытларах хисеплеме, юратма тытӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци телекуравӗ 3 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта республика ҫыннисем патне тележурналистсем тӗрлӗ кӑларӑм илсе ҫитернӗ.
Телекурав пурнӑҫа терлӗ енлӗн ҫутатма тӑрӑшать: экономика, социаллӑ ыйту, спорт, культура… Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче телекурав анлӑрах сарӑлма тытӑннӑ. Халӗ Наци телекуравне Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Ҫӗрпӳре, Кӳкеҫре, Тӗрлемесре, Сӑнав поселокӗнче курма пултараҫҫӗ.
Ҫитес вӑхӑтра телекурава Улатӑра, Ҫӗмӗрлене, Етӗрнене, Вӑрнара, Йӗпреҫе илсе ҫитересшӗн. Халӗ вара Наци телекуравне пурте тӗнче тетелӗнче курма пултараҫҫӗ.
Авӑнӑн 27–28-мӗшӗсенче Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнче регионсен хушшинче «Кӗрешӳ» иртнӗ. Наци кӗрешӗвне Чӑтӑрлӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ пӗртӑван генералсене Виталийпе Николай Сидоровсене халалласа ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикинчен Чӑтӑрлӑ районне делегаци тухса кайнӑ. Вӗсен йышӗнче — ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Раҫҫейри «Кӗрешӳ» федераци ертӳҫи Виталий Васильев. Тутарстанри чӑваш наци культура автономийӗн председателӗ, ЧНК президенчӗн ҫумӗ Константин Яковлев та Шунтал тӑрӑхне кайнӑ.
«Кӗрешӗве» Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мускаври, Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата ытти тӑрӑхри 160 спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсенчен 34-шӗ — чӑвашсем. Кӑсӑлхи турнир ытти ҫулсенипе танлаштарсан ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Ара, Самар облаҫӗн Спорт министерстви ун валли сахал мар укҫа уйӑрнӑ — 120 пин тенкӗ.
Пирӗн спортсменсенчен Леонид Петров (Ҫӗнӗ Шупашкар), Илья Чернов (Елчӗк), Виктор Танлэ (Ҫӗрпӳ) ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |