Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: юсав

Ҫул-йӗр Элӗк
Элӗк

Элӗкре нумай хваттерлӗ ҫурт картишӗсене юсассипе кӑҫал самай ӗҫленӗ. Ҫак тӗллевпе унта хыснара 1,2 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Тупрана район центрӗнчи Совет урамне асфальт сарма янӑ. Кунсӑр пуҫне асӑннӑ урамри 36/1 тата Гагарин урамӗнчи 37-мӗш ҫурт картишӗснее хӑтлӑх кӗртнӗ.

Ҫӗнӗрен асфальт сарни, юсамаллине юсани машинӑсене кӗрсе тухма та меллӗх кӳни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Вӑл вара халӑхӑн пурнӑҫне те лайӑхлатасса шанаҫҫӗ.

 

Хулара Гагарин кӗперӗ
Гагарин кӗперӗ

Ырантан, ҫурлан 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкарти Гагарин кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫавна май транспортсене унтан ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ.

Ҫурлан 1–18-мӗшӗсенче транспортсене сылтӑм енӗсемпе сахалрах ҫӳреттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта икӗ еннелле каякансем те ҫул варрипе ҫӳрӗҫ. Унта ун чухне юсав ӗҫӗсем пымӗҫ.

Хула кунӗ хыҫҫӑн, ҫурлан 18-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 8-мӗшӗччен, транспортсене ҫул варрипе ҫӳреме чарӗҫ. Ҫак вӑхӑтра сылтӑм енчи ҫулсемпе ҫӳреме май пулӗ.

 

Ҫул-йӗр Турая каякан ҫула юсаҫҫӗ
Турая каякан ҫула юсаҫҫӗ

Ҫак кунсенче Муркаш районӗнчи Турай ялне каякан ҫула тӗплӗн юсасси малалла пырать. Райцентра «Сӑр» автоҫулпа ҫыхӑнтаракан ҫак трассӑна Чӑваш Енӗн Транспорт министерствин «Чувашупрдор» учрежденийӗ ҫӗнетет.

Ҫул 4-мӗш техника категорине кӗрет иккен. Ӗҫе виҫӗ тапхӑра пайланса пурнӑҫламалла. Халӗ пӗрремӗш тапхӑрӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Халь юсакан ҫулӑн тӑршшӗ — 6 километр та 80 метр. Икӗ йӗрлӗ ҫулӑн иртсе ҫӳремелли пайне 6 метр сарлакӑш тӑваҫҫӗ. Халӗ хура вак чул сарма тата асфальтпа бетон хутӑшӗ сарма тытӑннӑ ӗнтӗ.

Сӑнсем (16)

 

Хулара

Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне юсаса ҫӗнетме тытӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫавна пула паянтан пуҫласа ҫурлан 15-мӗшӗччен троллейбуссемсӗр тата маршрут автобусӗсемсӗр пуҫне ытти мӗнпур транспорта Воробьев композиторсен урамӗпе Ярославль урамӗ пӗрлешнӗ тӗлтен пуҫласа Карл Маркс урамӗпе пӗрлешекен вырӑн таран ҫӳреме чарнӑ.

Автотранспорта Калинин урамӗпе, Шупашкар заливӗ хӗррипе, Константин Иванов, Ярославль, Дзержински урамӗсемпе, Президент бульварӗпе ярӗҫ.

Хулари 37-мӗш, 42-мӗш, 48-мӗш, 51-мӗш, 52-мӗш, 62-мӗш, 63-мӗш номерлӗ маршрутсене Калинин урамӗнчен Шупашкар заливӗ, Константин Иванов, Водопровод урамсемпе, Мускав проспекчӗпе кайтараҫҫӗ. 101с, 101э, 331, 332, 333, 334-мӗш автобуссене маларах асӑннӑ ҫулпа яраҫҫӗ. 232-мӗш автобус Воробьев композиторсен урамне юсанӑ вӑхӑтра Калинин урамӗнчен Ярославль урамне тухӗ, унтан Дзержински тата Карл Маркс урамӗсемпе хӑйӗн яланхи маршручӗ ҫине кайӗ.

 

Хулара Хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ кун
Хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ кун

Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула анлӑлатрӗҫ. Халӗ сарлака яка ҫулпа «тимӗр урхамахсем» вӗҫсе кӑна ҫӳреҫҫӗ. Пичет ҫурчӗ умӗнчи светофора илсен халӑх ҫул урлӑ каҫма та шикленетчӗ-тӗр. Ара, ҫил пек пыракан урапасем чарӑнма та шухӑшламаҫҫӗ. Унта ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ-ха, анчах водительсем ӑна курмаҫҫӗ-ши е курмӑш тӑваҫҫӗ? «Зебра» ҫук…

Нумаях пулмасть ҫав вырӑнта пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Хӗрарӑма урапа ҫапса хӑварнӑ — вилмеллех. Тӳре-шара кун хыҫҫӑн ҫеҫ хускалчӗ пулмалла — ҫул ҫине «зебра» ӳкерчӗҫ.

Тӗрӗссипе, Пичет ҫурчӗ умӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна проектпа килӗшӳллӗн ҫурла уйӑхӗнче хупмалла-мӗн. Кун пирки «Чӑвашавтодор» АУОн тӗп инженерӗ Николай Арденков пӗлтернӗ. Ҫапла майпа ҫынсен чукун ҫул ҫывӑхӗнчен каҫса ҫӳремелле пулӗ. Унта ҫити тротуар тӑвӗҫ.

Иван Яковлев проспектӗнчи ӗҫе 85% пурнӑҫланӑ. Суту-илӳ центрӗ умӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна ҫеҫ туса пӗтереймен.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкарта чарӑну павильонӗсене ҫӗнетнине тӗп хулара пурӑнакансемпе унта килен-каян асӑрханах ӗнтӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене Канаш, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенче те ҫӗнетме тытӑннӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчи ҫук павильонсене вырнаҫтараҫҫӗ, япӑххисене йӗркене кӗртеҫҫӗ.

Канаш район территорийӗнче «Шӑхасан — Калинино» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ лаптӑкра ӗҫӗн 70 ытла процентне пурнӑҫланӑ. Ҫав шутра машинӑсене пӑрӑнса лармалли вырӑнсем йӗркелени те, лартмалли вырӑнсем туни те, ҫул айккинчи чулсене вырнаҫтарни те кӗрет. «Етӗрне — Николаевски — Кӗҫӗн Шемертен» ҫула та хӑтлӑх кӗртнӗ. Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫула унти «Акконд-Агро» ферма тӗлӗнче юсанӑ.

 

Ҫул-йӗр Ҫул картти
Ҫул картти

Вӑхӑтлӑха. Ҫывӑх вӑхӑтра «Чӑвашавтодор» предприяти Воробьев композиторсен урамне юсаса ҫӗнетме тытӑнмалла. Ҫавна пула троллейбуссемсӗр пуҫне ытти мӗнпур транспорта унтан ҫӳретме чарӗҫ. Машинӑсем нумайланса пынине пула ҫав вырӑнпа иртсе ҫӳреме йывӑррине кура ҫула сарма йышӑннине хула влаҫӗсем ӑнланма чӗнсе калаҫҫӗ. Ӑҫтан каяссине ҫула тухичченех палӑртма хушаҫҫӗ.

Ҫула юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн унӑн сарлакӑшӗ тӑватӑ йӗртен пиллӗке ҫити сарӑлӗ. Унччен вӑл 14 метр сарлакӑш пулнӑ тӑк ӳлӗмрен 17,5 метра ҫитӗ.

Ҫул пахалӑхне ӳстерес тесе геоҫетка хурса хӑварӗҫ. Ҫиелти сие чӑтӑмлӑ асфальтпа бетонтан тӑвӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫул
Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫул

Шупашкарта, Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула тунӑ ҫӗрте, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче инкек пулнӑ. Ун чухне рабочисем 3 метр тарӑнӑш шӑтӑкра ӗҫленӗ. Кӗтмен ҫӗртен ҫӗр йӑтӑнса аннӑ.

Инкек пирки 16:30 минутра пӗлтернӗ. Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнче газ пӑрӑхне хураҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑнта пӗр рабочин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 90 сантиметр сарлакӑш шӑтӑкра сварщик ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ та. Тепӗр рабочи ӑна пулӑшма тӑна, анчах ун ҫине те тӑпра ӳкнӗ, анчах ытлах нумай мар. Ҫавӑнпа ӑна ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ, медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Тепӗр рабочине, шел те, ҫӑлма май килмен. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

 

Хулара Шупашкар урамӗсем сарӑлсах пыраҫҫӗ
Шупашкар урамӗсем сарӑлсах пыраҫҫӗ

Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи тротуарсене туса пӗтермелле. Ҫак ӗҫпе пӗрлех ҫулпа юнашар территорие хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Иртен-ҫӳрен Иван Яковлев урамӗпе Мир проспекчӗ пӗрлешнӗ вырӑнти ҫул ункине чечексем лартнине асӑрхарех пулӗ. Ӑна епле тӑвассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков вырӑна тухса ирттернӗ канашлурах сӳтсе явса ҫирӗплетнӗ иккен. Пичет ҫуртне хирӗҫ уҫнӑ Журналистсен скверӗнче ача-пӑча валли вылямалли хула вырнаҫтарма палӑртнӑ.

Кунсӑр пуҫне Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ пӗрлешекен ҫул хӗресне те сармалла. Ҫӗр айӗпе сарнӑ шыв тата ӑшӑ пӑрӑхӗсене урӑх вырӑна куҫарнӑ, ҫула анлӑлатма май тунӑ.

Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче ҫул тӑвакансем Гагарин тата Петров урамӗсем пӗрлешекен ҫула урӑхлатма тытӑнӗҫ. Ӗҫе пурнӑҫласан Гагарин кӗперӗнчен Петров урамне светофорта лармасӑрах машинӑсем пӑрӑнайӗҫ.

Эгер бульварӗпе Ленинла комсомол урамӗсем тата Эгер бульварӗпе Мир проспекчӗ пӗрлешекен ҫул хӗресӗсене те юсаса ҫӗнетмелле.

 

Культура «Хӗрлӗ профессура ҫурчӗ»
«Хӗрлӗ профессура ҫурчӗ»

Шупашкарти Карл Маркс урамӗпе Воробьев композиторсен урамӗ хӗресленнӗ тӗлте вырнаҫнӑ 18 хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать.

Ӑна 1930-мӗш ҫулӗсенче хӑпартса лартнӑ. Асӑннӑ ҫурта конструктивизм тапхӑрӗнче тунӑ. Ҫав архитектура стилӗпе Шупашкарта хӑпартнӑ пурӑнмалли ҫуртсенчен упранса упранса юлни те тӗп хулара вӑл кӑна. Унӑн проектне Чӑвашстройкантурӑн проектпа конструктор бюровӗ 1929–1930-мӗш ҫулсенче хатӗрленӗ иккен. Ҫурта 1930–1932-мӗш ҫуртсенче тунӑ. Малтанласа ӑна 1930 ҫулта уҫнӑ Чӑваш патшалӑх педагогика инстиутчӗн профессорӗсемпе преподавателӗсене пурӑнтармалли общежити евӗр усӑ курнӑ. Шупашкар ҫурт тӑвӑмӑн историне ҫурт «Хӗрлӗ профессура ҫурчӗ» евӗр кӗрсе юлнӑ.

Культура эткерлӗхӗн ҫуртне Республика кунӗ тӗлне юсаса пӗтермелле.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи